Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Николаевич Ельцин февралĕн 1-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Çак паллă юбилее массăллă хыпар хатĕрĕсем те, политика, искусство деятелĕсем те анлăн палăртрĕç. Хусанти Кремльте, тĕслĕхрен, Б.Ельцин пурнăçĕпе вăхăчĕ çинчен калакан пысăк курав уçăлчĕ. Унта Борис Нколаевичăн мăшăрĕ Наина Ельцина та хутшăнчĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнче Екатеринбургра палăк уçнă çĕрте те пулчĕ вăл, РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Борис Николаевича асăнса сăмах каларĕ. Çак кунсенче тĕрлĕ телеканалсем ятарласа хатĕрленĕ документлă фильмсем кăтартрĕç. Чăнах та Ельцин пек пысăк политика фигурине манма, унăн ĕçĕсене асăрхамасăр иртме те çук. Аса илер-ха эпир те пĕрремĕш Президентăмăра.
Борис Ельцин 1931 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Свердловск облаçĕнчи Талицк районне кĕрекен Бутка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн С.М.Киров ячĕллĕ Урал политехника институтне строительство факультетне кĕнĕ, 1955 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ. 13 çул хăйĕн специальноçĕпе ĕçлесе стройтрест мастерĕнчен Свердловскри çуртсем тăвакан комбинат директорĕ таран «ӳснĕ».
1961 çулта Ельцин коммунистсен партийĕн членĕ пулса тăнă. Тепĕр çичĕ çултан, 1968 çулта, Борис Николаевичăн Свердловскăн парти обкомĕнче строительство уйрăмĕн заведующийĕн должноçĕнчен парти карьери пуçланнă. 1975 çулта вăл обком секретарĕ, çулталăкранах обкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1985 çулта ăна КПСС Тĕп комитечĕн секретарьне суйлаççĕ, çав çулах декабрьте КПСС Мускав хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса тăнă тата ăна Политбюро членĕ пулма кандидата илнĕ.
Мускавра Ельцин районсенчи парти комитечĕсене çĕнетессипе нумай ĕçленĕ. Хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ парти чиновникĕсен привилегийĕсемпе кĕрешнĕ, халăхпа тăтăшах тĕл пулса калаçнă, ĕç коллективĕсене тухсах тăнă. Борис Николаевич хуть мĕнле çынпа та, ушкăнпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ.
1987 çулта Ельцинăн политика шăпи сасартăках улшăннă: КПСС Тĕп комитечĕн октябрьти Пленумĕнче Б.Ельцин сăмах каланă. Октябрьти революцин çывхарса килекен 70 çулхи юбилейĕпе пач та çыхăнман вăл. Борис Николаевич Политбюро членне Егор Лигачева критиклессе никам та кĕтмен. Çакă кăна сахал пулнă, çĕн йĕркелӳпе пуçланнă реформăсене сулмаклăрах, çирĕпрех ирттерме сĕннĕ докладчик. Паллах, номенклатура çыннисем ăна сивленĕ, хула комитетне ертсе пырассинчен хăтарнă. Малтанах Борис Николаевич Пленумра каланă сăмахĕ йăнăш пулнă тесе каçару та ыйтнă, партконференцинче политика реабилитацийĕ çинчен ыйтнă…
1987-1989 çулсенче Ельцин СССР строительство министрĕ пулса ĕçленĕ, 1989 çулхи март уйăхĕнче иртнĕ пĕрремĕш ирĕклĕ суйлавра Б.Ельцина СССР халăх депутатне суйланă, кăшт каярахпа – Верховнăй Советăн строительство ĕçĕсемпе комитечĕн председательне.
1990 çулта Борис Николаевич РСФСР халăх депутачĕн мандатне илнĕ, парти аппарачĕ хирĕç пулнă пулин те ăна РСФСР Верховнăй Совет председательне суйланă. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче халăх депутачĕсен съезчĕ вăл пуçарнипе РСФСР патшалăх суверенитечĕ çинчен Деклараци йышăннă. Çулталăкран мартăн 17-мĕшĕнче СССР патшалăхне пĕр тан тата суверенлă республикăсен çĕнелнĕ федерацийĕ пек йышăнасси çинчен референдум иртнĕ. Раççей гражданĕсемшĕн çак референдумра тепĕр ыйту та тăратнă: Раççей Президенчĕн постне туса хурасси. Суйлава хутшăннисенчен 70 проценчĕ çакăншăн сасăланă, 1991 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Ельцина РСФСР Президентне суйланă.
1991 çулхи августри путч Ельцинăн малашнехи политика шăпине пĕтĕмпех татса панă темелле. Ун чух Борис Николаевич путчистсене çирĕппĕн хирĕç тăнă, çакăн хыççăн ăна шанакансен, ĕненсе ун хыççăн кайма килĕшнисен йышĕ темиçе хут ӳснĕ.
Ельцин саманине хаклас пулсан политикăри çитĕнӳсене кăна шута илеймĕн. Çак тапхăрта çĕршывăн экономики палламалла мар улшăннă. Лавккасенчи пушă сентресем, инфляци пысăк хăвăртлăхпа ӳсни, ăна пула куллен кирлĕ таварсем çĕпре çинчи чуста пек хăпарса кайни… Чылайăшĕ астăваççĕ ĕнтĕ çаксене. Çакăн пек лару-тăрура Халăх депутачĕсен съезчĕпе Президент нумай хирĕçнĕ. Çак конфликт 1993 çулхи апрельте референдум патне илсе çитернĕ: Президента шанмалла е çук. Сасăланисенчен чылайăшĕ Президентшăн пулнă, анчах çакăн хыççăн та Президентпа халăх депутачĕсен хушшинче мир пулман. Çав çулах сентябрьте Ельцин халăх депутачĕсен полномочийĕсене пĕтерме йышăннă, анчах ăна итлемен. Хирĕç мерăсем йышăннă: Ельцина Президентран кăларса А.Руцкой вице-президента Президент ĕçĕсене пама шутланă. Çакна хирĕç Ельцин Мускава çарсене чĕннĕ, Верховнăй Совет çуртне блокадăланă.
1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче РФ Конституцийĕ çĕнĕ проектне йышăнассипе референдум, Патшалăх Думине депутатсен суйлавĕ иртнĕ.
Экономика реформи пирки халь те чылайăшне шар кăтартрĕ тесе шутлакансем сахал мар. Харăсах хаксене ирĕке яни те, патшалăх предприятийĕсене приватизаци тума тытăнни те ĕç халăхĕшĕн драма пулса тăнă. Экономикăн рынок секторĕ хăвăрт аталанма пуçлани аван-ха, анчах промышленность производстви сасартăках чакса ларни нумайăшне ĕç улăштарма хистенĕ.
1998 çулхи август уйăхĕнчи финанс кризисĕ тин кăна чăмăртанма ĕлкĕрнĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсене юхăнтарчĕ. Тенкĕ хакĕ питĕ вăйлă ӳкнипе банк секторĕ те пысăк çухатусем тӳснĕ. Тепĕр çулах экономика лару-тăрăвĕ çĕршывра лайăхланма пуçланă.
Чечняри хĕç-пăшаллă хирĕç-тăру та Ельцин вăхăтĕнче, 1994 çулта пуçланчĕ. Конституци йĕркине тытса пырас тĕллевпе федераци çарĕсене кĕртме тивнĕ республикăна. Каярахпа, чечен боевикĕсем Çурçĕр Кавказа тытса илессишĕн çине тăма тытăнсан вара чăн-чăн вăрçă пуçланнă. Çак вăрçăра нумай çын шăпи татăлчĕ – çар çыннисен те, мирлĕ халăхăн та.
1999 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче, Патшалăх Думин суйлавĕ иртнĕ хыççăн, Б.Н.Ельцин хăй ирĕкĕпе отставкăна тухнă. Ун хыççăн вăл тата çичĕ çул пурăннă.
 
: 1003, Хаçат: 5 (891)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: