Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

I ертӳçĕ-хĕр;
II ертӳçĕ-хĕр;
Салтак;
Арçынсен икĕ команди
Реквизит: икĕ тĕслĕ хут листисем, сĕтел, икĕ тенкел, икĕ тĕслĕ икĕ шар, дротиксем.
I ертӳçĕ-хĕр: Хӳтĕлевçĕ кунĕпе!
Салтаксен уявĕпе!
Пиччесемпе юлташсем,
Аттесемпе мăшăрсем,
Пирĕн мире сыхласа
Мухтава, чапа та тивĕç!
II ертӳçĕ-хĕр: Ырă каç, хисеплĕ куракансем! Кашни çул февралĕн 23-мĕшĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне паллă тăватпăр. Раççей салтакĕсен пĕтĕм ăрăвĕ умĕнче мирлĕ пурнăçшăн тав туса пуçа таятпăр çак кун. Февралĕн 23-мĕшĕнче, «арçын» кунĕнче, пĕчĕк арçын ачасенчен пуçласа шурсухалсем таранччен саламсем, парнесем йышăнаççĕ. Хĕрарăмсем хăйсен савнă арçыннисемпе тата тимлĕрех, çепĕçрех. Вĕсем ырă, ачаш сăмахсем каласа савăнтараççĕ юратнă çыннисене.
I ертӳçĕ-хĕр: Эпир паян çак хăтлă зала уява хаваслăн паллă тума пуçтарăнтăмăр, çак вăхăтра вара кунтан таçта аякра пирĕн пĕлĕшсем, тăвансем çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. Паллах, эпир вĕсем çинчен самантлăха та манмастпăр. Паян та вĕсене халалласа юрă шăрантаратпăр. (Юрă).
II ертӳçĕ-хĕр: Сĕм авалтан Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем çинчен юрăсем хывнă, юмахсем каласа панă, çарта пулса иртнисем çинчен салтаксем хăйсем те анекдотсем сахал мар шутласа кăларнă.
I ертӳçĕ-хĕр: Пĕр ватă салтак интереслĕ истори каласа панăччĕ, эсир те итлесемĕр ăна. Тин кăна салтака илнĕ каччăсене тумсем валеçсе панă. Камăн тумĕ пысăкрах-пĕчĕкрех, ăна çĕлесе пĕчĕклетмелле е пысăклатмалла. Тем вăхăтран çĕнĕ салтаксене пĕр рете тăратаççĕ, командир вĕсен тумĕсене пăхса çӳрет. Строй вĕçĕнче чи пĕчĕк салтак кураксене хăратма лартнă катемпие аса илтернĕ, унăн шинелĕ ытла пысăк пулнă. Командир тарăхса кайнипе пĕрре шурса каять, тепре хăмач пек хĕрелет:
– Яту мĕнле?
Сехри хăпнипе салтак сăмах чĕнеймест, командир сасси вара тата хăрушланать:
– Яту мĕнле тесе ыйтап санран, çапласкер-капласкер ?!!
– Агриппина.
Хĕсметрен таврăничченех Агриппина тесе чĕннĕ ăна.
II ертӳçĕ-хĕр: Тăван çĕршыва хăрушлăх хупăрласа илсен пĕр шиксĕр хирĕç тухса çĕнтерет ăна салтак, канма вăхăт тупсан шӳтлеме те, юлташĕпе вăй виçме те хирĕç мар. (Сцена хыçĕнчен марш сасси илтĕнет, кĕвĕпе строй уттипе утса салтак кĕрет).
Салтак: Раз-два! Раз-два!
Хăюллă эпĕ паттăртан.
Раз-два! Раз-два!
Хăрамастăп никамран.
Раз-два! Раз-два!
Эсир кăна пĕлетĕр,
Тăван çĕршывăн паттăрĕ –
Маттур Раççей салтакĕ!
(Ертӳçĕсен умне чарăнса честь парать). Раççей салтакĕ Иван Храбров уяв мероприятине ертсе пыма хатĕр.
I ертӳçĕ-хĕр: Храбров юлташ, эсĕ килни питĕ лайăх. Пирĕн воинсене санран лайăх ăс параканнине тупаймăн, салтак тавçăрулăхĕ çинчен, юлташа пулăшу парасси пирки никам та санран лайăх ăнлантараймĕ.
Салтак: Пулăшу пирки ан кулянăр. Раççей çарĕнче çапла калаççĕ: «Хăв вилсен те юлташна пулăш».
II ертӳçĕ-хĕр: Ялсемпе хуласенчи шăпăрлансем чăн-чăн паттăр пулса çитĕнеççĕ, хăрушă самантра вĕсем пĕр-пĕрне те пулăшаççĕ, тăван çĕре те тăшмана памаççĕ. Ăмăртăва хатĕрленнĕ командăсене сцена çине хăпарма ыйтатпăр.
(А.Пахмутовăпа Н.Добранравовăн «Богатырская наша сила» юрри илтĕнет, командăсем сцена çине тухса хăйсен вырăнĕсене йышăнаççĕ).
Салтак: Эпĕ ăнланнă тăрăх, паян пирĕн çар вĕренĕвĕ пулать.
I ертӳçĕ-хĕр: Çапла, тĕрĕсех ăнланнă эсĕ, Храбров юлташ. Малтанах ăмăртуçăсемпе паллаштарар: пиртен сылтăмра «Вăй» команда, унăн командирĕ… , сулахайра – «Хăват», командирĕ…
Салтак: Командирсем пулсан главнокомандующисен те пулмалла. Командăсем ăмăртнине тимлĕн пăхса çирĕппĕн хаклаччăр вĕсем паян. Хăш команда вăйлăрах, тавçăруллăрах?
II ертӳçĕ-хĕр: Çапла главнокомандующисен канашĕ те пур пирĕн (жюри членĕсемпе паллаштарать).
Салтак: Йăлт правилăсене пăхăнса турăмăр. Тимлĕр! Тимлĕр! Ăмăрту пуçланать. Пĕрремĕш хушу – ачаран пыракан вăйă, канат туртасси. Ку ăмăртăва пĕтĕм команда хутшăнать. (Командăсене канат парса урайĕнче паллă тунă йĕртен пĕр пек инçĕшне тăратать). Эпир паллă тунă чикĕрен хăш команда теприне туртса илет? Манăн паллăпа кĕрешĕве пуçлатпăр: пĕрре, иккĕ, виççĕ! Пуçларăмăр!
(Кашни ăмăрту хыççăн жюри хăйĕн пĕтĕмлетĕвне пĕлтерет).
I ертӳçĕ-хĕр: Иккĕмĕш конкурс тавçăрулăхпа çыхăннă. Храбров салтак, кала пире, командăсене мĕнле ĕç парасшăн эсĕ, ахальтен мар çурăм хыçне кутамкка çакнă-тăр-ха?
Салтак (кутамккине хывса): Кăткăс ĕç памастăп эпĕ, анчах вăл сире усă кӳрĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, çар пурнăçĕ походсăр пулмасть. Унта пуртенкке чĕркеме пĕлменнипе урана шăйăрттарасси те пулать, сивĕ çĕрте çывăрма лекет, вăрансан вара шăнса чирленине сисетĕн. Çакăн пек чух таврара ӳсекен сиплĕ курăксене пĕлни пулăшать. Акă, сире, командăсем, картăчкăсем. Кашнин çине сиплĕ курăк ӳкернĕ. Калăр пире, хăшĕ мĕнле чиртен пулăшать? (Пĕр командине салтак тӳми (пыр ыратсан), шăнăр курăкĕ, хупах (сурансенчен). Тепĕр командине – хăмла çырли çулçи (пысăк температурăран), ноготки (ангинăран), çăка чечекĕ (шăнса пăсăлсан).
II ертӳçĕ-хĕр: Ыттисем канашланă вăхăтра кашни командăран пĕрне сĕтел хушшине чĕнетпĕр. (Çак вăхăтра салтак икĕ пукан, сĕтел илсе тухса лартать сцена çине). Сирĕн алă вăйне виçмелле – армрестлинг.
Салтак: Ку чăннипех арçын ĕçĕ. Юлташсем, сĕтел çине чавсаланса ларăр. Пĕрре, иккĕ, виççĕ! Пуçларăмăр! (Жюри тӳрех çĕнтерӳçе палăртать).
I ертӳçĕ-хĕр: Халь хамăрăн курăксем патне таврăнар. Ку таранччен командăсем кашни курăкăн сиплĕ енĕсене аса илчĕç пулĕ. Тархасшăн, кĕтетпĕр сирĕн хуравсене. (Командăсем хуравлаççĕ, сиплев меслечĕсене каласа параççĕ. Жюри хаклать).
Салтак: Ман кутамккара чечексемпе курăксем кăна мар, паттăрсем валли тата тепĕр ĕç пур. Эпир, салтаксем, походра котелоксенче пăтă пĕçеретпĕр. Кашни салтакăн хăйĕн кашăк пулмалла, анчах походра унăн пурнăçĕ кĕске: е аври хуçăлса ӳкет, е çухалать. Мĕнле майпа «кашăкпа юлмалла»? Тавçăрмалăх пур кунта. Акă, сире хут листисем, кашни командăн хăйĕн тĕсĕ. Вĕсенчен сирĕн кашăк та, стакан та тумалла, листасене çурма-ваклама юрать. (Паллă панă хыççăн командăсем ĕçе пуçăнаççĕ).
II ертӳçĕ-хĕр: Пĕрисем тăрăшса ĕçленĕ чух эпир те кĕрĕк арки йăвалар мар. Кашни командăран пĕрер çын тухăр – камăн алли чĕтремест, куçĕ вичкĕн. Çынсем кашăк тунă вăхăтра эпир дротиксем персе ăмăртар (енчен те сирĕн алă айĕнче дротиксем çук-тăк, пĕчĕк мечĕксемпе тĕл пеме пулать).
Салтак: Командирсен конкурсĕн вăхăчĕ те çитрĕ. Темиçе тапхăртан тăрать вăл. Пĕрремĕшĕ – сирĕн хут листине пемелле, кам инçерех персе çитерет, çав çĕнтерет. Иккĕмĕш тапхăрта командирсене вĕсемшĕн хумханаканнисем кирлĕ пулаççĕ. Çапла калаçса татăлар: «Вăй» командăшăн залра сылтăм енче ларакансем хумханĕç, «Хăват» – сулахайрисем. Командирсем, зала анса хăвăршăн хумханакансен хыçне тăрăр. Эпир сцена çинчен сывлăш вĕрсе хăпартнă икĕ шар перетпĕр, ретĕн-ретĕн алăран-алла куçса вĕсем сирĕн пата çитмелле. Кам маларах шара сцена çине илсе çитерет, çавă çĕнтерет. (Паллă панă хыççăн конкурс пуçланать, унăн икĕ тапхăрĕ те вĕçленсенех жюри çĕнтерӳçĕ-командирс ене палăртать, çавăнтах пĕтĕм конкурса пĕтĕмлетет. Çĕнтерӳçĕ-командăна саламлаççĕ, парнесем параççĕ).
I ертӳçĕ-хĕр: Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне халалланă ăмăрту вĕçленчĕ. Çакăн пек паттăрсем пур чух мирлĕн пурăнакан Раççей çыннишĕн нимĕн те хăрушă мар.
II ертӳçĕ-хĕр: Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕпе сире пурне те чĕререн саламлатпăр!
Салтак (Честь парса): Здравия желаю! Тепре тĕл пуличчен!
 
: 1062, Хаçат: 5 (891), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: