Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни çулах хĕлле аманнă-суранланнă тĕслĕхсем тăруках ӳссе каяççĕ. Çакăн сăлтавне ăнланма ансат: çулсем пăрлакланаççĕ, иртен-çӳрен мелсĕр ӳксе аманать. Хĕлĕпе пĕрре те ӳксе курман çынна пĕлетĕр-и эсир? Эпир – çук. Юрать, чылайăшĕ ӳкет-тăрать, тумтирне юртан тасатса малалла каять, анчах травмпунктра черет кĕтсе ларакансем те чылайăн вĕт.
Пăрлаклă çĕрте ӳксе аманни те, хĕллехи спорт тĕсĕсемпе аппаланса суранланни те сывлăха самай сиен кӳрет: пуç мими чĕтреннинчен пуçласа шăмă хуçăлни таранах. Чылай чухне суранланнин сăлтавĕсем – çулсене вăхăтра юртан тасатманни, вĕсем пăрлаклă пулни. Апла пулин те хамăрăн айăп çинчен те манмалла мар – нумай чухне хамăр васканипе ӳксе суранланатпăр. Питĕ хыпаланнипе çемçе юр айĕнчи пăрланса ларнă çула та курмастпăр вĕт. Кунсăр пуçне обществăлла транспорт та хăрушлăх кăларса тăратать. Автобус чарăнакан вырăнсенче уйрăмах шуçлак, транспорта кĕнĕ-тухнă чух ӳксе аманнă тĕслĕхсем пайтах. Ачасемпе çамрăксем ытларах тăвайккинчен ярăннă чух аманаççĕ. Чылай чух ӳкнĕ-çапăннă вырăнсем кăшт ыратсан иртеççĕ, анчах пур чухне те çăмăллăнах мар.
Çакăн пек лару-тăрăва лексен мĕн тумалла?
1. Ӳкме пуçланине сиссе ĕлкĕрсен кукленсе ларма тăрăшăр. Çакăнсăр пуçне ал-урана пуçтармалла: янаха кăкăр çумне тытмалла, ал лапписене хырăм çине тытăр, чавсасене аяксем çумне çыпăçтарăр. Хулпуççисене малалла кăнтарса урасене пĕрле тумалла. Кукленсе ларнипе пĕрле çак хусканусем сире ӳкесрен сыхламалла. Çӳлерех асăннисене тĕрĕс пурнăçлас тесен ӳксе ыраттарасран хăрамалла мар.
2. Шуса кайнипе тӳнсе кайма пуçларăр-тăк алăсене тӳрĕ тытмалла мар, пуçтарăнса айккинелле çаврăнса ӳкме тăрăшăр: çĕр çине аякпа ӳксен хăвăра çăмăлрах пулĕ. Çапла майпа çурăм, сутана шăммине тата урасене аманасран сыхласа хăваратăр. 50 çултан иртнĕ çынсемшĕн çак меслет уйрăмах усăллă пулĕ.
3. Çурăм çине ӳкетĕр пулсан янаха кăкăр çумнерех тытма тăрăшăр, алăсене икĕ еннелле сарса ярăр. Çапла майпа пуçа аманасран сыхласа хăвараятăр.
4. Картлашка çинчен шуса ӳкнĕ чух пуçпа пите алăсемпе хупласа хӳтĕлесе хăварма тăрăшмалла. Хăлаçланса ӳкессинчен тытăнса юлма ан та тăрăшăр, апла туни ура-алла кăна хуçĕ.
Хĕлле ӳксе аманасран çак правилăсене пăхăнмалла.
1. Çӳллĕ мар кĕлеллĕ е вуçех кĕлесĕр пушмакпа çӳремелле, кун пек чух та пушмак тĕпĕ шуманни пултăр.
2. Пăрлак вăхăтра утта улăштармалла – пĕчĕк йĕлтĕрпе пынă пек урана кăшт шутарса питĕ ерипен утмалла. Пăрлă çĕрте ятарласа утма кирлĕ мар, çапла туни пушмак тĕпне тата ытларах шăвакан тăвать. Çакна астумалла: мĕн чухлĕ хăвăртрах утатăр, çавăн чухлĕ ӳкме шанăç пулать.
3. Ватă çынсене куллен çӳрекен пушмак тĕпĕ çумне шăвасран пулăшакан япаласем çыпăçтарма сĕнетпĕр. Ун пек япаласене хăш-пĕр атă-пушмак лавккисенче те сутаççĕ, килте те кăштăртатакан япала тупса çыпăçтарса тума пулать.
4. Йĕлтĕрпе, конькипе, çунапа ярăннă чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла. Чавсана, чĕркуççисене сыхлама ятарлă япаласем тăхăнмалла. Çитĕнсе çитнисен инкеке лекнĕ çынна малтанхи пулăшу пама пĕлмелле.
Асра тытăр! Хĕллехи сурансен профилактики – асăрханулăх.
 
: 1128, Хаçат: 3 (889), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: