Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çултан Налог кодексне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Налог инспекцийĕ малашне çынсен вак парăмĕсене виçĕ çула çитиччен пуçтарса пыма пулнă. Законпа – 1500 тенке çитмелле. Енчен те парăм калăпăшĕ çак суммăран сахалрах пулчĕ-тĕк, налоговиксем тавăçа виçĕ çула тăсма тивĕç.
Ытти пысăк çĕнĕлĕхсемпе танлаштарсан, ку улшăну палăрмасăр иртнĕ пек. Çапах та асăрхануллă пулмалла, парăма пурпĕрех парса татма тивет. Экспертсен шухăшĕпе, çав çын çине «счетчик» лартасси те куçкĕрет.
Çакăн пек çĕнĕлĕхе кĕртмешкĕн судьясем те, приставсем те çине тăнă. Мĕншĕн тесен Суд приставĕсен федераллă службине ертсе пыракансем каланă тăрăх, сăмахран, çын транспорт налогне икĕ кун кая юлса тӳлерĕ пулсан, компьютер темиçе пус пени шутласа парать. Закон вара инспекцисене çав пуссене те илмелле тунă.
Мĕн ĕлĕкренех патшалăх органĕсене пĕчĕк штрафсене, пенисене тата ытти парăмсене судсăрах шыраса илме право панă.
Кун пек чухне çынран укçа илме çăмăл, каялла тавăрса пама вара... Хăш-пĕр чиновниксене çакăн пек йĕрке питĕ килĕшнĕ, паллах.
Юристсем ăнлантарнă тăрăх, пĕчĕк парăм хăйпе-хăй пение пула ӳссе пырать. Сăмахран, енчен те çын виç çĕр-тăват çĕр тенкĕ тӳлемелли çинчен пĕлмен те пулсан, виçĕ çул хушшинче вăл 1500 тенке çитетех. Уйрăмах тата ун çумне вăхăтра тӳлеменнишĕн административлă штраф хушăнать. Вăл пени мар, паллах, уйрăм тăкак.
Вĕсен сăмахĕсемпе çаплах, налог укçине кая юлса тӳлени налог правине пăсни пулать. Çавăнпа та инспекци çав çынна налог яваплăхне тыттарса парăм сумминчен 20 процент шыраса илме пултарать.
Çитменнине тата çын ытти йышши налогсене те вăхăтлă тӳлемен пулсан, кивĕ сумма çумне çĕнĕ парăмсем хушăнаççĕ. Çавăнпа та судсемпе приставсен ĕçĕ сахалланни çинчен калама хальлĕхе иртерех.
 
: 1022, Хаçат: 5 (891)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: