РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсен 20 процентне чакармалла. Çак йышран 12 проценчĕ ĕç вырăнĕпе пĕлтĕрех сывпуллашрĕ. ТР ШĔМĕ штата кĕскетес ыйтăва уйрăмах çирĕп пăхать, кашни сотрудника тĕрлĕ енлĕн хаклать. Шăпах çак тĕллевпе вăл февралĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса март уйăхĕн 31-мĕшĕччен республикăра «Халăх аттестацийĕ» акци ирттерет. Унпа килĕшӳллĕн, тутарстансем хуть те мĕнле подразделенире ĕçлекен уйрăм милиционер çинчен (ятне, хушаматне палăртмаллах) çырса пĕлтерме пултараççĕ, сотрудникăн лайăх енне те, начар енне те çырма юрать. Мĕнпур хыпара ТР ШĔМĕ çумĕнчи обществăлла канаш пăхса тухса ведомство ертӳçисене пĕлтерет. Ку е вăл сотрудника ĕçрен кăларнă чух халăх шухăшне те шута илеççĕ. Шухăшăрсене ТР ШĔМĕн шанăç телефонĕпе: 8 (843) 291-20-02, СМСсене 8-987-290-50-02 номерпе, mvd.tatar.ru сайтра тата г.Казань, ул.Дзержинского, 19, Общественный совет при МВД по РТ адреспа çырупа пĕлтерме пултаратăр (ятăра палăртмасăр та юрать). Чи хастаррисене парне кĕтет.