Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Хула ачисене аван, вĕсем тĕрлĕ кружоксене, секцисене çӳреççĕ, – теççĕ ял çыннисем.
Тен, çакăн пек шутлани тĕрĕс те? Анчах та хула ачисене ашшĕ-амăшĕсем ирĕксĕрлесе ун пек çĕре çӳретеççĕ. Юрать-ха ачисене килĕшет пулсан.
Ялта ӳсекен ачасен те кӳренмелли çук теес килет. Эпĕ хам та ялта çитĕннĕ. Уроксем хыççăн шкулта спорт секцийĕсем ĕçлетчĕç, клубра репетицисем иртетчĕç. Пĕр кун унта, тепринче тепĕр çĕре çӳренĕ. Ялта иртекен мĕнпур мероприятисене хутшăннă. Килте ларма вăхăт та пулман.
Халĕ те çавах тесе шутлатăп эпĕ. Кашни шкултах тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем иртеççĕ. Çавăн пек çĕре хутшăнсан çыннăн таланчĕ уçăлать. Пур таланта, паллах, ниçта та пытараймăн. Ăна шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайсан малалла аталантарма пулать.
Сăмахран, Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче çуралса ӳснĕ Ксения Якорева пур енчен те пултаруллă. Музыкăпа та, ташăпа та, модăпа та интересленет. Уйрăмах спорта хисеплет. Волейбол вăййи уншăн чи юратнисенчен пĕри.
Ксюша сăмахĕпе, вăл кирек мĕнле музыкăна та итлеме пултарать, чĕрине пыраканни çеç пултăр.
Якорева шкулта тăххăрмĕш класс хыççăн экзамен панă та Тутарстанăн тĕп хулине вĕренме килнĕ. Паян вăл иккĕмĕш курс студентки. Хусанти авиаципе техника колледжĕнче ăс пухать.
Çамрăклăх. Çак сăмаха илтсенех куç умне яшсем, дискотека, юрату тухса тăрать. Тен, çавăнпа та пуль телевизор пăхнă чухне яш-кĕрĕм ытларах çамрăксен комедийĕсене кăмăллать. Вĕсене çăвар карса пăхать. Мĕн калăн, вĕсен пурнăçĕ. Ксенийăна та çаплах çамрăксен комедийĕсем килĕшеççĕ. Паянхи кун вăл акă, «Шаг вперед» пăхса кăсăкланать.
– Халĕ çамрăксем кĕнеке вуламаççĕ, компьютерпа телевизор умĕнче çеç лараççĕ, – тетпĕр эпир ачасем çинчен.
Вĕсем пĕтĕмпех ĕлкĕреççĕ, роботсем пек. Кĕнекесем те вуласа пăхаççĕ. Сăмахран, литературăпа килти ĕç панине вĕсем пĕрре çеç вулаççĕ, тепĕр кун шкулта каласа та параççĕ. Ăслă. Юратнă кĕнекисем те пур тата. Ксюшăн акă юратнă кĕнеки А.С.Пушкинăн «Евгений Онегинĕ». Тĕлĕнмелле. Мĕн калăн? Маттур.
Çапла çак хĕр çинчен çеç калас пулсан та, вăл ялта спортпа туслă пулнăскер, кунта та пăрахмасть, колледж ятне çĕклет, ăмăртусене хутшăнать.
 
: 1043, Хаçат: 4 (890), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: