Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ ЧНКА пухнă активистсен ларăвне ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Геннадиевич Яковлев.
– Республикăри чăваш обществисем алă усса лармаççĕ, тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Анчах та Хусан пирки кун пек калама çук. Тутарстанăн тĕп хулинче чăвашсем питĕ нумай пурăнаççĕ. Тăрăшуллисемпе пултаруллисем тата мĕн чухлĕ?! Ĕçлемелле çеç. Кунта çын тĕлĕнмелли ĕçсем тума пулать, – тăсрĕ калаçăва автономи пуçлăхĕ.
Çак ыйтăва тĕплĕнрех сӳтсе явмашкăн февралĕн 24-мĕшĕнче отчетпа суйлав конференцийĕ иртмелле. Вăл Хусанти Париж Коммуни урамĕнчи 14-мĕш çуртра 18 сехетре пуçланмалла. «Сувар» хаçат редакторĕ сăмах илсе ыйтăва Хусанти чăваш обществин председателĕпе, общество канашĕпе пĕрле сӳтсе явма сĕнчĕ.
Пухура сăмах çаплах вырсарни шкулĕ пирки те пычĕ. Ачасене çак асăннă адреспа кашни канмалли кунсенче илсе çӳреме пулать. Хусанта пурăнакан чăвашсене çакăнта пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Унта пирĕн çамрăк ăрăва чăваш историне, культурине, йăли-йĕркисене вĕрентĕç. Çитменнине тата Константин Яковлев каланă тăрăх, акăлчан чĕлхине тӳлевсĕр майпах вĕрентме хатĕр. Унта питĕ лайăх преподавательсем ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсене те ахаль лартмаççĕ-мĕн. Çавăнтах тĕрлĕ клубсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, «Улах каçĕсен», «Апат-çимĕçсен», «Юрă-ташăсен», «Алă ĕçĕсен» тата ытти клубсем тума май пур. Кунта, паллах, кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ.
«Ырă тĕлпулусем» ирттересси пирки те сăмах хускалчĕ. Кунта çамрăксем хăйсене, аслăраххисем хăйсене пуçтарăнма пултараççĕ. Тен, мăшăрланас текен çынсене те пулăшма май пулĕ?
Константин Яковлев çаплах ТР ЧНКА наградисем çинчен калакан положенипе паллаштарчĕ. Унта П.Хусанкай ячĕллĕ медаль, П.Шелепи ячĕллĕ сĕтел çине лартмалли Хисеп палли тата ТР ЧНКА Хисеп хучĕсем çинчен çырнă. Положение хальлĕхе çирĕплетмен-ха.
Сăмах май каласан, февралĕн 18-мĕшĕнче Хусанти Туслăх çуртĕнче 15.00 сехетре чăваш ӳнерçисен, Бердниковсен, куравĕ иртет. Хитре картинăсем курмашкăн пуриншĕн те алăк уçă.
Çаплах Тутарстан чăвашĕсен пуçлăхĕн сăмахĕпе, çакăн пек куравсем малашне республикăри пĕтĕм ӳнерçĕсен ĕçĕсене пуçтарса курав ирттерме шухăш пур.
 
: 1082, Хаçат: 6 (892), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: