Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-4№№.)
Икĕ хăмăр куç, Улюшпа пытанмалла вылянăн, никĕс хушшинчи шăтăкран карăнакан хĕвел шевли айĕнче ахах-мерченĕн мĕлтлете-мĕлтлете илмессерен сĕмлĕхпе тусан тĕнчине çиçĕм пек хĕлхем сапса чуна çемçетекен ăшă илем кӳрет. Вăл кулса пăхакан куçĕнче çеç мар, çилпе тусана пула типсе кушăрханă тутасен ейĕвĕнче те, шăртланнă пит çăмартийĕсем çинчи юрату путăкĕнче те уççăнах палăрать. Тĕлĕнмелле! Уламасов пăшăрханса çунма та пĕлмест тейĕн – шав кулать, шав шăл йĕрет. Кăкăр ачин хавасĕ – савăнăçĕ те унăн сăнĕ çинче. Инкек çук та тейĕн. Вăл таçта аякра, анчах та кунта мар…
Лару-тăру кăшт урăхларах пулнă пулсан савăнма та пулĕччĕ-ха, анчах та кун пек чух: нишлĕхре-выçлăхра, пуласлăхсăр – кулма мар, выртса йĕрсен те сахал мар та çав, вăл вара чарăна пĕлми çиçет…
Улюш юлташне ниепле те ăнланаймасть. Мĕнле çын вăл? Те чунри ыратăвне çавнашкал юри кулса хуплать, ăна çиеле тухма памасть, те, чăн та, хăйсем мĕнле капкăна çакланнине ăнкараймасăр савăнать…
Улюш вара пачах урăх çын. Вăл чунри туйăмсене ытла çиеле кăларма юратмасть. Тăлăх çитĕнни сисĕнет-ши, йăлтах хăйĕнче упрать: тунсăхне те, савăнăçне те… Акă халĕ те Уламасовшăн чун-чĕререн хĕпĕртесе ларчĕ пулин те, унăн сăн-пичĕ туртăнмарĕ те: симĕстерех хăмăр куçĕ çеç темле вăрттăн хĕлхем çуратса чунри савăк туйăм витĕмĕнче ирĕлсе тăрать – юлташĕ сапнă савăнăç хĕлхемне сӳнме памасăр çунма пулăшать. Хăйĕн вара, шалта, вар тĕпĕнче, асар-писер çил-тăман асать. Вăл хумлăн-хумлăн пыр тĕпне капланса килет те çилĕпе урамалла тухма ăнтăлса тулхăрать, чĕрене хĕстере-хĕстере ыраттарать: «Çук, мĕн тесен те, кун пек юрамасть. Паян тухмаллах ку шуйттан шăтăкĕнчен. Кунран-кун, каçран-каç ăраскал пиртен тарса пырать, ротăна тĕрĕс-тĕкел таврăнас шанчăк вара – çухалнăçемĕн çухалса…» – тарăхрĕ курткин çухине тин çеç çуса тасатнă шурă хăю çĕлесе ларнă май…
Сулахай аяк пĕрчине тем тирсе кайрĕ, алăри йĕппе, çуха çине тăрăнтарнăскере, ячĕ те кителе пăчăртаса кăкрине ярса тытрĕ, пуçне усса чĕркуççине хăйĕн патне туртрĕ, вара майĕпен сылтăмалла тĕшĕрĕлчĕ: çĕнĕ хăват тӳрех пĕçĕ тăрăх ура тупанĕ патне анчĕ те пĕтĕм çан-çурăма пĕçертсе çунтара пуçларĕ: чĕре çурăлсах кайрĕ-ши вара – ыратăва тĕплесе ăш-чик вĕриленсе хĕртме тытăнчĕ. Темле, халиччен туйман, курман туйăм хуçаланчĕ унăн ăшĕнче: ырă, тарават, ăшă… Амăш ăшши-им… Улюш çăтмаха лекнĕн пĕр авăр рехетленсе выртрĕ... Анчах та вăл нумая пымарĕ, кĕçех пуç çаврăнса кайрĕ. Ыратнине чăтайманран унăн куçĕ Таркăн çăлĕсен пархатарлă сĕткенĕпе тулса ларчĕ-им – пит тăрăх куççуль тумламĕсем чарăна пĕлми йăрăлтатрĕç.
– Мĕскер эсĕ? – тусĕ пĕкрĕлсе аннине курсан Уламасов хăраса ӳкрĕ, Улюш патне васкаса пычĕ. – Йĕркеллех-и? – тесе ыйтрĕ.
Улюш йăмăхнă куçĕпе çумри шăтăкран тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса çунакан çутă çине тăрăнчĕ те чĕнмесĕр выртрĕ. Малтанхи самантра хăйĕнпе мĕскер сиксе тухнине ăнкарайманскер, вăл пуçри шухăшсемпе çыхăнса шалтан капланса килекен туйăмсене пăхăнса вĕсене çĕнтерме хăтланса выртрĕ. Хăйпе хăй кĕрешрĕ. Анчах та, епле тăрăшсан та – пултараймарĕ. Çĕнĕ хăват вăйланса, çивĕчленсе çеç пычĕ. Вар тĕпĕнчен тухса пĕтĕм ӳте çунтарса ыраттарма тытăнчĕ.
– Улюш!.. Улюш тетĕп… – пăшăрханса ӳкрĕ Уламасов. – Илтетĕн-и эсĕ мана?.. Мĕн эс, аптрамарăн пулĕ те?..
– Тем… – терĕ аран Улюш пуçне йăтса. – Хам та ăнкараймарăм-ха… Пĕтĕм ӳте касса кайрĕ те çунтарма пуçларĕ... – çăвар типсе кайнăран унăн сăмахĕсем хăрăлтатса тухрĕç. – Шыв пар-ха. Ĕçес килет… – терĕ вăл кăкăр ăшне таракан сăмахсене çиеле тĕртсе.
– Кĕçех… – терĕ те Уламасов хур уттипе леплеттерсе шăтăк çумĕнчи фляжкăна йăтса та килчĕ. – Ме, – вăл выртакан Улюш çăварне шыв пĕрхĕнтерчĕ. – Тата кирлĕ-и?.. Эп тухса илме пултаратăп…
– Çук… Йĕркеллех, – Улюш тӳрĕленсе ларчĕ.
– Вĕриленмен-и эсĕ? – юлташĕн çамкине тытса пăхрĕ. – Чиперех…
– Ан васкат-ха. Кăшт ларам. Кĕçех иртсе каять… – ӳсĕр пек пуçне силлерĕ вăл.
– Хăратрăн та хăратрăн вара. Эпĕ сана малтан, леш, паçăр харкашнă чух каланă сăмахсемшĕн çилленсе макăратăн пуль тенĕччĕ... Çук иккен. Ĕç-пуçĕ пачах урăх пулас… Чĕре мар-и санăн?..
– Чун… – терĕ лăпкăн Улюш.
– Чун?
– Ара çав, Ветис, манăн чун ыратать. Мĕскер туса хутăмăр эпир санпа? Мĕн пулĕ пирĕнпе ыран, виçмине… Шутлатăн-и эсĕ ун пирки?.. Уйăх ытла вĕт кĕтӳрен юлнă каскăн качакасем пек сулланса çӳретпĕр… Намăс… Ял-йыш тата кукаçей умĕнче те… Мĕн каласа тӳрре тухăпăр-ши?.. – пĕр хушă Улюш пуçне усса шухăшласа ларчĕ, вара тăрук Уламасова куçран пăхрĕ. – Сана пĕлместĕп, анчах та эпĕ паян ку шуйттан шăтăкĕнчен тухатăпах, – курткине тытрĕ те хăйăва çĕлеме пуçларĕ.
– Патак çименни нумай пулать те-ха, – витлешсе илчĕ Уламасов. – Тархасшăн… Кам чарать сана. Пуçăнта çук-тăк…
– Санăн нумай, паллах… – хирĕçлерĕ Улюш. – Хĕнеççĕ тесе пенсие тухиччен модуль айĕсем тăрăх çапкаланса çӳресшĕн-и?..
Уламасов алă сулчĕ те:
– Ан пуçла… Каллех çапăçса каятпăр… – тесе хырăнса пĕтермен пит çăмартине «чутлама» кайрĕ. – Хăвăнне хăв пĕл…
Пĕр хушă модуль айĕнче ятсăр çил вĕрнĕрен çӳп-çап купинчи хутсем лăштăртатни çеç илтĕнсе тăчĕ, чĕрене ыраттарса пăшăрхантаракан ыйту каллех чул муклашки пек икĕ тус хушшине урлăн кĕрсе выртрĕ те ниепле те вырăнтан хускаласшăн пулмарĕ.
Улюш çухине çĕлесе пĕтерсе тăхăнса ячĕ те пиçиххине çыхрĕ. Уламасов хырăннă хыççăн вырăнтах юлнă тĕкĕр катăкĕ патне пырса хăйне пăхса çаврăнчĕ те тумтире ун-кун турткаласа тирпейленĕ хыççăн умри шăтăка хупласа тăракан чулсене асăрханса иле пуçларĕ.
– Тухатăнах-и? – ыйтрĕ хырăнса пĕтернĕ хыççăн кайса выртма ĕлкĕрнĕ Уламасов, чăтăмлăхне çухатнăскер, пуçне калта пек каçăртса.
– Тухатăпах, – килĕшрĕ унпа юлташĕ.
– Каларĕ тейĕн, ротăна çитнĕ-çитменех тулли патак çитерĕç… – юлашки шанчăка ывăтрĕ Уламасов.
– Çитерччĕрех… Эпĕ текех нимрен те хăрамастăп ĕнтĕ... Тепĕр тесен, хăçан-тăр çимеллех… Пĕр кун малтан е уйăх каярах… Шăпа пирĕн санпа пĕрре – е ротăна таврăнасси, е çакăнта çĕрĕшсе пăсланиччен выртса хыпарсăр çухаласси… – чул хыççăн чул илсе шăтăка анлăлатрĕ, урам енче никам та çук-и-ха тесе пуçне кăларса таврана сăнарĕ – пĕр чун курăнмасть. – Пыратăн-и?.. – терĕ вăл иккĕленсе выртакан Уламасова пăхса. – Тунса ан вырт пĕчĕк ача пек. Атя, каятпăр та штаба, йăлт тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паратпăр. Мĕн вĕсенчен хăраса лармалли пирĕн. Килĕшетĕн-и?
– Çук… – кăмăлсăррăн хушса хучĕ Уламасов. – Хăтлан, кам чарать сана… Хăвăн ирĕкӳ, анчах та мана унта ан хутшăнтар. Эпĕ элекçĕ мар…
– Элекçĕ мар, паллах – таркăн салтак çеç… – йĕкĕлтесе илчĕ Улюш тусне. – Хăшĕ аванрах, хăшĕ тутлăрах-ши, Ветис?..
Анчах та Уламасов хуравламарĕ, вăл çумра выртакан конверта йăтрĕ те йĕрĕнчĕклĕн хушса хучĕ.
– Çыруна манса ан хăвар. Унсăрăн кукаçу эсĕ ăçта çӳренине пĕлсе те юлаймĕ.
Ирпе васкаса тĕрĕленĕ çыру çине Улюш пĕр си пăхса ăмсанса тăчĕ: «Телейлĕ!.. Кĕçех тăван кĕтесе те çитĕ вăл!.. Шел, конверчĕ пĕрре çеç… Май пур чух Анюта патне те шăрçаламаллаччĕ те çав – çук… Турри пӳрмерĕ... Темех мар. Акă вăл ротăна таврăнĕ те, унта вара хăйне мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ шăрçалĕ хĕр патне йĕркесем...» – шухăш çиеле тухрĕ – йăл çиçрĕ Улюш.
– Тĕрĕс, май пур чух кулса юл, – терĕ Уламасов. – Ротăна таврăнсан вăхăту пулмĕ...
– Аван шухăш, Ветис. Атя кайрăмăр… – терĕ Улюш никĕсри шăтăкран пуçне урам енне ывăтса: хĕрӳ хĕвелĕ куçран пăхнăран-ши, е тĕттĕме хăнăхнă куç çутăран ютшăннăран – тӳрех ним курми пулчĕ, тĕнче пĕтсе килет-им, тавра хура ялкăш айĕнче кумать – вĕл-вĕл-вĕл вылять вăл чарăна пĕлми. Улюш пуçне каялла илчĕ.
– Юлатăн-и? – терĕ çавна курса тăракан Уламасов.
– Хĕвел куçа çиет… Шурсах кайрĕ... – терĕ Улюш куçне сăтăрса. – Кунта пурăнса каçхи кайăк пулса кайрăмăр ĕнтĕ. Куç та кăнтăр кунĕнчен ютшăнать те… Атя манпа. Кайрăмăр. Тунса ан вырт, – çирĕппĕн каласа хучĕ тусне юлташла.
– Çук тенĕ пĕрре, çук пулать вăл, – кутне мăкăртса çаврăнса выртрĕ – куçăм ан куртăр терĕ-ши ĕнтĕ.
– Юрĕ, чипер юл… Питĕрме ан ман ман хыçран… – терĕ те Улюш, йăмпăлт çеç тепĕр енне сикрĕ, тӳрĕленсе тăчĕ те вăрă-хурах пек хăйне никам та курмарĕ-ши тесе çаврăна-çаврăна пăхрĕ – тĕрĕс-тĕкелех иккен, шăп; вăл китель курткине туртса майлаштарчĕ те сулахаялла чупакан сукмакпа полка мар, тепĕр енче вырнаçнă икĕ модуль хушшинчи массетка патне васкаса утса кайрĕ. Ун айĕнчи шыв пичкинчен пушă фляжка шыв тултарса чунне йăпатас терĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 1150, Хаçат: 5 (891), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: