Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тӳлекен штраф суммине çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕ «Единая Россия» партипе пĕрле ӳстересшĕн. Çапла майпа çул çинчи пробкăсемпе кĕрешме шутлаççĕ вĕсем. Административлă йĕркене пăснипе çыхăннă Кодекса кĕртмелли тӳрлетӳсен проектне РФ Президенчĕн Д.Медведевăн хушăвĕпе хатĕрленĕ.
Тӳрлетӳсен чылай пайĕ çул-йĕр правилисене пăснипе çул çинче пробкăсем йĕркелекенсене пырса тивет. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр водитель светофорăн симĕс çутин юлашки çеккунтĕнче те хĕреслĕ урам урлă каçма васкать. Хальхи вăхăтра куншăн ăна 700 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ пулсан, малашне 1000 тенкĕ пулĕ. Машинăсем капланнă самантсенче ыттисене чăрмантарса çул çине тухакансен енĕпе те наказани çирĕпленет, вĕсене малашне хальхинчен (100 тенкĕ) 10 хут ытларах – 1000 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ. Хĕреслĕ урамсемпе ниме пăхмасăр иртме ирĕк пур машинăсене («Васкавлă пулăшу», пушар сӳнтермелли машина тата ытти те) çул паманшăн штраф сумми 100-200-тен 1000 тенке çитет.
Çуран каçмалли паллă («зебра») çинче е унран 5 метртан çывăхрах чарăнакансен штрафĕ те 1000 тенке çитиччен «хакланать», халĕ ку сумма 300 тенкĕ.
Кунсăр пуçне çул-йĕр правилисене пăснăшăн хальччен пăхăннă штрафсен шутне çĕннисене те хушаççĕ. Тĕслĕхрен, светофорăн хĕрлĕ çути çунсан йăрăм умĕнче чарăнманшăн – 800 тенкĕ, обществăлла транспорт чарăнăвĕнче е унран 15 метр çывăхрах чарăннăшăн 1500 тенкĕ. Трамвай çулĕ çинче машинăна чарнăшăн е лартса хăварнăшăн 1000-1500 тенкĕ тӳлеме тивет.
Çаплах çĕнĕлĕх машинăпа усă курма чарассине те пырса тивет. Машинăна эвакуациленĕшĕн тата штрафстоянкăра тытнăшăн тӳлемелле тăваççĕ. Халĕ автомобиле эвакуациленĕшĕн тата штрафстоянкăра тытнă пирвайхи темиçе талăкшăн тӳлевсĕр. Кунсăр пуçне водительсене хăвăртлăха ӳстернĕшĕн çеç мар, газонсем çине машинăпа кĕнĕшĕн те «телей çырăвĕсем» килĕç. Тӳрлетӳсене Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавра пăхса тухать.
ÇĔНĔ ДОЛЖНОСТЬ
Раççей Президенчĕн указĕпе Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн ертӳçине Виктор Кирьянова тин çеç йĕркеленĕ çĕнĕ должноçа РФ шалти ĕçсен министрĕн транспорт çинчи хăрушсăрлăхшăн явап тытакан çумне куçарнă. Çакăн пек должность йĕркелемешкĕн нумай пулмасть Домодедово аэропортĕнче пулнă инкек хистенĕ. Президент указĕпе, ШĔМ структурине çĕнĕлĕхсем тата та кĕртнĕ. Малашне ку ведомствăн ертӳçин сакăр çум суйлама ирĕкĕ пур. Хальччен виççĕрен ытла юраман.
 
: 1079, Хаçат: 5 (891), Категори: Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: