Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 19-мĕшĕнче Тутарстан ШĔМĕ 2010 çулăн оперативлă службин ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Милици структурин юлашки коллегийĕ пулчĕ вăл. 2011 çул ведомствăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: Раççей Шалти ĕçсен министерствине реформа кĕтет.
Коллегие ТР Президенчĕ Р.Минниханов, ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Муратов, РФ ШĔМĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Вдовин, ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров, ТР прокурорĕ К.Амиров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Яланхи пекех чи малтан ведомствăн çулталăкри ĕçне республикăн шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров пĕтĕмлетрĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, Тутарстанри криминаллă лару-тăру хăрушах мар, преступленисен шучĕ çулран-çул чакать. Апла пулин те ведомство ку енĕпе тимлĕхе çухатма шутламасть. Йĕрке хуралĕ урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен ĕçĕ вĕсем валли нихăçан та сахал мар. Юлашки вăхăтра экстремистла юхăмсем вăй илнине шута илсен пушшех те. Пĕлтĕр кăна кун йышши çĕнĕ 23 юхăма шута илнĕ, пĕтĕмпе вара республикăра кун пек юхăмсен хыççăн каякан 150 çын пурри паллă. Ку вăл милици тимлĕхне лекнисем кăна-ха, пĕтĕмпе мĕн чухлĕн пулнине никам та пĕлмест. «Мускавра Манеж тӳремĕнче пулнă йĕркесĕрлĕх халăхра мĕнле сарăлнине пурте куртăмăр. Çавăнпа мĕнпур яваплăха туйса çапла калатăп: национализмпа экстремизмпа пирĕн сăмах кĕске. Ку ШĔМе кăна мар, вĕсемпе интересленекен мĕнпур çынна пырса тивет. Экстремизм проблеми çинчен чĕнмесĕр тăма юрамасть», – терĕ çирĕппĕн министр кун пирки.
– ТР ШĔМĕ Раççей аренинче чи эффективлă ĕçлекен подразделени. 2010 çул çăмăл килмерĕ: чăтма çук шăрăх çанталăк, декабрь уйăхĕнчи çил-тăман... Çулсем пăрлакланнă вăхăтра та милици пробкăсемпе тĕрлĕ енлĕн тата тухăçлă кĕрешме пĕлнине кăтартрĕ. Ĕçе уççăн йĕркелени ведомствăн чыс-сумне ӳстерет.
Çитес çул тата йывăртарах пулать. ШĔМ структурин реформи. Вăл мĕнле пуласси паллă мар. Анчах пирĕн тĕп тĕллев – çынсене çухатмалла марри тата ĕçлесе çитерменни пулмалла марри. Кирек мĕнле çĕнĕлĕхре те ĕçлесе çитерменни пулать. Çавăнпа ĕçе тухăçлă йĕркелемелле. 2013 çулта иртекен Универсиадăна уйрăммăн аса илсе хăвармалла. Раççей Премьерĕ Владимир Путин Универсиадăна килекен спортсменсен шучĕ хĕллехи спорт вăййисен Олимпиадинчен икĕ хут нумайрах пуласса аса илтерчĕ. Халăхсем хушшинчи çакăн пек форумра эпир Тутарстана кăна мар, мĕнпур Раççее кăтартатпăр, – терĕ республикăн Президенчĕ Р.Минниханов ТР ШĔМĕн ĕçне хакланă тата малашлăх тĕллевсене палăртнă май. – Экстремистла юхăмсем лару-тăрăва улăштараççĕ, паллах, анчах ку юхăм çĕнĕлĕх мар, çавăнпа вĕсен енĕпе тимлĕхе çухатмалла мар. Çаплах коррупцие хирĕç ĕç, наркопреступность çине те тивĕçлипе тимлĕх уйăрмалла.
Республика ертӳçи реформа шалти ĕçсен уйрăмĕн ĕçне япăх витĕм памасса шаннине пĕлтерчĕ. – Эпир яланах сирĕн ведомствăна шанатпăр. Çавăнпа мĕнпур енчен пулăшу пама тăрăшатпăр. Асгат Сафаровпа унăн пултаруллă командине тав тăватăп. Полици те пирĕншĕн тухăçлă пуласса шанатăп, – терĕ вăл.
Реформа тенĕрен, ун çинче Асгат Сафаров уйрăмах чарăнса тăчĕ. Çак реформа тытăннăранпа республикăра кашни 8-мĕш милиционер штатне кĕскетнĕ, ку вăл 3000 сотрудник. Çитес вăхăтра тепĕр 2500-шĕ ĕç вырăнĕпе сывпуллашĕ. Паллă ĕнтĕ, çăмăл иртмест вăл, кадрсене çĕнĕрен вĕрентессипе те ыйту нумай. Сотрудниксен аттестаци иртмелле. «Иккĕленместĕп, кашни сотрудник аттестаци иртеймест, анчах ку тĕп тĕллеве пурнăçлама – ведомствăна наянсенчен тасатса тĕп тĕшше сыхласа хăварма май парать», – терĕ министр кун пирки.
 
: 1048, Хаçат: 3 (889), Категори: Коллеги

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: