Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 18-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче пĕлтĕрхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 22-мĕшĕччен республикăри заправкăсене тĕрĕслесе тухнине пĕтĕмлетсе брифинг ирттерчĕç. Çак уйăхлăха Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов хушнипе ТР Паха топливăпа тата энергетика ресурсĕсемпе усă курассипе ĕçлекен управлени тата ТР ШĔМ подразделенийĕ тĕрĕсленĕ.
Управлени начальникĕ Роберт Гилязиев сăмахĕпе, иртнĕ тĕрĕслев çуллахинчен хĕллехи топливăна куçнипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен виçĕмçул ирттернĕ уйăхлăхра дизель топливине хĕллехи тесе çуллахипе хĕллехине хутăштарса сутнине асăрханă.
Хальхинче 508 заправкăна тата 10 нефтебазăна тĕрĕсленĕ. Пурĕ 978 мотор топливин пробине тĕрĕслеме илнĕ. Вĕсенчен 47 проби уйрăм кăтартусем тăрăх ГОСТпа килĕшсе тăман: 7 проба (тĕрĕсленĕ пробăсенчен 0,9 проценчĕ) бензинпа, 40 проба вара дизель топливипе (20,2 процент). 33 объект материалĕсене прокуратурăна панă.
Правăна сыхлакан органсем çав вăхăтрах 313 заправка, 23 нефтебаза тата 5 нефть сыхланакан вырăнсене тĕрĕслесе тухнă. ТР Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленийĕн уйрăмĕн начальникĕ Ренат Акчурин каланă тăрăх, тĕрĕслесе пынă вăхăтра законсăр майпа предпринимательство ĕçĕсем тунисене, тавар паллисене тĕрĕс мар усă курнисене тата вăрланисене тупнă. Çапла административлă право нормисене пăснипе пурĕ 70 протокол тунă тата 25 уголовнăй ĕç пуçарнă.
Роберт Гилязиев каланă тăрăх, Тутарстанра çакăн пек тĕрĕслев ĕçĕсем малашне те пулаççĕ. Çаплах журналистсен ĕçĕсене те палăртса хăварчĕ: «Енчен те хаçатсенче тата телекуравпа штраф панă заправкăсем çинчен çырчĕç тата кăтартрĕç пулсан, айăпа кĕнĕ АЗСсем час кăна йăнăшĕсене тӳрлетме пикенеççĕ. Çапла эпир малашне те тĕрĕсленĕ вăхăтра прессăна хамăртан хăвармастпăр».
 
: 1013, Хаçат: 3 (889)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: