Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере ТР Сывлăх сыхлав министерствипе А.Вавилова ячĕллĕ лейкемийăпа чирлĕ ачасене пулăшакан обществăлла ыр кăмăллăх фончĕ Тутарстанра ачасем валли пĕрремĕш хоспис уçасси пирки килĕшӳ турĕç. Çак документа ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов тата фонд председателĕ Владимир Вавилов алă пусрĕç.
Йывăр чирпе аптракан ачасене пур енлĕн пулăшма тунă звеносенчен пĕри хоспис пулать. Çак учреждение хута ярассин тĕп тĕллевĕ – вилмелле чирлисене пурнăçран тивĕçлĕн уйрăлма условисем туса парасси тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисене пулăшасси. Ачасене те, вĕсен тăванĕсене те психологилле пулăшу парасси çине уйрăмах пысăк пусăм тăвĕç.
А.Фаррахов сăмахĕпе, халь 20 вырăнлă стационар проектне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех тухса çӳрекен амбулатори службине йĕркелесси пирки те каласа пачĕ.
Хоспис тунă çĕре патшалăх та, обществăлла организацисемпе уйрăм çынсем те хутшăнĕç. Паянлăха килĕшĕве алă пусакансем хоспис ăçта пуласси пирки татсах калаймаççĕ: е Хусанти пĕр-пĕр сиплев учрежденийĕн никĕсĕнче, е ун валли уйрăм çурт тăвĕç. Хусанта уçăлнă хыççăн, тен, хоспис филиалĕсем те кун курĕç.
Ачасен хосписĕ хальлĕхе идея кăна-ха. Анчах вăл мĕнле пулассине сӳтсе явнă та ĕнтĕ. Пӳлĕмсем пурте çутă, хăтлă, чирлĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пулмалла (вĕсенче ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те чарăнса тăрать-çке). Тутарстанри хосписа чикĕ леш енчи ĕçтешĕсен опычĕпе усă курса тăваççĕ. Пресс-конференцире хоспис тума мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулассине каламарĕç. Анчах «ыр кăмăллăх» тени камшăн пуш сăмах кăна мар, чун туртăмĕ те, халех А.Вавилова фончĕн шучĕ çине «хоспис» тесе палăртса укçа куçарма пултарать.
Сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 1-17 çултисенчен Тутарстанра шала кайнă йывăр чирсенчен çулталăкра вăтамран 60 яхăн ача вилет. 2010 çулта пурнăçран кайнă 20 ачан вилĕм сăлтавĕ шыçăсем пулса тăнă, 31 – нерв системин дегенеративлă чирĕсем, 13 – тĕрĕс мар аталанса çурални.
Пĕлсе тăма. Хоспис – вилмеллех чирлĕ пациентсене кирлĕ пек пăхакан медицина учрежденийĕ. Хосписсенчи пациентсем кулленхи пурнăçри япаласемпе усă кураççĕ, вĕсем патне тăванĕсем, тусĕсем пырса çӳреме пултараççĕ. Медицина персоналĕ вĕсене сыватаймасан та тăрăшсах пĕтĕмĕшле пулăшу парать. Кунта врачсем сахал, ытларах вăтам тата кĕçĕн медицина персоналĕ ĕçлет. Пациентсене хосписра тытнин тĕп тĕллевĕ – паллиативлă пулăшу (вĕсен пурнăçĕн юлашки кунĕсене тивĕçлĕн ирттерме медицина енчен тĕрев парасси), ыратнине чăтма пулăшасси.
Историрен. Раççейре хосписсем уçасси 10 çул каяллах пуçланнă. Чикĕ леш енчи çĕршывсен опычĕсемпе усă курса, хамăрăн условисене шута илсе йĕркелеме тăрăшаççĕ вĕсене. Чи пĕрремĕшĕ вара Виктор Зорза ячĕпе çыхăннă. В.Зорза Хĕвел анăç Украинăра çуралса ӳснĕ, каярах Великобритани гражданинĕ пулса тăнă, паллă журналист. Виктор Раççейре çĕршыври пĕрремĕш хосписа уçассишĕн нумай тăрăшнă. Анчах 1985 çулта Мускавра хоспис уçма хăтланни кăлăхах пулнă. 1990 çулта кăна Санкт-Петербургра вăл пуçарнипе хоспис уçăлнă. Унăн тĕп врачĕ врач-психиатр тата гуманист Андрей Гнездилов. Халь çирĕппĕнех Раççейри хоспис юхăмĕ çак икĕ çынран пуçланнă теме пулать. Питĕрти хосписра ĕçе йĕркелеме те, персонала вĕрентессипе Англи врачĕсемпе медсестрисем нумай пулăшнă.
Каярахпа хосписсем Тулăра, Ярославльте, Мускавра, Архангельскра, Ульяновскра, Омскра, Кемеровăра, Астраханьте, Пермьре, Петрозаводскра, Смоленскра тата ытти хуласенче уçăлнă.
Паянхи куна Раççейре 100 ытла хоспис тата паллиативлă пулăшу паракан уйрăмсем ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш ача-пăча хосписĕ пирĕн çĕршывра Санкт-Петербург хулинче пĕлтĕр июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă.
 
: 1124, Хаçат: 5 (891), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: