Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун Хусанта ТР Культура министерстви 2010 çула пĕтĕмлетсе тата 2011 çула тĕллевсем лартса коллеги ирттерчĕ. Унăн ĕçне ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков, РФ культура министрĕн çумĕ Андрей Бусыгин, ТР Премьер-министрĕн çумĕ – ТР культура министрĕ Зиля Валеева, ТР Президенчĕн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Татьяна Ларионова, ТР Патшалăх Канашĕн Культура, наука вĕрентӳ тата национальноçсен ыйтăвĕсем енĕпе комитечĕн председателĕ Разиль Валеев, ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен канашĕн председателĕ Минсагит Шакиров тата ыттисем.
Коллегие культура министрĕ Зиля Валеева уçрĕ. Вăл 2010 çулта республикăра иртнĕ пысăк пулăмсене асăнчĕ. Пĕлтĕрхи çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, ТАССР туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланипе çыхăннă. Çавăнпа республикăри мĕнпур культура учрежденийĕ мероприятисенчен нумайăшне çак икĕ датăна халалласа ирттернĕ.
Культура министрĕн сăмахĕсемпе, патшалăх пулăшнипе хатĕрленĕ пур культура проекчĕ те ăнăçлăн, çӳллĕ шайра иртнĕ. 2010 çулăн 11 уйăхне шута илсен ТР консолидарлă бюджетĕнчен культура секторне 4,3 процент уйăрнă. Раççейĕпе илсен те çакă чи пысăк суммăсенчен пĕри пулса тăрать.
Пĕтĕмĕшле илсен пĕлтĕр культура ĕçĕ-хĕлĕ çине 5 миллиард та 107 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран федераци бюджетĕнчен 472 миллион тенкĕ килнĕ, республикăннинчен – 1 миллиард та 926 миллион тенкĕ. Муниципаллă йĕркеленӳсен бюджетĕнчен уйăракан суммăсем ӳснĕ, пĕтĕмĕшле илсен 3 миллиард та 181 миллион тенкĕпе танлашать вăл.
Тутарстан Правительствишĕн культура сфери яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ Премьер-министр. Ильдар Халиков хăй Премьер-министрта чух яланах çапла пуласса шантарчĕ. Çывăх çулсенче республикăра чылай культура проектне хута ярасси пирки астутарчĕ. Вĕсенчен чи палли – «Тутарстанăн культура эткерĕ: авалхи Пăлхар хули тата Свияжск утрав-хула».
Культура проекчĕсене пурнăçлассипе Тутарстан Раççейре лидерсен шутĕнче пынине те палăртрĕ Правительство ертӳçи. «Пирĕн çитĕнӳсем çинчен Тутарстанра кăна мар, тĕнчипе пĕлччĕр», – палăртрĕ вăл.
И.Халиков культура отрасльне информатизацилесси çинче те чарăнса тăчĕ, ТР çыхăнупа информатизаци министрне Николай Никифорова 2011 çулхи февраль вĕçлениччен республикăри библиотекăсене компьютер оборудованийĕпе тивĕçтерме хушрĕ.
Премьер-министр ТР Культура министерствине федераци гранчĕсене илес текенсем валли кăçал положени йышăнма хушу пачĕ. Республикăн пысăк творчество коллективĕсен кăна мар, муниципаллă йĕркеленӳсен те грант çĕнсе илме май пултăр. Пысăк предприятисем, меценатсем укçа-тенкĕпе пурлăх енчен пулăшу парса тăни культура облаçĕнче вăй хуракансене пысăк çитĕнӳсем тума пулăшнине палăртрĕ ТР Правительство ертӳçи.
 
: 977, Хаçат: 5 (891), Категори: Коллеги

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: