Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. ТР патшалăх советникĕ М.Шаймиев Пăлхар хулинче тата Свияжск утрав-хулара кивĕ, юхăннă çуртсене юсассипе, сӳтессипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа нумай пулмасть лару ирттернĕ. Минтимер Шарипович музей зонинчи тата çак вырăнсенчи кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине уйрăмах пусăм тунă. Спас тата Ешĕлвар районĕсен пуçлăхĕсем кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртпа тивĕçтерес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене Пăлхар хулинчи 17, Свияжск утрав-хулинчи 13 çемье лайăхлатнă. Сăмах май, ку вырăнсенче сӳтмелли кашни çурта уйрăммăн пăхса тухаççĕ. Калăпăр, истори пĕлтерĕшлĕ мар, анчах çав вăхăта çывăх çуртсене, тĕслĕхрен, 3D-сканер витĕр кăларсан, сӳтсе кивĕ сăнӳкерчĕксем, архиври ӳкерчĕксем тăрăх çĕнĕрен купалаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ. В.Шайхразиев мэр хулари чи лайăх 7 çынна çак кунсенче патшалăх наградисемпе: «Память 1000-летия Казани», «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ана даны-Материнская слава» медальсемпе тата хисеплĕ ятсемпе чысланă.
***
Автохулара 2010 çулта пурĕ 7505 ача çуралнă. Кун пекки хулара юлашки 19 çулта пулман. Çак шутран – 3835-шĕ – çемьере пĕрремĕш, 3010-шĕ иккĕмĕш, 635-шĕ виççĕмĕш е ытларах ачасем.
АКТАНЫШ районĕнче çулсерен çарпа патриотизм воспитанийĕн уйăхлăхĕ иртет. Кăçал вăл январĕн 28-мĕшĕнчен пуçланнă. Шкулсемпе ача сачĕсенче пĕр уйăх тĕрлĕ мероприяти: тематикăллă утренниксем, стройпа утассин тата юрă конкурсĕсем, çарпа спорт ăмăртăвĕсем, Афган, Чечня вăрçисенче пулнисемпе тĕлпулусем иртеççĕ, çар темипе çыхăннă документлă, илемлĕ фильмсем кăтартаççĕ. Çар комиссариатне пуçласа учета тăратнă каччăсен, 8-11-мĕш классенче, професси училищинче тата çар водительне вĕренекенсен хушшинче февралĕн 19-мĕшĕнче районти çар комиссариачĕн кубокĕшĕн спорт ăмăртăвĕ иртет.
ПĔКĔЛМЕ хулине малашне кунĕпе миçе тата мĕнле машина кĕнине, тухнине йăлтах пĕлме пулать. Çак тĕллевпе хулана кашни енчен кĕмелли çулсем çине видеокамерăсем лартаççĕ. Хулара, халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче, кăçал пурĕ 30 камера вырнаçтарма планлаççĕ.
ПĂВА район больницин перинаталь центрĕ Израиль тухтăрĕсен опычĕпе усă курса ĕçлеме тытăннă. Çие юлнă хĕрарăма учета илнĕ кунран тытăнса ача çуратичченех çĕнĕ оборудованипе тĕрĕслесе тăраççĕ. Районти ялсенчен, кӳршĕллĕ регионсенчен килекен йывăр çын хĕрарăмсене пурăнма кунта пансионат та пур. Тĕрĕс-тĕкел çуратнă хĕрарăмсене 3-4 талăкранах кăлараççĕ, ачана касса илнисене 5-6 талăкран киле яраççĕ. Ку та Израиль опычĕ-мĕн. Тата тепĕр çĕнĕлĕх те пур: малашне хĕрарăма ача çуратнă чух ыратнинчен эпидуральнăй анестези тăваççĕ. Сăмах май, Пăвари перинаталь центрĕ нихăçан та пушă мар, кунта ача çуратма Çĕпрел, Кайпăç, Апас, Атня, Камско-Устьински, Чăваш Енри Патăрьел районĕсенчен тата Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ.
 
: 1210, Хаçат: 5 (891), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: