Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ача çитĕнсе çитнĕ май унăн организмĕ пĕтĕмпех улшăнать: çӳллĕшĕ хăвăрт ӳсет, сăн-пичĕ, пĕвĕ улшăнать, ӳт-пӳ виçи те пĕр пек тăмасть. Çак вăхăтра ача виçине сăнасах тăмалла. Мĕншĕн тесен вăл пысăк пулни те, кирлинчен сахалли те çитĕнсе çитсен сывлăх çине витĕм кӳрет.
Улшăнусем
Арлăх енчен аталаннă вăхăтра ачан виçи тăруках улшăнма пуçлать, ашшĕ-амăшĕ çакăншăнах хыпăнса ӳкме васкамасть. Çак вăхăтра ача мăнтăрланма пуçлани вĕсемшĕн проблема мар, çитĕнсе çитнĕ çĕре ытлашши виçе хăех çухалать тесе шутлаççĕ вĕсем. Ачи ытлашши çӳхелсе кайни те хăратмасть – çӳллĕшпе ӳссе çитсен ӳт хушма пуçлать имĕш.
Тĕрĕссипе çула çитмен ачан виçи нормăпа килĕшсе тăмасть пулсан ашшĕ-амăшĕн тӳрех сисчĕвленмелле, тен, ачан сывлăхĕ хавшанипе çапла?
Нормăран иртнĕ виçе
Кун пек ачасем хăйсен ытлашши виçинчен вăтанаççĕ, çавăнпа чылай чух тантăшĕсенчен те ютшăнаççĕ. Акă мĕншĕн вĕсем валли ятарлă условисем тумалла: ача хăйне çывăх çыннисем ахаль те юратнине, пулăшма тăрăшнине куртăр, ытлашши килограмсемпе кĕрешме пуçлатăр.
Çӳхисем
Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ ача виçи нормăна çитейменнишĕн пăшăрханмасть. Тен, хăшĕсем савăнаççĕ те: ачан мăнтăрланас хăрушлăх çук, тантăшĕсем те унран мăшкăлашса кулмаççĕ. Тĕрĕссипе вара, виçе кирлинчен сахалрах пулни ытлашши пулнипе пĕрех, сывлăхшăн сиенлĕ.
Ача сасартăк килограмм хыççăн килограмм çухатма пуçлани пĕр ахаль пулса иртмест. Хăш-пĕр чире пула ачасен виçи чакма пуçлать (хăйсем йĕркеллĕн апатлансан та): вар-хырăм чирĕпе, тутă кĕртекен япаласене организм япăх йышăннипе, эндокринлă парсем начар ĕçленипе е тата организмра паразитсем пулнипе çапла.
Сиенлĕ йăласемпе – эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, çĕр çывăрмасăр компьютер умĕнче ларни – туслашма ĕлкĕрнĕ ачасен те виçи пĕчĕк пулма пултарать.
Час-часах çула çитмен ачасем апат япăх çиеççĕ: тĕрлĕ стрессене пула е мăнтăрланасран хăраса. Ачан виçи йĕркеллĕ пулсан вăл хăйне ытла критиклеме пултарать, «тата кăшт çӳхелсенех хитреленетĕп» тесе çимест.
Капашсăр çӳхелесси йăлтах хăвăрт, шайлашусăр диетăсенчен пуçланать. Тухтăрсем пĕрмай çӳхелекеннисем çула çитмен хĕр ачасем пулнине асăрханă, малтан вĕсем тĕрлĕ диетăсем çине «лара-лара» илеççĕ, кайран çак йăла психика чирне çитерет. Юлашки çулсенче 15-18 çулсенчи хĕр ачасен хушшинче «нерв анорексийĕ» диагноз тăтăшах тĕл пулать.
Çапла вара çитĕнекен организма витаминсем те, ытти веществосем те çителĕксĕр лекеççĕ, çакна пула аталану процесĕсене кансĕрлеççĕ. Ачан мышца виçи пĕчĕкленет, шăмăсем ӳсме чарăнаççĕ, ар енчен аталану юлса пырать, пуç мими функцийĕсем те йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ. Çак улшăнусенчен вăраха каякан чирсем пуçланас хăрушлăх пур.
Самăррисем
Паянхи каччăсемпе хĕрсенчен 10-15 проценчĕ ытлашши виçепе аптрать. Час-часах çакăн сăлтавĕсем гормонсен проблемисем пулса тăраççĕ, нумай чухне – гиподинами (сахал хускални, ал вăйĕпе тумалли ĕçсенчен пăрăнни). Паллах, апатлану та хăй тӳпине кĕртет: фаст-фуда кăмăлларах пани, пысăк порцисем çини. Теприсем тата стреса «çисе» яраççĕ: мăнтăр ачана шкулта та, урамра та витлеççĕ, кусем вара тантăшĕсенчен тата ытларах ютшăнаççĕ, куляннине пĕрер тутлă кукăль, шăккалат çисе ирттерсе яраççĕ (тĕрĕссипе, тата калори пухаççĕ).
Енчен ачан ытлашши килограмсем пит нумай мар пулсан, вĕсенчен çăмăллăнах хăтăлма пулать – менюна улăштармалла, спортпа туслашмалла. Çамрăклах самăрлăх чирĕпе чирлесен унран сывалма çăмăл пулмĕ – çитĕнсе çитсен те ĕмĕрĕпе пырĕ вăл.
Çул çитменнисен ытлашши виçи организмри гормонсен тытăмĕ çине самай витĕм кӳрĕ. Чĕрепе вар-хырăма кирлĕ чухнехинчен ытларах ĕçлеттерĕ. Çакăн пек çыннăн тепрер 20 çултан II типлă сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымар системин чирĕсем пуçланаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ
Çӳлерех çырнисене шута илсе сирĕн ачăрпа врач патне каймалла. Вăл юлашки вăхăтра ачăр виçи мĕнле улшăнса пынине тĕплĕн тĕпчетĕр. Енчен виçе нормăран самай иртет (çитмест) пулсан сывлăха пĕтĕмпех тĕрĕслемелле, сăлтавне тупмалла. Мăнтăрпа аптракан ача валли рацион хатĕрлеме кирлĕ мар, кун пек вăл больницăри пек туйĕ хăйне, пĕтĕм çемье çак рационпа апатлансан лайăхрах пулĕ. Унпа пĕрлех хăвăр та сывă апат йĕркине хăнăхатăр.
Ачапа шӳтленĕ чух та, тарăхсан та ытлашши (е çителĕксĕр) виçи çинчен тĕртсе ан илĕр. Енчен те эсир хăвăр тĕллĕн ачăрпа пĕр чĕлхе тупса унăн апат режимне йĕркелейместĕр-тĕк, психологран пулăшу ыйтăр. Мĕншĕн тесен çак проблемăна тимлĕхсĕр ирттерсе ярсан кайран тата пысăкрах проблема сиксе тухма пултарать.
 
: 1156, Хаçат: 3 (889), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: