Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (31.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«МИМОЗА» САЛАТ
Кирлĕ: пĕçернĕ 5 çăмарта, 100 г сыр, 100 г шăнтнă услам çу, 1 банка пулă консерви, 1 сухан, майонез.
Ингредиентсене теркăпа хырмалла та сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: çăмарта, çур банка консерва, майонез, вĕттĕн туранă сухан, услам çу, çур банка консерва, майонез, сыр.
«АППЕТИТЛĂ» ЯШКА
Кирлĕ: 3 çĕр улми, 1 сухан, 1 кишĕр, çур пылак пăрăç, 1 помидор, 100-шер г аш тата кăлпасси, 100 г шампиньон, тăвар, пăрăç, лавр çулçи, укроп.
Çĕр улмипе шампиньона шыва ямалла та вĕреме кĕртмелле. Хупкăçпа хупласа çĕр улми çемçеличчен 15 минут пĕçермелле. Лавр çулçи, пăрăç, тăвар, туранă помидор, пылак пăрăç, аш, кăлпасси тата укроп хушмалла. Сухана тураса, кишĕре теркăпа хырса тип çу çинче ăшаласа илмелле, яшка çине хушмалла.
ЧӲЛМЕКРЕ ПĔÇЕРНĔ АШПА ÇĔР УЛМИ
Кирлĕ: 500 г сысна ашĕ, 2 помидор, 2 пылак пăрăç, 2-3 шăл ыхра, 2 сухан, 8 çĕр улми, тăвар, пăрăç, укроп е петрушка.
Пылак пăрăçа вăррисенчен тасатмалла та тураса суханпа пĕрле тип çу çинче ăшаламалла. Помидора турамалла, ăшаламалла. Туранă сысна ашне кăшт ăшаланă хыççăн чӳлмексене хурса тухмалла. Ун çине сийпе ăшаланă пахча çимĕçсене – сухан, пăрăç, помидор, ыхра, туранă çĕр улми хумалла. Çиелтен шыв е шӳрпе ямалла, тăвар, пăрăç хушса духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле. Пиçнĕ апат çине туранă укроп е петрушка сапса çимелле.
ÇĔР УЛМИ ИКЕРЧИ
Кирлĕ: 10 çĕр улми, 2 çăмарта, 3 кашăк çăнăх, 1/3 стакан тип çу, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1 стакан хăйма, тăвар тата пăрăç.
Çĕр улмине шуратмалла та теркăпа хырмалла. Çăмарта, çăнăх, апат соди, тăвар тата пăрăç хушса лайăх пăтраштармалла. Çатмана хĕртмелле, кăшт тип çу ямалла. Çĕр улми хутăшне кашăкпа иле-иле хурса икĕ енчен те ăшаламалла.
«ДОН КИХОТ» ПИЦЦА
Кирлĕ: чуста валли – 1 стакан шыв, 10 г çĕпре, кăшт сахăр песокĕ, 2 стакан çăнăх, 1 кашăк тип çу, 1 çăмарта, тăвар; ăшлăх валли – чăх ашĕ (шурри), 500 г шампиньон, 2 помидор, 300 г сыр, майонез тата кетчуп.
Ăшă шыв çине çĕпре тата кăшт сахăр песокĕ ямалла та лайăх пăтраштармалла. Çăнăх, тип çу, çăмарта, тăвар хушса чуста çăрмалла, ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Чăх ашне тураса ăшаламалла. Шампиньонпа сухана уйрăммăн ăшаламалла. Сыра теркăпа хырмалла, помидора çаврашкан турамалла.
Противене тип çупа сĕрмелле. Ун çине чустана йĕтĕрлесе хумалла, çиелтен кетчуп сĕрмелле, чăх ашĕ, кăмпа, майонез, помидор, сыр хумалла. Пиццăна духовкăра пĕçермелле.
КИЛТИ СЫР
Кирлĕ: 4,5 л сĕт, 2-3 кашăк тăвар, 100 г 9 процентлă уксус.
Сĕте пысăк кастрюле ярса вĕреме кĕртмелле, тăвар хушмалла. Кăштахран уксус ямалла. Сĕт тăпăрчăлансан ăна плита çинчен илмелле, марля хунă дуршлаг çине силлемелле, çиелтен йывăр япалапа пусарса лартмалла. Ытлашши шĕвек юхса пĕтсе хутăш хытсан (5-6 сехетрен) сыр хатĕр. Çак рецептпа тунă сыр «Адыгейский» евĕрлĕрех.
ХАЧАПУРИ
Кирлĕ: чуста валли – 150 г ирĕлтернĕ маргарин, 250 г тăпăрч, çăнăх, 1 чей кашăкĕ сахăр песокĕ, 1 çăмарта; ăшлăх валли – 200 г теркăпа хырнă сыр, 1 кашăк хăйма, 1 çăмарта, 4 шăл вĕтетнĕ ыхра.
Ирĕлтернĕ маргарина тăпăрчпа, сахăр песокĕпе, çăмартапа, çăнăхпа пĕрлештерсе хытă чуста çăрмалла. Чустана 20 минутлăха холодильнике лартмалла. Çак вăхăтра ăшлăх хатĕрлемелле – çӳлерех асăннă компонентсене хутăштармалла. Унтан чустана икĕ пая уйăрса çӳхе йĕтĕрлемелле. Пĕр пайне форма çине хумалла, ун çине ăшлăх сĕрмелле те чустан иккĕмĕш пайĕпе хупласа хĕррисене пĕрлештермелле. Духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле.
ПУЛĂ ЯШКИ
Кирлĕ: форель, çĕр улми, тăвар, лавр çулçи.
Пулла тăвар хушнă шыва ярса хатĕр пуличчен пĕçермелле. Унтан ăна кастрюльтен кăларса илмелле. Шӳрпе çине вара туранă çĕр улми хушмалла. Çĕр улми пиçнĕ вăхăтра пулла шăммисенчен тасатса турилккесем çине хурса тухмалла. Шӳрпе пиçес умĕн ун çине лавр çулçи хушмалла. Хатĕр шӳрпене 4-5 минутран пулăллă турилккесем çине ярса тухмалла.
 
: 1168, Хаçат: 5 (891), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: