Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТĔРĔСЛЕÇÇĔ
Малашне Тутарстана кӳрекен выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнче, выльăх апачĕпе биологи япалисенче этемпе выльăх-чĕрлĕхĕн генетика тытăмне сиенлетекен, онкологи чирĕсене яракан диоксин пуррипе çуккине лабораторире тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Хальлĕхе диоксинлă продукци пирĕн республикăна çитни палăрман. Тутарстанăн чиккисенче ветеринари специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх продукцине кӳрекен кашни машинăна тĕрĕслеççĕ, уйрăмах Германирен килекен машинăсене тимлĕх уйăраççĕ. Сăмах май, диоксина шăпах унта выльăх тата чăх-чĕп апачĕсенче тупнăччĕ. Анчах сисчĕвленмелли те пур, выльăх апачĕн малтанхи партине январь уйăхĕчченех республикăна кӳнĕ, паллах, ăна никам та тĕрĕслемен.
ЯВАП ТЫТТАРАÇÇĔ
Республикăри хуçалăхсенчен нумайăшĕ пестицидсемпе наркăмăшсене упрамалли правилăсене пăсса гаражсенче тата административлă çуртсенче е пĕлĕт айĕнчех тытаççĕ. Мензеле районĕнчи Тутар Мушуга ялĕнче, тĕслĕхрен, 543 тонна минераллă удобрени валли типĕ çĕр çинче те вырăн тупăнман, вĕсем шывра выртнă. Кукмор районĕнчи «Кукмара» агрофирмăра 17 тонна аммиак селитри уçă çĕртех упраннă, Азнакай районĕнчи «Талы-Буляк» ял хуçалăх предприятийĕ вара пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен манса аммиак селитрине урайĕ мазутпа вараланнă гаражрах тытнă.
ЮР ИРĔЛЕТ...
Кун пекки нихăçан та пулман: республикăри уй-хирсенче вырăн-вырăнпа çĕр ăшăнма тытăннă. Хальхи вăхăтра çĕр сийĕ 19-38 е 40-50 сантиметр шăнмалла, ку чăнах та çапла. Анчах Лайăш районĕнчи хирсенче вырăн-вырăнпа çĕр ăшăннă тĕслĕхсем палăрнă. Ученăйсен шучĕпе, ку район Хусан çывăхĕнче пулнипе çыхăннă, мĕншĕн тесен Хусанта районсенчинчен ăшăрах. Çавна кура юр айĕнчи калчасем майпен «вăранма» тытăннă. Паллах, специалистсене çакă шухăшлаттармасть мар, мĕншĕн тесен калчасем çуркуннеччен пулăхлăх запасне йăлтах пĕтерме пултараççĕ. Ку феноменăн лайăх енĕ те пур: юр шывĕн кашни тумламне ăшăннă çĕр çăтать. Çуркунне çĕр ăшăнса ĕлкĕрменнипе нумай чухне юр шывĕ çырма пулса юхса каять.
РОЗА ТĔМĔСЕМ КӲНĔ
Январь уйăхĕнче Узбекистанран 162 пин роза чечекĕн тĕмĕ кӳнĕ. Паллах, Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн тимлĕхĕсĕр иртмен вăл. Фитосанитари сăнавĕн специалисчĕсем тĕмсенче хăрушă çум курăкĕсен вăрлăхĕ пуррипе çуккине тӳрех тĕрĕсленĕ. Телее, кун пек вăрлăхсене асăрхаман.
ЫТЛАШШИПЕХ ХАТĔРЛЕСШĔН
Малашне çанталăка пула выльăх апачĕсĕр юлас мар тесе Тутарстанра выльăх апатне çулталăклăх мар, çулталăк çурăлăх хатĕрлеме шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен хальччен силоспа сенаж хĕл каçмалăх кăна çитнĕ. Çавăнпа кăçал акăнакан 2,9 миллион гектар çĕртен 1 миллион гектарĕ выльăх апачĕ валли уйăрĕç. Ку пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах. Çак лаптăка кукуруза, судан курăкĕ, рапсăн ятарлă сорчĕ тата хĕвел çаврăнăшпа курăк хутăшĕ йышăнĕ.
УТ СПОРЧĔН ШКУЛНЕ УÇАСШĂН
Тюлячи районĕнчи С.Гиниятуллин фермер ялта ут спорчĕн шкулне уçма тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра унăн хуçалăхĕнче ăратлă 90 яхăн лаша. Вĕсене вăл темиçе çул ĕрчетет. Хуçалăхĕнче пысăках мар ипподром тунă, унта профессиллĕ жокейсем тренировкăсем ирттереççĕ. Фермерăн лашисем Хусанта, Мускавра иртекен ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Халĕ унăн тĕллевĕ – ялта спорт шкулне уçасси, чи пĕчĕккисене те çак спорта явăçтарасшăн, вĕсем валли ятарласа темиçе пони те туяннă.
 
: 1330, Хаçат: 5 (891), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: