Январĕн 15-мĕшĕнче ТР Правительствинче Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăнчĕ. Вăл пухăннисен умĕнче сăмах каланă чух чи малтан строительство отраслĕнчи çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Президент каланă тăрăх, 2010 çулта хăш-пĕр службăсем, муниципалитетсем, подрядчик-компанисе м тата ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеменни палăрнă. «Пирĕн строительство комплексĕ хăватлă пулин те, ĕçе йĕркене кĕртес енĕпе нумай тăрăшмалла-ха. Пĕлтĕр Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе хамăр ума лартнă тивĕçе пурнăçлаймарăмăр. Çакăн пек лару-тăру урăх ан пултăр тесен çуртсем тăвакансен яваплăхне ӳстермелле. Хăйсене халиччен япăх енчен кăтартнă подрядчиксем строительство рынокĕнче текех ан пулччăр. 2011 çулта кашни ведомствăн мĕн ĕçлемеллине килĕшӳсем çине çырмалла», – терĕ Президент.
Рустам Нургалиевич ача сачĕсем тăвас ыйту çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçал хăпартма пуçланă садиксене туса пĕтермелле, хăçан-тăр ача сачĕ пулнă çуртсене каялла çак тĕллев валли тавăрмалла, çавăн пекех çĕннисене те тумалла. Çĕнĕ нумай хутлă çуртсен пĕрремĕш хутĕнче ача сачĕсем уçасси çине те тимлĕх уйăрма хушрĕ Президент.
Универсиада-2013 объекчĕсене тăвассинче те пĕлтĕрхи хăвăртлăхпах ĕçлемеллине аса илтерчĕ вăл. Кăçал Кĕсменпе ишекенсен каналне хута ямалла, Шыв спорчĕн тĕсĕсен, Гимнастика керменĕсене, ытти объектсене çĕклес ĕçсене малалла тăсмалла. Республика ертӳçи ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствине граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарас федераллă программăсене активлăрах хутшăнма сĕнчĕ. Сăмах май, Тутарстана çак тĕлĕшпе 2011 çулта федераллă бюджетран 679 миллион тенкĕ куçармалла.
Пĕлтĕр строительство объекчĕсенче хăрушсăрлăх техникине пăхăнассине япăх йĕркелени те палăрнă. 2010 çулта стройкăсенче 256 инкек пулнă, вĕсенче 86 çын вилнĕ.
Рустам Нургалиевич Хусан хулин историллĕ сăн-сăпачĕ пăсăлнишĕн çынсем кăмăлсăр пулнине те каларĕ: «Тĕп хулан историллĕ сăнне сыхласа хăварассишĕн пирĕн пурин те тăрăшмалла. Енчен те хăш-пĕр çуртсене çĕнетме май çук-тăк, çав вырăнах çĕннине, çавăн пеккинех туса хумалла. Халăх кăмăлсăр-тăк, ку пуçлăхсем ĕçлесе çитерейменнине пĕлтерет».
Тĕпрен илсен Президент Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин 2010 çулти ĕç-хĕлне лайăх хак пачĕ.