Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кĕçнерникун РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин Турцири Универсиадăна хутшăннă Тутарстан спортсменĕсемпе видеоçыхăну урлă калаçнă. Телеконференци вăхăтĕнче студентсем Хусанти «Ватан» пăр керменĕнче пулнă. Путин çамрăк спортсменсене мухтанă, «эпĕ те хам енчен конькипе ярăнма вĕренетĕп» тесе шантарнă. Хусанти Универсиадăна хатĕрленме 2011 çулта Тутарстана 11,5 миллиард тенкĕ уйăрмалла.
НефАЗ çĕнĕ гибридлă двигательлĕ автобус кăларнă. Вăл бензинпа та, электричествăпа та ĕçлеме пултарать. Хальлĕхе автобуса серие яман, çапах КамАЗ-5297Н шасси çинче туса хатĕрленĕ машинăна туянас текенсем пулсан перекетлĕ автобуса пирĕн урамсенче те курма пулĕ.
Космонавтика çулталăкĕнче Хĕвел системинчи 48631№ çăлтăра Хасан Туфан çыравçă ятне панă. Çăлтăра 1995 çулта уçнă пулнă, вăл пирĕн планетăран 250 миллион километрта. Аксу районĕнчи Киреметре 110 çул каялла çуралнă Хасан Туфан – тутар поэзийĕн тӳпинчи çутă çăлтăр. Свидетельство ТР Наци музейĕнче упранать.
Ĕнер Рустам Минниханов ертсе пыракан Тутарстан делегацийĕ Свердловск облаçне ĕçлĕ визитпа кайнă. Ушкăн Первоуральскри çĕвĕсĕр пăрăхсем туса кăларакан предприятипе пĕрле хутшăнса ĕçлесси пирки канашлусем ирттернĕ.
Февралĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Теччĕри Гагарин урамĕнчи 23-мĕш çурт çунма пуçланă. Пушара сӳнтернĕ хыççăн çурт ишĕлчĕкĕсем айĕнчен МЧС ĕçченĕсем 5 çын виллине тупнă, вĕсенчен иккĕшĕ çула çитмен ачасем. Малтанласа тунă пĕтĕмлетӳ тăрăх, пушар ӳсĕрле вутпа асăрханмасăр усă курнипе тухма пултарнă, мĕншĕн тесен çурта вутăпа хутнă.
 
: 1106, Хаçат: 6 (892), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: