Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛĂП ÇУРАЛНĂ
Хабаровск крайĕнчи перинаталь центрĕнче 33 çулти Вера Овчинникова 7 килограмран та ытларах пăхаттир çуратнă. Çӳллĕшĕ те виçине кура сахал мар, 63 сантиметр.
Тин çеç çуралнă ачан амăшĕ пепки пысăк пуласса туйнă, анчах та çавăн пысăкăш ӳсессине шутламан. Вера сăмахĕпе, юлашки уйăхсенче ачана йăтса çӳреме питĕ йывăр пулнă.
Ача пысăк пулнипе ăна касса илме тӳр килнĕ. Пепке хăйне питĕ лайăх туять, сывлăхĕ çирĕп. Ара, вăл ик-виç уйăхри ача пысăкăш та.
Хальлĕхе ачана ят паман-ха. Ку пепкене ашшĕпе амăшĕ тахçанччен кĕтнĕ темелле. Мăшăрăн аслă ачи халĕ 13 тултарса 14 çула кайнă, тăватă килограма яхăн çеç çуралнă пулнă. Ку вара унран икĕ хут пысăкрах.
Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Наталья Чешева каланă тăрăх, центр вунă çул ĕçлет, çак хушăра кун пек пысăк ача халиччен çуралман пулнă-ха.
Кирек мĕнле ача та çуралнă чухне 3-3,5 килограмм пулмалла. Енчен те тăваттăран ытларах пулчĕ-тĕк, пысăк шутланать. Пиллĕкрен ытлараххине вара «гигант» теççĕ. Гиннесăн Рекордсен кĕнекине вара 1955 çулта Италинче çуралнă 10,2 килограмлă ача кĕнĕ.
АРĂСЛАНПА ПĔР УЙĂХ ПУРĂННĂ
Чĕр чунсене тытмашкăн укçан пулăшмашкăн Флорида çынни пĕр уйăх арăслансемпе читлĕхре пурăнма сăмах панă.
42 çулти Джим Джаблон, икĕ арăсланпа пĕр читлĕхре пурăннăскер, пăрахнă тата аманнă чĕр чунсен центрĕн хуçи.
Чĕлхесĕр янаварсене хӳтĕлекенскер, çĕнĕ кӳршисемпе вĕсен читлĕхĕнче хăйне килти пек туйнă.
18 уйăхри Леа тата 10 уйăхри Эд Джимшăн чăн-чăн юлташсем пулса тăнă. Вĕсем хăйсен хуçине хӳтлĕх панăшăн тата çитерсе тăнăшăн вĕçĕмсĕр тав тăваççĕ.
Сăнӳкерчĕкре Джима çамрăк арăслан ами ыталаса илнине тата çуланине курма пулать. Ку пĕрле пурăнма тытăнсан пиллĕкмĕш кунĕнче пулнă самант.
Пĕр уйăх Джим чĕр чунсемпе пĕрле пĕр вăхăтра апат çинĕ. Çывăрма вара тăватă метр çӳллĕшлĕ утă купи çинче вырнаçнă пулнă.
Темиçе çул çар ветеринарĕ пулса ĕçленĕскер, Джаблон малашне те чĕр чунсене усрамашкăн укçа тупас тесе çакăн пек авантюрăсем тума шутлать.
РЕКОРД КĂТАРТНĂ
Тольяттинчи «Старый третий» музыка ушкăнĕ Гиннесăн Рекордсен кĕнекине лексе историе кĕрсе юлнă. Артистсем пĕр канми 25 сехет хушши вылянă. Ку «концерт» Самар хулинчи «Холлидей Инн» отельте шăматкун кăнтăрла икĕ сехетре пуçланнă та тепĕр кунччен пĕр тăхтавсăр пынă. РегионСамара.ру палăртнă тăрăх, çак мероприяти тĕрлĕ репертуарсемпе пилĕк блока пайланнă: рок-н-ролтан пуçласа поп-музыкăпа тата паллă кинофильмсенчи юрăсемпе вĕçленнĕ. Уйрăмах 80-90 çулсенчи кĕвĕсем вылянă унта. Музыкантсем çав хушăра пурĕ 203 юрă шăрантарнă. Раççейшĕн ку чăн-чăн рекорд пулнă, паллах.
 
: 1990, Хаçат: 5 (891), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: