Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Рособрнадзорăн 2010 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче тухнă 2965 № приказпа кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттермелли пĕрлехи расписание çирĕплетнĕ.
Тĕп тапхăртан маларах экзамен тытмалли кунсем:
апрелĕн 20-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
апрелĕн 22-мĕшĕ – ют чĕлхесем, географи, физика;
апрелĕн 25-мĕшĕ – математика;
апрелĕн 27-мĕшĕ – информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕсем (ИКТ), биологи, обществознани;
апрелĕн 29-мĕшĕ – истори, литература, хими;
апрелĕн 30-мĕшĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан мĕнпур предметпа – шута илме тивĕçлĕ сăлтавпа вăхăтра экзамен тытайманнисем е экзамен ĕçне пурнăçласа çитерейменнисем валли.
ППЭне тĕп тапхăртан маларах çак çынсем тытма пултараççĕ:
Раççей çарĕн ретне чĕнсе илнĕ каçхи (сменăллă) шкулта вĕренекенсем;
Раççей е тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене, олимпиадăсене, тренировка сборĕсене тухса каякансем;
чикĕ леш енне яланлăхах пурăнма куçакансем е вĕренме каякансем;
патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ вăхăтĕнче медицина кăтартăвĕсене пула сывалма сиплевпе профилактика учрежденийĕсене ямалла тунисем;
РФ çĕршыв тулашĕнчи – кăткăс климат условийĕсемлĕ патшалăхсенчи – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухакансем.
ППЭ ирттермелли тĕп тапхăр:
майăн 27-мĕшĕ – информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕсем (ИКТ), биологи, литература;
майăн 30-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 3-мĕшĕ – ют чĕлхесем, хими;
июнĕн 6-мĕшĕ – математика;
июнĕн 10-мĕшĕ – географи, обществознани;
июнĕн 14-мĕшĕ – истори, физика.
ППЭн тĕп тапхăрне 2011 çулта шкул пĕтерекенсем, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсем, унчченхи çулсенче вĕренсе тухнисем, ют çĕршывсенче вăтам пĕлӳ илнисем хутшăнаççĕ.
Шута илме тивĕçлĕ сăлтавпа ППЭ тытман е экзамен ĕçне вĕçлеменнисем, патшалăх экзамен комиссийĕ ĕçне пăрахăçланисем валли ППЭ тытмашкăн резервлă кунсем палăртнă:
июнĕн 16-мĕшĕ – ют чĕлхесем, обществознани, биологи, информатика тата ИКТ;
июнĕн 17-мĕшĕ – географи, хими, литература, истори, физика;
июнĕн 18-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 20-мĕшĕ – математика.
ППЭ ирттермелли хушма кунсем: июлĕн 8-мĕшĕ – вырăс чĕлхи, хими, информатика тата ИКТ; июлĕн 11-мĕшĕ – математика, географи, ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç, испан); июлĕн 13-мĕшĕ – обществознани, литература, физика; июлĕн 15-мĕшĕ – биологи, истори; июлĕн 18-мĕшĕ – пур предметпа та. Хушма кунсенче ППЭне тĕп тапхăрта хутшăнайманнисем – иртнĕ çулсенче шкул пĕтернисем, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ учрежденийĕсене пĕтернисем, ют çĕршывра вăтам пĕлӳ илнисем – хутшăнаççĕ.
2011 çулта шкул пĕтерекен çамрăксем математикăпа е вырăс чĕлхипе ППЭ тытса япăх результат кăтартрĕç-тĕк, экзамена тепĕр хут çак кунсенче тытма юрать: июнĕн 18-мĕшĕ тата июлĕн 8-мĕшĕ – вырăс чĕлхи; июнĕн 20-мĕшĕ тата июлĕн 11-мĕшĕ – математика; июлĕн 18-мĕшĕ – вырăс чĕлхи тата математика.
ППЭ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче пур предметпа та вырăнти вăхăтпа 10.00 сехетре пуçланать.
ППЭ мĕн вăхăта тăсăлни:
математикăпа, физикăпа, литературăпа, информатикăпа тата ИКТпа – 4 сехет (240 минут);
историпе, обществознанипе – 3,5 сехет (210 минут);
вырăс чĕлхипе, биологипе, географипе, химипе – 3 сехет (180 минут);
ют чĕлхесемпе – 160 минут.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче çак хатĕрсемпе усă курма юрать: математика – линейкăпа; физика – линейкăпа тата программăлама май çук калькуляторпа; хими – программăлама май çук калькуляторпа; географи – линейкăпа, транспортирпа, программăлама май çук калькуляторпа.
Рособрнадзор пресс-службин материалĕсем тăрăх
 
: 1238, Хаçат: 5 (891), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: