Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сингапур Республики юлашки 50 çулта хӳшĕллĕ пĕчĕк утравран вăйлă экономикăллă патшалăха çаврăннин опычĕ чылай çĕршыва кăсăклантарать, Тутарстан Республикин те унран вĕренмелли нумай. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин ертсе пыракан парламент делегацийĕ ку çĕршывăн патшалăх управленийĕпе, социаллă политикипе, общество инфраструктурин аталанăвĕпе паллашас тĕллевпе январĕн 16-21-мĕшĕсенче Сингапур Республикинче пулчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ТР Патшалăх Канашĕн секретарĕ Л.Маврина, социаллă политика комитечĕн председателĕ С.Захарова, законлăхпа право йĕркин комитечĕн председателĕ Ш.Ягудин январĕн 25-мĕшĕнче журналистсене паллаштарчĕç.
Чăнах та, патшалăхăн пысăк хăвăртлăхлă аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре? Делегаци представителĕсем каланă тăрăх, сингапурсем çĕннине нимĕн те шутласа кăларман. Патшалăх суйланă «Кăвак океан» аталану стратегийĕ ансат та ăнланмалла: инновацилле аталану, мĕнпур ĕçе пахалăхлă пурнăçласси, кашни çын, патшалăх пĕр чарăнми творчество шыравĕнче пуласси. Çавăнпа çĕршывра вĕренӳ çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕншĕн тесен тарăн пĕлӳсĕр кунта малашлăх çук. Сăмах май, Сингапурта тĕнче шайĕнчи мĕнпур çĕнĕлĕхе асăрхаса тăракан, тĕпчекен ятарлă структура та пур. Ăнăçлă аталанăвăн тепĕр сăлтавĕ – патшалăх пĕтĕмĕшле аталанăвăн планне 30-40 çула палăртни, уйрăм плансене 10-15 çула йышăнса ăна пĕрре те улăштарманни (кашни 5 çулта пĕчĕк улшăнусем çеç кĕртеççĕ).
Патшалăхăн тĕп принципĕ – халăха пурăнма, ĕçлеме тата канма лайăх условисем туса парасси. Кунта халăх ыйтăвне çийĕнчех тата тухăçлă татса парасси йăлара. Халăх ыйтăвĕсене шута илсе Правительство патне çитерекен ятарлă агентство пĕр чарăнми ĕçлет. Калăпăр, йĕпе-сапаллă климат пулнăран çынсем автобус чарăнăвĕнчен киле çитиччен йĕп-йĕпе пулаççĕ, эппин, çуран утмалли çула тăрăллă тумалла. Халăх ыйтнă, агентство Правительство патне çитернĕ, власть ыйтăва çийĕнчех татса панă. Вĕсем кашни ыйтупа çакăн пек схемăпа ĕçлеççĕ.
Тепĕр тĕп принцип вăл – Правительствăпа, парламентпа халăх пĕр-пĕрин шанăçне тӳрре кăларни. Çĕршыври кашни çын влаçа кама суйламаллине лайăх пĕлет. «Халăх чури» вара халăхшăн пĕтĕм вăйран тăрăшать, хăйне шаннă ĕçе 100 проценчĕпех пахалăхлă пурнăçлать çеç мар, яваплăх та тытать. Патшалăхри кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе обществăна усă кӳме тăрăшать. Акă мĕншĕн кунта коррупци вуçех çук. Правительствăна критиклесси, вăрçасси йăлара мар. Тепĕр тесен, çапла хăтланма вĕсен сăлтавĕ те çук, суйлава пĕр çын юлмиччен хутшăнать. Пĕр-пĕр кандидат килĕшмесен, сăлтавне хут çине çырса ăнлантарать. Вĕсен депутачĕсен суйлавçăсемпе ĕçлемелли йĕрки те пирĕннинчен тĕпрен уйрăлса тăрать: унта çын пĕр-пĕр ыйтупа пырсан, ăна ăçта каймаллине кăна ăнлантараççĕ, заявление тĕрĕс çырма пулăшаççĕ. Малалла ыйтăва çын хăех ку е вăл инстанцире татса парать. Ку енĕпе унăн нимĕнле йывăрлăх та çук, мĕншĕн тесен инстанцисенче чиновникпа ахаль çыннăн прави пĕр тан, вĕсене пурне те пĕр пек йĕркепе йышăнаççĕ.
Сингапурта патшалăх ĕнси çинче ларас ăнлав та çук, калăпăр, ĕçсĕр ларакана нихăçан та пĕр ахаль субсиди тӳлемеççĕ, укçана вăл ĕçлесе илет. Çавăнпа кунти кашни çын лайăх пĕлет: ăна пурнăçра никам та, нимĕн те туса памасть. Лайăх ĕç тупас тет-тĕк, пĕлӳ илмелле. Сăмах май, Сингапур халăхĕн 96 проценчĕ тарăн пĕлӳллĕ.
Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ тĕнчене усăллă пуласси, унăн ăнăçлă аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ патшалăха ертсе пырассине лайăх йĕркелени. Калăпăр, йышăнакан закона Президент патне çитериччен малтан ăна 21 çынран тăракан Президент Канашĕ патшалăхра пурăнакан халăхсен, конфессисен пĕр тан правине, Конституцие пăхăннипе пăхăнманнине тишкерет, кайран тин Президента алă пусма парать. Кунта урăхла юрамасть, мĕншĕн тесен Сингапур нумай нациллĕ, нумай конфессиллĕ республика. Кашни наци халăхĕн пĕр тан права, вĕсен пурин те пĕр пек аталанма май пур. Калăпăр, патшалăх правипе пĕрлех мăсăльман прави те ĕçлет. Вĕсем пĕрле çемье ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ тата ытти те. Тепĕр факт та пĕлтерĕшлĕ: нумай мандатлă округран суйланакан депутатсенчен 5-6 çын сахал йышлă нацисен представителĕ пулмаллах. Унсăрăн вĕсен интересĕсене патшалăх шайĕнче кам тата мĕнле хӳтĕлеет? Патшалăхăн никĕсĕнче ăс-хакăл принципĕ пулни те хăй çимĕçне кӳрет.
Паллах, çирĕп дисциплина пулмасан тирпей çинчен калаçмалли те çук. Сингапурта кун çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ иккен, уголовнăй, административлă правăсене пăсакансемпе сăмах кĕске, айăпа кĕтĕн-тĕк–явап тыт. Тĕслĕхрен, наркотикла япаласем усранăшăн, сутнăшăн ку çынна хĕрхенӳ çук, ăна вилĕм кĕтет. Административлă наказани те çирĕп – штрафсем пысăк. Çавăнпа ку çĕршывра çынсем обществăлла вырăнсенче усал сăмахсемпе вăрçăнмаççĕ, çӳпĕлемеççĕ, ятарласа уйăрман вырăнта çимеççĕ, жвачка чăмламаççĕ тата пĕр наци çынни тепĕр наци, тĕн çыннине кӳрентермест. Енчен те йĕркене пăссан питĕ пысăк штраф тӳлеме тивет, калăпăр, обществăлла вырăнта усал сăмах каланăшăн – 3000 Сингапур долларĕ (вĕсен пĕр долларĕ 24 тенкĕпе танлашать), çӳпĕленĕшĕн 500-1000 доллар, тата ытти те. Енчен те мĕнпе-тĕр килĕшмесен, кун çинчен ăçта килчĕ унта мар, ятарлă тӳремре çеç пĕлтерме юрать, унта ăна итлекенсем пур. Кун валли малтан тӳреме кайса заявка памалла, унтан тин хăв мĕнпе килĕшменни çинчен чун каничченех калаçма пултаратăн.
Делегаци представителĕсем каланă тăрăх, Сингапур Республикинчен вĕренмелли пирĕн нумай, закон проекчĕсене йышăннă чух вĕсен опычĕпе усă курмаллах. Ку опыт, тĕслĕхрен, Тутарстанăн 2015 çулчченхи социаллă-экономикăл ла аталанăвĕн программине йăлтах çĕнĕлле хатĕрлеме пулăшнă та. Сингапурпа Тутарстанăн туслă çыхăнăвĕ малашне те малалла тăсăлĕ. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин Сингапурăн спикерĕпе ĕçлĕ тĕлпулура шăпах çакăн çинчен калаçса татăлнă.
 
: 1089, Хаçат: 4 (890)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: