Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Левада-Центр ирттернĕ ыйтăм тăрăх, çĕршыври çынсенчен 62 процентне хаксем ӳснине пула халăх чухăна тухасси хăратать. Çак хăрушлăх вунă çул ытла ĕнтĕ çынсемшĕн тĕп проблема. Иккĕмĕш вырăнта – ĕçсĕрлĕх, вăл ыйтса пĕлнисенчен 42 процентне хăратать. Виççĕмĕшĕнче – экономика кризисĕ. Вăл юлашки икĕ çулта вăрă-хурахран хăрассинчен те иртсе кайнă.
Тутарстанри вĕренӳ заведенийĕсенче вăйлă оптимизаци пуçланнă. Çак сулăм уйрăмах Элмет районĕнчи чăваш шкулĕсене пырса тивнĕ. Ерĕспелĕнчи тулли мар вăтам шкулпа Клемтелĕнчи вăтам шкул ачисене Чăваш Сиреньелĕнче вĕрентме тытăнасшăн. Сăлтавĕ – шкулсенче сахал ача вĕренни. Çак ялсенче вара пуçламăш шкулсем кăна хăварасшăн. «Шкул пĕтсен ял та пĕтет», – тесе хурланаççĕ ĕçсĕр тăрса юлма пултаракан вĕрентекенсем. ТР ЧНКА Канашĕ çак ыйтăва вырăнсенче сӳтсе явма хатĕрленет.
Январĕн 31-мĕшĕнче Менделеевскри райсудра Ирек Муртазинăн вăхăт çитмесĕр ирĕке кăларма ыйтса çырнă заявленине пăхса тухнă. Унччен малтан ăна юсанмалли колони йĕркине пăснăшăн ШИЗОна хупнă пулнă. Вырăнти 10№ колони администрацийĕ, прокуратура хирĕçленине пăхмасăрах, Ахметшин судья Муртазина çак кунах ирĕке кăларма йышăну тунă. Аса илтерер, Ирек Муртазина Минтимер Шаймиев пирки элек сарнăшăн тĕрмене хупнăччĕ. Вăл тĕлĕнмелле майпа читлĕхрен хăтăлнине Мускаври граждан прависене хӳтĕлекенсен вашаватлăхĕпе çыхăнтараççĕ.
Владимир Путин каланă тăрăх, Домодедовăри теракта кам йĕркелени паллă. Следстви вĕçленмен-ха, анчах вăл çак хура ĕçе уçса панă теме пулать. Раççей Правительствин пуçлăхĕн сăмахĕсемпе çак теракта «ăссăрла хаярлăх» уйăрса тăрать. «Вĕсем час-часах хăйсене мĕн кирлине те ăнланмаççĕ. Пурне те хирĕç анархилле терроризм пулса тухать: патшалăха хирĕç, хальхи влаçа хирĕç, çĕршыва хирĕç», – тесе палăртнă Владимир Путин «Первый канал» журналисчĕсемпе тĕл пулнă чух.
Сергей Степашин ертсе пыракан РФ Шут палати Мускав Правительствине тĕрĕсленĕ хушăра йăнăшсен хисепĕ 215 миллиард тенке çитнине палăртнă. Юрий Лужков сăмахĕсене «Майл.ру» информаци агентстви илсе кăтартать: «Енчен те çакнашкал сумма чăнах та çитмен пулсан, ăна çăмăллăнах асăрхама пулатчĕ. Ку вăл политикăлла пусăм тума хăтланни. Вĕсем çакнашкал тискер цифрăсем илсе кăтартса çынсене тĕлĕнтерсе витĕмлесшĕн». Хальхи вăхăтра Лужков Зальцбургра (Австри).
Шкул ачисемпе студентсем наркотикла япаласемпе усă курнипе курманнине тĕрĕслес меслетсене улăштармалла тесе йышăннă ТР Правительство çуртĕнчи канашлура. ТР Прокурорĕн Кафиль Амировăн сăмахĕсемпе чăнласа наркотикпа усă куракан ачасем тест ирттернĕ кун вĕренӳ çуртне килмесĕр е урăх ачан биологи материалне парса тĕрĕслеврен пăрăнса юлма пултараççĕ. Çав вăхăтра пысăк хуласенче наркотик сутакансене райцентрсенчен сахалрах тытнă.
 
: 1105, Хаçат: 5 (891), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: