Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇНЕ февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин делегацийĕ килсе кайнă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин ертсе пыракан делегаци йышĕнче театрпа концерт учрежденийĕсен, музейсен тата Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ертӳçисемпе специалисчĕсем пулнă. Вĕсем çулла Ульяновск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри чăвашсен «Акатуй» уявне еплерех хатĕрленесси пирки сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр, 2011 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов икĕ регион килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшӳ çине алă пуснă, мероприятисем хатĕрлесе ирттермешкĕн ятарлă ушкăн йĕркеленĕ.
САМАРТА февралĕн 2-6-мĕшĕсенче пур шкулсенче те занятисем ирттерессине пăрахăçланă. Сăлтавĕ – вĕренекенсен хушшинче гриппа тата вируслă инфекци лекнипе чирлекенсем нумай пулни. Инфекци тата та анлăрах ан сарăлтăр тесе хулари Сывлăх тата Вĕрентӳ департаменчĕсен ертӳçисем шкулсен ĕçне вăхăтлăха – 5 кунлăха – чарса лартма сĕннĕ. «Февралĕн 7-мĕшĕнче занятисем пулаççĕ, анчах эпир лару-тăрăва кашни кун тĕплĕн тĕрĕслесех тăрăпăр», – тет Вĕрентӳ департаменчĕн ертӳçи Н.Колесникова.
Самарта иртнĕ эрнере Атăл юхан шывĕ çинче аташса кайнă хĕре çăлнă. Январĕн 29-мĕшĕнче 17 сехет те 20 минутра Красная Глинка хăтару подразделенийĕн пульчĕ çине сигнал килнĕ: 18 çулти хĕре пулăшу кирлĕ. Подгора ялĕнчен Красная Глинка поселокне каçалапа кайма тухнă хĕр Атăл варрине çитсен сасартăк хăраса ӳкнĕ: пăр çине тухнă шыв, каç хăвăрт тĕттĕмленни тата ытларах хăратнă хĕре. Юрать хăйпе пĕрле телефонĕ пулнă унăн, хăйĕн паллаканĕ патне шăнкăравласа хăтаракансене чĕнме ыйтнă. Хăтаракансем хĕре шыраса тупса тĕрĕс-тĕкел килнех çитернĕ.
ПЕРМЬ хулинче те лару-тăру çаплах. Унта та чылай шкулсенче занятисем иртмеççĕ халь. Анчах та кунта вĕренӳ пĕр самантлăха та чарăнса тăмасть. Ку тĕлĕшпе вĕсене электронлă дневниксемпе журналсен системи пулăшать. Кунсăр пуçне тата Пермьре «Шкул ачисене Интернет пулăшнипе профильлĕ вĕрентесси» проект та ăнăçлă ĕçлет.
ЧĂВАШ ЕН. РФ Культура министерствин приказĕпе «Сувар» халăх ташă ансамбльне «Халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ коллективĕ» ят панă. Ку ята культура аталанăвне пысăк тӳпе кĕртнĕ, палăрмалла çитĕнӳсем тунă, 15 çултан кая мар ĕçлекен коллективсене параççĕ. «Сувар» ташă ансамблĕ 1980 çулта йĕркеленнĕ. Вăл Чăваш Енре кăна мар, чăвашсем пурăнакан пур регионсенче те паллă. Пĕрре мар пысăк наградăсемпе премисене тивĕçнĕ ташă ушкăнĕ. Коллективăн репертуарĕнче çĕр ытла хореографи постановки. Ансамбле чăвашсен паллă балетмейстерĕ – РФ Правительствин «Душа России» премийĕн лауреачĕ, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пирĕн ентеш Анатолий Музыкантов ертсе пырать.
 
: 1132, Хаçат: 5 (891), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: