Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тип çупа кашни килтех куллен усă кураççĕ. Промышленность – хамăрăнни те, чикĕ леш енчи те – çĕр-çĕр тĕрлĕ тип çу кăларать паянхи кун. Анчах пуринчен ытла хĕвел çаврăнăш тата олива çăвĕ халăхра анлăрах сарăлнă. Тип çăва лавккара туяннă чух сахал çын этикеткăсене вулать. Анчах çавăнта çырнă темиçе сăмах та продукт çинчен нумай каласа пама пултарать-мĕн.
Хĕвел çаврăнăш çăвĕ
«Сивĕлле пăрса юхтарни». Çапла çырни çăва механикăлла пресланине, унра витаминсемпе биологилле активлă веществосем юлнине пĕлтерет. Енчен те производитель чăннипех те пысăк пахалăхлă продукт сĕнет-тĕк, этикетка çинче çăва хатĕрленĕ вăхăтра миçе градус таран ăшăтнине çыраççĕ, тĕслĕхрен, «100 градусран ытла мар» тенине тĕл пулма май пур.
«Экстрагированнăй». Экстрагировани – ӳсен-тăранран органикăлла шĕвексемпе усă курса химилле меслетпе çу кăларни. Тавар кăлараканшăн ку меслет чи хăвăртраххи тата чи йӳнни. Çавăнпа та кун пек çăвăн усси сахалрах.
«Холестеринсăр». Кун пек çырни реклама çеç темелле. Хуть мĕнле ӳсен-тăран çăвĕнче те холестерин çук, вăл чĕр чунсен çăвĕнче кăна пур.
«Рафинадлани». Кун пек çăва темиçе хут тасатнипе унра усăллă веществосем юлман та. Кăткăс процессем хыççăн çăва искусствăлла майпа витаминсем хушаççĕ.
«Дезодорированнăй». Кун пек çырни çуран тутă паракан пур веществосене те кăларнине пĕлтерет. Тавар тăваканшăн кунашкал çу вăрахчен упраннипе, туянаканшăн ун çинче мĕн-тĕр ăшаланă чух вăл кăпăкланманнипе, апата ырă мар шăршă паманнипе лайăх.
«Рафинадламанни». Кун пек чух çăва çиелтен кăна тасатаççĕ, унра усăллă веществосем нумай. Рафинадламан çу вăрахчен упранмасть, ăшалама юрăхсăр, мĕншĕн тесен 100 градус таран хĕртсен вăл канцерогенсем кăларать. Салатсем хатĕрлеме вара çав тери аван.
«Шăнтни». Кун пек çу ăшаланă чух та уссине çухатмасть, тĕтĕмленмест, 240-260 градус таран хĕртсен те канцерогенсем кăлармасть.
Олива çăвĕ
«Extra virgin olive oil» – продукт питĕ пысăк пахалăхлă пулнине пĕлтерет. Ку çăва малтанах сивĕлле пăрса юхтарнă.
«Virgin olive oil» – ку çăва иккĕмĕш хутĕнче сивĕлле пăрса юхтарнă. Вăл та пахалăх енчен сĕре аван. Вăл çӳлерех çырнинчен тĕсĕпе, тутипе тата шăршипе кăшт уйрăлса тăрать.
«Pure Blended olive oil» – рафинадланă çупа малтанах сивĕлле пăрса юхтарнă çăвăн хутăшĕ. Ăшаланă чух усă курма аван.
 
Усăллă канашсем
• Рафинадламан çусем тĕпне ларнинчен хăрамалла мар, вĕсенче биологи тĕлĕшĕнчен паха пĕрлешӳсем – фосфолипидсем – пур. Усă курнă чух çу савăтне силлесе илмелле.
• Рафинадламан хĕвел çаврăнăш е олива çуне +18 градусран ытла мар температурăллă вырăнта, хĕвел çути ӳкмен çĕрте упрамалла. Тĕттĕм тĕслĕ, лайăх хупланакан савăтра упрасан çав тери аван.
• Олива çуне холодильникре упрасан вăл çăралать. Ăшă çĕре кăларса калле шĕвелсен те вăл хăйĕнчи усăллă веществосене çухатмасть.
 
Сывлăхшăн
- Олива çăвĕ чĕрене лайăх ĕçлеттерет.
- Рафинадланă хĕвел çаврăнăш çăвĕ атеросклерозран лайăх пулăшать.
- Арахис çăвĕ юнри холестерин шайне чакарать.
- Йĕтĕн çăвĕ шăмăсене çирĕплетет.
- Соя çăвĕ пĕверпе пӳресен ĕçне лайăхлатать.
 
: 1151, Хаçат: 5 (891), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: