Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĔКĔЛМЕРИ аграри колледжĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш курс вĕренекенĕсем çак кунсенче «Рыцарьсен турнирне» ирттернĕ. Вĕсем кире пуканĕ йăтса, турник çинче туртăнса, канат тăрăх хăпарса, канат туртса тата ытти спорт енĕпе вăй виçнĕ. Рыцарьсен турнирĕн историйĕ Францире XI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчех пуçланнă пулин те çамрăксене паян та илĕртет. Пĕкĕлмесем рыцарьсем пек вăрçă хатĕрĕсем тăхăнса, сăнăсем йăтса çапăçман пулин те хăюлăха, ăсталăха кăтартнах. Чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă.
* * *
Пĕкĕлмери 2-мĕш номерлĕ шкул ачисем те ахаль лармаççĕ иккен. Вĕсем хамăр патра хĕл каçакан вĕçен кайăксене пулăшма акци пуçланă. Класс ертӳçи пулăшнипе ĕç урокĕсенче кайăк-кĕшĕк валли 30 сырăш ăсталанă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çак темăпа ӳкерчĕксем ӳкернĕ, Тутарстанра пурăнакан вĕçен кайăксем мĕнле апат çисе пурăннипе паллашнă. Унтан ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле шкул картишĕнче сырăшсене çакса тухнă. Вĕçен кайăксене апат паракан ачасен графикне хатĕрленĕ.
АНАТ КАМА районĕнчи Свердловец ял пирки вырăнти власть ятарласах маннă тейĕн, хĕл пуçланнăранпа юр тасатакан техника кунта пĕр хутчен кăна пулнă иккен. Пĕлтĕр çапла хăтланнине ăнланма пулатчĕ-тĕр-ха, анчах кăçал? Юр хӳсе кайнипе çынсем тухса çӳреймеççĕ, ялта лавкка та тахçанах хупăннă-мĕн, çавăнпа кӳршĕ ялти лавккасене йĕлтĕрпе кайма тивет. Ялта çамрăксем пурăннă пулсан кунтан тĕлĕнмелли çукчĕ пуль, анчах 30 çуртлă ялта ытларах ватăсем. Пĕр-пĕр инкек тухас пулсан пулăшу килессе те шанмаççĕ вĕсем.
* * *
Анат Кама хулине юлашки вăхăтра вăрман хăнисем, вĕсен шутĕнче тăманасем те час-часах вĕçсе килме пуçланă. Экологипе биологи центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çакă кăçал нумай юр çунине пула чĕр чунсем апат тупайманнипе çыхăннă. Хулана вĕсем апат шыраса килеççĕ-мĕн.
ÇĔНĔ ШУÇĂМРИ Культура çуртĕнче «Янра, хут купăс» смотр-конкурс иртнĕ. Районти пултаруллă мĕнпур купăсçă хутшăннă унта. Вĕсен йышĕнче пирĕн йăхташсем, чăвашшупашкарсем те пулнă. Вĕсем конкурса хутшăннă çеç мар, пултарулăхпа та палăрнă. Çапла вара Владимир Охотниковпа Сергей Моляковăн дуэчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.
ХУСАН. «За безопасность российских дорог» регионсем хушшинчи обществăлла центр Раççейри хăрушă тата хăрушă мар çулсен рейтингне çырса кăларнă. Хăрушă çулсен рейтингĕнче пĕрремĕш вырăнта Хусан, Челябинск, Чулхула, хăрушă маррисенчен Тюмень, Ульяновск тата Екатеринбург тăрать. Хуласене япăх çулсене пула инкеке лексе мĕн чухлĕ çын вилнине, аманнине, автомобильсен тата халăх шутне кура хакланă. Аварисен шучĕ Раççейре вăтамран 21 процент, Хусанта вара 84 процента яхăнах.
 
: 1226, Хаçат: 6 (892), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: