Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕр ТР ШĔМĕн следстви подразделенийĕ пĕтĕмпе 29079 уголовнăй ĕçе тишкернĕ. Унран 4820-шĕ экономикăри преступленисем. Ултавпа кĕсьене чикнĕ патшалăх тата халăх укçине 2 миллиард тенкĕ ытла тавăрса панă. Шулĕкле ĕçсенчен чи курăмли – финанс пирамиди. Çак мелĕн историйĕ темиçе ĕмĕр тăсăлать, çапах та халăх шанăçĕпе усă куракансем хальхи вăхăтра та çук мар. ТР ШĔМĕ çакăн пек пысăк темиçе преступление уçса панă. Январĕн 27-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче иртнĕ черетлĕ брифингра сăмах шăпах XXI ĕмĕрĕн «Остап Бендерĕсем» пирки пычĕ.
Шулĕксем тĕрлĕ схемăпа ĕçлеççĕ пулин те вĕсен тĕллевĕ пĕр – нумайрах укçа вăрласси. Пĕрисем пĕчченех çак аферăна çавăраяççĕ, теприсем законпа хупланса ушкăнпах. Вăхăтĕнче халăхра анлă сарăлнă «МММ» финанс пирамидинех илер, ун чух çĕр-çĕр çынна çаратрĕ вăл. Шел те, çĕршывра кун пек пирамидăсем, «МММ» пекех мар пулсан та, тата та йĕркеленчĕç. Республикăн следстви управленийĕн пуçлăхĕ А.Селивановский пĕлтернĕ тăрăх, Раççей халăхĕ ултавăн виçĕ юхăмне чăтса ирттернĕ. Юлашки вăхăтра Сергей Мавроди: «МММ-2011» йĕркелетĕп», – тени общественноçпа йĕрке хуралне шухăшлаттармасть мар. Тутарстанăн тĕп следователĕ те кун çине пусăм тумасăр иртмерĕ. Вăл каланă тăрăх, республика территорийĕнче кун пек пирамидăсем хальхи вăхăтра палăрмаççĕ, анчах шикленмелли те пурах. Мĕншĕн тесен 12 çул каяллахи финанс пирамиди кӳнĕ сăтăр халăхра манăçнă, çакăнпа усă курма пăхĕç те шулĕксем. Чăн та, йĕрке хуралĕ ку енĕпе тимлĕхе çухатмасть, анчах нумай чухне çынран сен те, вĕсен ултавне ăнланма йывăр мар: яланах нумай çынна явăçтарма тăрăшаççĕ, вĕсен промышленность, суту-илӳ ĕçĕ çук, мĕнпур операцисене «чĕрĕ» укçапа кăна пурнăçлаççĕ, пысăк тупăш шантараççĕ.
Кун пек преступниксен ушкăнĕсем ĕçе питĕ ăста йĕркелесе законпа хупланма тăрăшни çĕнĕлĕх мар. Апла пулин те ТР ШĔМ ĕçченĕсем юлашки çулсенче çакăн пек пысăк преступниксен ушкăнĕсене те тытса чарма пултарчĕç. Вĕсенчен: çĕршывĕпе паллă «Сибейкс», «Гарант», «Надежда» компанисем.
«Сибейкс», тĕслĕхрен, хăйне хĕвел анăç çĕршывĕсен предприятийĕсен суту-илĕвĕпе ĕçлесе питĕ пысăк тупăш илекен инвестици фончĕ тесе ĕнентернĕ. Ăна шанса Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенчи, Челябинск, Иркутск, Чулхула облаçĕсенчи тата Санкт-Петербургри 200 яхăн çын пысăк сумма укçа хывнă. Паллах, хăйсене улталанине вĕсем пĕлме те пултарайман, кашни вкладчика акци туяннине çирĕплетекен сертификат та панă-çке, тупăша ӳстермелли чаплă программăсене хăтламалли семинарсем те ирттернĕ. Шăпах çакăн пек семинарсенчен пĕринче тытнă та В.Чеботарев шулĕке. Ун енĕпе пуçарнă уголовнăй ĕç кăна 100 томран тăрать. Суд ăна пĕлтĕр 600 пин тенкĕ штраф тӳлеттерме тата 10 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă.
«Надежда» компанин «аудиторийĕ» вара ахаль çынсем. Вăл «Страхламалли ĕç йĕркелесси çинчен» РФ законĕпе пытанса çынсен пурнăçне, сывлăхне страхланă, пенсионерсене пулăшнă, çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ имĕш. Чи интересли – вăл хăйне сумлă организаци пекех кăтартма хăтланни. Унăн Мускавра чаплă офисĕ, ăнлантару литератури, «Надежда» пичет кăларăмĕ, пĕтĕм çĕршывĕпех представительствисе м пулнă. Тутарстан территорийĕнче ку компани 2005-2007 çулсенче «ĕçлесе» 500 ытла çынна шар кăтартнă, халăха пĕтĕмпе 17 миллион тенкĕ сăтăр кӳнĕ.
Ĕçри должноçпа усă курса шулĕкле ĕçсем тăвакансем те сахал мар-мĕн. «Зеленодольский завод им.Горького» УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ, пултаруллă финансист, юрист шутласа тупнă схемăна пула завод чутах 51 миллион евро çухатман. Хĕрарăм Голландири тиеве транспортпа куçаракан пĕр харпăр компанин ертӳçипе кавар тунă. Телее, вĕсен ĕçĕ ăнман. Хальхи вăхăтра вĕсен енĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.
 
: 1159, Хаçат: 5 (891), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: