Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ШУТА ИЛЕСШĔН
Çак эрнере РФ вĕрентӳпе наука министрĕ А.Фурсенко Раççей аслă шкулĕсен канашĕсен представителĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Вăл унта стипенди тӳленĕ чух студентăн социаллă лару-тăрăвне шута илмелли çинчен каланă. «Стипенди фондне пайланă чух студентсен канашĕсене ытларах ирĕк памалла. Студентăн социаллă лару-тăрăвне тата вĕренӳре ĕлкĕрсе пынине шута илекен правилăсем йышăнмалла», – тенĕ министр. Икĕ сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче çавăн пекех студентсене общежитипе тивĕçтерес, аслă шкулсем производство компанийĕсемпе хутшăнса ĕçлес, аспирантсене пулăшас, студентсен отрячĕсен юхăмне аталантарас, вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарас ыйтусене те сӳтсе явнă.
ПАТШАЛĂХ СТИПЕНДИНЕ ПАЧĔÇ
Январĕн 25-мĕшĕнче, Студентсен кунĕнче, Хусан Кремлĕнче пултаруллă çамрăксене ТР ятарлă патшалăх стипендине пачĕç. 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе стипендиат ятне хальхинче Хусанта, Çырчаллинче, Элметре, Анат Камăра, Елабугăра, Чистайра, Лениногорскра, Теччĕре тата Кукморта пурăнакан 85 çын илчĕ. Вĕсенчен 20-шĕ аспирант, 45-шĕ аслă шкул студенчĕ е аслă çар училищин курсанчĕ, 10-шĕ ятарлă вăтам пĕлӳ, тепĕр 10-шĕ пуçламăш профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренеççĕ.
Кăçал стипендин калăпăшĕ çапларах: аспирантсене – 33,3 пин тенкĕ, аслă шкул студенчĕсене – 27,8 пин, ятарлă вăтам пĕлӳ учрежденийĕсен студенчĕсене – 16,7, профтехучилищĕсенче вĕренекенсене 15 пин тенкĕ. Стипендиатсене ТР Президенчĕ Рустам Минниханов саламларĕ. «Пирĕн талантсене уçма, аталантарма пулăшмалла. Пире яланах çакăн пек лидерсем кирлĕ. Çамрăксем – пирĕн пуласлăх, шăпах вĕсем пирĕн республикăна тĕнче шайне кăлармалли çынсем», – терĕ Рустам Нургалиевич. Президент ТР Вĕрентӳпе наука тата Информатизаципе çыхăну министерствисене стипендиатсен пĕрлехи базине йĕркелеме хушрĕ.
«ЭЛЕКТРОНЛĂ ВĔРЕНТӲ» ПУРНĂÇА КĔРЕТ
Информатизаципе çыхăну министерствин январĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ коллегийĕнче ТР Премьер-министрĕн çумĕ – информатизаципе çыхăну министрĕ Николай Никифоров «Электронлă вĕрентӳ» проекта хута яни ял ачине те хулара пурăнакансем пекех паха та тарăн пĕлӳ илме май пани çинчен каларĕ. Палăртмалла: Вĕрентекен çулĕнче асăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ май шкулсенчи компьютер класĕсене (10 пин компьютер) тĕпрен çĕнетнĕ, 700 шкулти 26 пин вĕрентекен харпăр ноутбуклă пулнă, 400 пин ытла учительпе вĕренекен «Электронлă вĕрентӳ» порталĕнче регистрациленнĕ, электронлă журналсемпе дневниксене алла илесси пурнăçа кĕрсе пырать, Тутарстанри кашни шкулăн сайтне йĕркеленĕ, вĕрентекенсен 2 миллион ытла цифрăллă вĕрентӳ ресурсĕпе усă курма май пур.
ВОЖАТĂЙСЕНЕ ХАТĔРЛЕÇÇĔ
Январĕн 29 – февралĕн 3-мĕшĕсенче Тутарстан студенчĕсем вожатăйсен пултарулăхĕн «Сэлэт» шкул-конкурсĕн ĕçне хутшăнаççĕ. Вăл «Байтик» компьютер лагерĕ çумĕнче иртет. Унта хутшăнакансене пĕлтĕрхи октябрьтех суйлама пуçланă. Шкул ĕçне пурĕ 65 студент хутшăнать.
Шкул-конкурса 2001 çулта лагерьсенче ĕçлемешкĕн вожатăйсем хатĕрлеме тесе йĕркеленĕ. Талантлă ачасемпе çамрăксем валли çуллен 13 вĕренӳпе сиплев лагерĕ йĕркелеççĕ, вĕсем республикăн тĕрлĕ районĕсенче, кунсăр пуçне Анапа хулинче, Болгарипе Чехи çĕршывĕсенче те иртеççĕ.
 
: 1023, Хаçат: 4 (890), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: