Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЯРМĂРККĂСЕМ ЙĔРКЕЛЕÇÇĔ
Пахча çимĕç хакĕ ӳснипе ТР Правительстви республика çыннисене йӳнĕ хакпа пахча çимĕçе туянма майсем туса парса пулăшма йышăннă. Çак тĕллевпе Хусанта тата Çырчалли хулисенче февралĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен кашни шăматкун ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелеççĕ. Халăх унта аш-какай, сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç, çĕр улми, кĕрпесем (вĕсен шутĕнче хура тул та), фураж тата ыттине туянма пултарать.
Ярмăрккăна республикăри мĕнпур районсенчи ял хуçалăх производителĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе инвестици компанийĕсем хутшăнаççĕ.
Ял хуçалăх ярмăрккине хутшăнакансене продукци хакне ан ӳстерччĕр тесе транспорт тăкакĕсене саплаштарма укçа уйăраççĕ. Сăмах май, кĕркунне çак тĕллевпе 10 миллион тенкĕ субсиди панă. Суту-илӳ юртан тасатнă уçă вырăнтах иртĕ.
Ярмăркка вăхăтĕнче хăш-пĕр продуктсен хакне лавккаринчен 10-20 процент чакарма йышăннă. Министр каланă тăрăх, ку тĕлĕшпе ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви тавар кăларакансемпе, хатĕрлекенсемпе, тирпейлекенсемпе, кооператорсемпе, холдингсемпе тата пысăк предприятисемпе хаксене йĕркелемелли механизм хатĕрленĕ. Çапла вара ярмăрккăра çĕр улмин килограмĕ 30, кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр – 30-шар, пăрçа – 16, урпа – 14, тулă – 8, ыраш – 6, ĕне çăвĕ – 150, 1 литр сĕт 17, ĕне ашĕ – 180, сысна ашĕ – 170, сурăх ашĕ – 200 тенкĕрен ытла пулмĕ.
ХУСАНТА АГРОПРОМЫШЛЕННОСТЬ ПАРКĔ
Тутарстанăн ял хуçалăх ĕçченĕсем малашне хăйсем туса илекен продукцие посредниксемсĕрех сутма пултарĕç. Çак тĕллевпе Хусанти кивĕ аэропорт территорийĕнче агропромышленность паркĕ тума тытăнаççĕ тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов журналистсемпе тĕл пулсан. Унăн сăмахĕсем тăрăх, ТР Президенчĕ Р.Минниханов Хусанти кивĕ аэропорт территорийĕнче 8 гектар çĕр уйăрасси çинчен калакан документа алă пуснă. Хальхи вăхăтра çак лаптăкăн докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Унпа пĕрлех проект ĕçĕсем те пыраççĕ. Çĕнĕ паркăн территорийĕнче ял хуçалăх продукцине упракан, тирпейлекен, сутакан вырăнсем пулаççĕ. Строительство 2011 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче пуçланать.
ВЫЛЬĂХ АПАЧĔ ÇИТМЕСТ
Анат Кама районĕнчи Елантово ял хутлăхĕнче тата «Химокам-Агро» предприятире выльăх апачĕ енĕпе лару-тăру çивĕч. Сăлтавĕ – çулла выльăх апатне кирлĕ чухлĕ хатĕрлейменни. Выльăха хĕл каçарма план тăрăх кашни ĕне пуçне 30 апат единици кирлĕ пулсан, ку хуçалăхсем 18 çеç хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра çак хуçалăхсене выльăх апачĕпе пулăшас ыйтупа ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен ку хуçалăхсенче районĕпе чи нумай выльăх шучĕ, ăна ниме пăхмасăр чакармалла мар. Çавăнпа ку ыйту муниципалитет влаçĕн тимлĕхĕнче. Ыйтăва кĕске вăхăтрах татса парĕç.
Çав вăхăтрах районта типĕ çанталăка пăхмасăр выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ хуçалăхсем те çук мар. «Бэхетле-Агро» тулли мар яваплăхлă общество, тĕслĕхрен, выльăх шутне упраса хăварнă çеç мар, сăвăма та ӳстернĕ.
ÇУР АКИ ВАЛЛИ — 4 МИЛЛИАРД ТЕНКĔ
2011 çулта агропромышленность комплексне пулăшма республика бюджетĕнчен 4 миллиард тенке яхăн укçа уйăрма йышăннă. Çак укçаран чылай пайне çур аки кампанине ярĕç, унпа хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелл и материалсем, минераллă удобренисем, элитлă вăрлăх туянĕç.
 
: 1257, Хаçат: 6 (892), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: