Республикăри демографи лару-тăрăвĕ хальхи вăхăтра япăх мар. 2010 çулта, тĕслĕхрен, Тутарстанра 49095 пепке (куллен вăтамран 134 ача) çут тĕнчене килнĕ. Çакăн çинчен ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС управленийĕн коллегийĕнче пĕлтернĕ.
Кăçала палăртнă çĕнĕлĕх çине те пусăм тунă вăл. Ун сăмахĕсемпе, çĕнĕлĕх ашшĕ-амăшĕн вăхăтне самай упрама май парать. Малашне тин çеç çуралнă пепкене ача çураттаракан больницăсемпе перинаталь центрĕсенчех регистрацилеме тытăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал 7 хулара (РКБ, 3-мĕш номерлĕ РКБ, Хусанти 1-мĕш номерлĕ ача çураттармалли больница, Çырчаллинчи перинаталь центрĕ, Анат Камăри ача-пăча больниципе перинаталь центрĕ, Элмет, Елабуга, Чистайпа Ешĕлвар хулисенчи ача çураттармалли больницăсем) ачасене ача çураттармалли учрежденисенчен тухичченех вырăнтах регистрацилемелли пилотлă проект хута каять.
«2010 çул июнь уйăхĕнчен тытăнса тин çеç çуралнă ачасенчен 55,5 процентне 3-мĕш номерлĕ РКБра, августранпа 70 процентне РКБăн перинаталь центрĕнче больницăран кăларичченех çуралнă хут панă. Çапла майпа ашшĕ-амăшĕ пĕр вăхăтрах ачан медицина страхованийĕн полисне илес ыйтăвне те татса панă. Вĕсем кунтах амăш капиталне илмешкĕн Пенси фондĕнче пайăр (лицевой) счет уçма мĕнле документсем кирли пирки ыйтса пĕлме пултараççĕ», – тенĕ министр.
Ку проект ача çуралнине çийĕнчех регистрацилес ĕçе хăвăртлатать. Малашне планра – вилнине регистрацилессин автоматизациленĕ системине йĕркелесси. Тĕп тĕллев – çын çуралнине тата вилнине электронлă майпа регистрацилессине йĕркелесе ЗАГСпа медицина учрежденийĕсем валли сведенисем илме май туса парасси. Çакă свидетельствăсене çырнă чух йăнăш ярассинчен сыхлать, çуралнипе вилни çинчен патшалăх статистика органĕсене электронлă майпа сведенисем пама пулăшать. Тăванĕсем валли паракан документсене хăвăрт хатĕрлесе çитерме май парать.