Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧИ ЛАЙĂХ РАЙОНА – 10 МИЛЛИОН ТЕНКĔ
Тутарстанăн ырă йăлисен шучĕ каллех ӳсрĕ. Республика кунĕ умĕн тĕп хулан чи лайăх районне, микрорайонне, картишне (двор) тата чи лайăх дворника палăртрĕç. Паллах, çак чыслă ята çĕнсе илес тесен малашне хусансен сахал мар тар тăкма тивĕ. Хулана тирпей, хăтлăх кĕртес, санитарипе экологи енчен лайăхлатас ĕçе кашни çынна, хулари мĕнпур организаципе предприятие, предпринимателе хутшăнтарас тĕллевпе Хусан мэрийĕ хулари районсем хушшинче кăçал пĕрремĕш хут конкурс ирттерчĕ. Тĕп хулан чи хăтлă та тирпейлĕ районĕ пулас тесе районсем çуркуннеренпех тупăшрĕç. Вĕсен ĕçне хаклама ятарлă комисси (ăна Ĕçтăвком ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Р. Минкин ертсе пычĕ) те йĕркеленĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чух картишсен, подъездсен тирпейне, асфальтлă çулсен шайне, çуртсем çумĕнчи ача-пăча площадкисене мĕнле хатĕрленине, çутă пурри-çуккине, çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тӳлесси таранах шута илнĕ.
Темиçе номинаципе иртнĕ конкурс. Унăн пĕрремĕш тапхăрне «Чи лайăх дворник» номинацине июнь уйăхĕнчех палăртнăччĕ ĕнтĕ. Çĕнтерӳçĕсене Ново-Савиновски районĕнче пулнă картиш уявĕнче чысланăччĕ. Хусан хулин çуралнă кунĕ умĕн, августăн 27-мĕшĕнче, «Хусан» наципе культура центрĕнче хаваслă лару-тăрура конкурса пĕтĕмлетрĕç. Уяв пуçланас умĕн кашни район ÇКХра усă куракан техникăн куравне те ятарласах йĕркеленĕччĕ. Асăнса хăварар, Хусанта юлашки 1-1,5 çулта кăна çĕнĕ йышши техникăн шучĕ сисĕнмеллех ӳснĕ. Çакна хула мэрĕ И. Метшин та палăртмасăр хăвармарĕ.
– Кунта пурăнакан кашни çын хăйĕн чи хитре, чи тирпейлĕ хулипе мăнкăмăлланмалла. Хусан чăн та хитре хула, анчах тирпей енĕпе мухтанаймастпăр-ха. Кунта укçа уйăрни кăна çителĕксĕр, кашнин тăрăшмалла. Хусанта халĕ пурĕ 2100 картиш, вĕсенчен 170-шне кăçал юсаса тирпейлĕпĕр. Çак тĕллевпе 2006 çулта 750 миллион тенкĕ, кăçал икĕ хут нумайрах – 1 миллиард та 400 пин тенкĕ уйăртăмăр. Укçа-тенкĕ енĕпе пирĕн йывăрлăхсем çук мар, çапах та кун валли малашне те укçа тупăпăр,– терĕ хула ертӳçи церемоние уçнă май.
Паллах, çĕнтерӳçĕсене стелпа дипломсăр пуçне укçан премисем парса та хавхалантарчĕç. Унăн пĕтĕмĕшле приз фончĕ – 30 миллион тенкĕ.
Çапла вара «Чи лайăх картиш» номинацин фончĕ 5 миллион тенкĕпе танлашнă. 15 çулччен эксплуатацире пулнă картишсенчен чи мала Советски районĕнчи « ÇКХП УК» тулли мар яваплăхлă обществăн картишĕ, 15-30 çулчченхисен хушшинчи Авиастроительнăй тата Мускав районĕсенчи «ÇКХ УК» тулли мар яваплăхлă обществăсем тухрĕç. «Чи лайăх микрорайон» номинацин çĕнтерӳçи – Советски районĕнчи «ÇКХП УК» тулли мар яваплăхлă общество – 1,75 миллион тенке тивĕçрĕ.
Конкурсăн чи пысăк призне –10 миллион тенке – Ново-Савиновски районĕ çĕнсе Хусан хулин чи лайăх, хăтлă районĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Мускав районĕ, виççĕмĕш вырăна Авиастротельнăйпа Советски районĕсем тивĕçрĕç. Вĕсем те 11 миллион тенкĕн хуçисем пулса тăчĕç.
Конкурс условийĕсем тăрăх, çĕнтерӳçĕсем çак укçана района тирпей, хăтлăх кĕртме кăна усă курмалла. Ново-Савиновски район администраци ертӳçи Т.Алибаев та акă призăн пĕр пайне картишсене, ача-пăча площадкисене тирпейлеме, теприне йывăç-курăк, йывăçсем лартма, икĕ кӳлле тасатма тăкаклăпăр тесе пĕлтерчĕ журналистсене.
Хаваслă церемонире И.Метшин «Горводзеленхоз» МУПа та палăртмасăр хăвармарĕ. Конкурс йĕркинчен кăшт пăрăнса çак предприятие Тав хучĕ пачĕ. Чăн та, хулана илем кĕртме сахал мар вăй хураççĕ çак предприятин ĕçченĕсем. Вĕсем тăрăшнипе Хусанта çуллен пин-пин чечек, йывăç-курăк ешерет-çке.
 
: 1372, Хаçат: 35 (713)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: