Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл.4 №)
– Ăнланмастăп, мĕн тума ман пата пытăр ку ыйтупа? Мана нимĕн те кирлĕ мар. Укçа та çук. Ав, таврара мĕн чухлĕ çын çӳрет, вĕсем патне пырăр. Мана чăрмантарса ан çӳрĕр ахалех, пĕччен пулас килет манăн халĕ, – сиввĕн каласа хурать Семен Петрович.
– Ахалех чĕрре кĕретĕр. Урăххи кирлĕ пулсан ун патне кайăттăм. Анчах кирлĕ мар никам та, эсир кирлĕ мана. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ юмăç пăхма пăрахни çирĕм çул ĕнтĕ. Çамрăксем пăхчăр. Анчах паян акă сана куртăм та кунта, пулăшас килсе кайрĕ. Парăр-ха аллăра!
– Ара, эсир карт саратăп темерĕр-и?
– Карт та, тĕрĕссипе аллу та кирлĕ мар мана. Сан шăпуна сăн-питӳнте питĕ лайăх куратăп. Чирлĕ эсĕ, анчах сывалăн. Çурçĕр сиплĕ сана. Пĕлетĕп, урăх плансем санăн, урăх еннелле каясшăн. Анчах улăштар çулна, урăх еннелле кай. Кĕтеççĕ сана унта. Билетна сутса ан тăр, луччă мана парнеле. Тахçанах кăнтăра кайса килесшĕнччĕ, билету сан ятупа пулсан та кондукторпа калаçса татăлăп та чиперех çитĕп. Сана йĕрлекенсем, вĕсем пулаççех, суя çулпа сана шырама кайĕç. Шанса тăр, чиртен пĕтĕмпех сывалăн, тепре авланма та, виçĕ ывăл ашшĕ пулма та пултарăн-ха.
Ĕненсех пĕтереймен чикан майрине Семен Петрович, çавах та билетне панă, хăй çурçĕрелле халех тухса каймалли пуйăс çине билет туяннă. Шухăшне улăштарма тахçанхи, халĕ те пурнăçланман ĕмĕчĕ пулăшнă ахăр; ача чухне тундра пирки кинофильм курнă хыççăн çурçĕрте пулса курас ĕмĕт унăн пуçĕнчен тухма пĕлмен. Анчах та ĕмĕтне пурнăçлайман – вĕреннĕ, каярах ĕç ăшне пуçĕпех путнă. Халĕ акă нимĕн те тумалла мар унăн, никам та кĕтмест ăна. Кăнтăра кайнинчен те усси пулас çук тесе хыпарларĕ акă чикан майри. Апла пулсан шăпах çурçĕрте пулса курма вăхăт çитнĕ те виличчен. Çул-йĕре улăштарни питĕ те тĕрĕс пулни çинчен кайран каласа панăччĕ мана Семен Петрович. Килтисем вăл тухса кайнине сиснĕ, арăмĕ тăванĕсемпе пĕрле йĕрлесе вокзала та çитнĕ, «йĕр çине ӳксе» кăнтăрта та шыранă тет. Анчах тупайман чирлĕ çынна. Семен Петрович çав вăхăтра тундрăра пăлан ĕрчетекенсем патне пырса çитнĕ, кунта чирĕ йăлтах хавшатса çитернĕ ăна.
Çынсем чирлĕскере вырăнти шаман патне леçнĕ. Лешĕ мĕнле сипленĕ, паллă мар, анчах темиçе уйăхран Семен Петрович тăван хулана чип-чиперех, сывă таврăннă. Тăванĕсем укçине туртса илес тесе сутлашса та пăхнă унпа, усси пулайман.
Эпĕ ăна юлашкинчен вокзалта тĕл пулнăччĕ:
– Шаман кунĕн-çĕрĕн параппан çапса тем мăкăртатнине çеç астăватăп. Шăпах çав параппан сасси хăрушă чиртен, çавăн пекех вилĕмрен те çăлса хăварчĕ мана. Чиртен сывалнă хыççăн сывлăха çирĕплетме кăнтăра санаторие путевка пачĕç. Сипленсе таврăнатăп халĕ. Тăвансене пĕтĕмпех хăваласа ятăм. Преми укçине пурне те пĕр пек салатса патăм. Ырă курччăр. Мана мĕн юлни те çитет. Хваттере сутса урăх хулана куçса каясшăн. Унта ĕç пирки те калаçса татăлнă ĕнтĕ, – терĕ вăл мана. Унтанпа Семен Петровича урăх курман. Нумаях пулмасть вăл кăнтăрти пĕр хулара пурăнни, авланни, çĕнĕ арăмĕ харăс виçĕ ача çуратса пани пирки хыпар илтнĕччĕ. Анчах тĕрĕс хыпар-и çакă е пуш сăмах çеç, пĕлместĕп.
 
: 1878, Хаçат: 5 (891), Категори: Тĕлентермĕшсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: