Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

А.П.БИКМУРЗИН юрист ăнлантарать.
Пирĕн аннене 2010 çулхи январь уйăхĕнче вăрçă инваличĕн тăлăх арăмĕ тесе çурт-йĕрпе тивĕçтерме списока кĕртрĕç. Март уйăхĕнче списокран кăларни çинчен пĕлтерекен хут ярса пачĕç. Малтан БТИрен килсе виçсен 23 процент таран кивелнĕ тенĕччĕ, тепре килчĕç те 58 процента хăварчĕç.
2000 çулта аннен пӳрчĕ пурăнма юрăхсăр пулнипе пурăнма хам пата илсе килтĕм. Пирĕн патра вăл пропискăра тăрать. Хăйĕн çуртне вара 6 пин тенкĕпе пĕр тăванне пачĕ.
Районта мана: «Эсир пĕр çемье, пурăнма вырăн çитет», – теççĕ.
Ăçтан эпир пĕр çемье пулар-ха? Манăн хушамат Ятманова, унăн – Макарова. Енчен те эпĕ ун патĕнче пурăнатăп пулсан ăнланма пулать-ха. Вăл вĕт ман патăмра пурăнать. Манăн хамăн çемье, 4 ача. Пĕри хампа пурăнать. Мĕнле интереслĕ вĕт-ха, упăшкисемпе пенсие çитиччен пурăнакансене, ачисене пĕрле пăхса ӳстерекенсене, халĕ ывăлĕсемпе пурăнакансене хваттер пачĕç. Пирĕн анне 1953 çултанпа пĕччен пурăнса икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Аттене ыррине те, усаллине те курман, астумастпăр та. Аннене нимĕн те çук. Мĕн тума пирĕн çĕршывра тĕрĕслĕх çук-ши?
Законсемпе постановленисене те вулатпăр, президентсем каланине те итлетпĕр, анчах та нимĕн те тăваймастпăр. Законсем пирĕншĕн мар. Çӳреме, калаçма пултаракансем списока кĕменнисем те хваттер илчĕç.
Нивушлĕ пирĕн анне хваттер илме тивĕç марччĕ-ши?
Валентина ЯТМАНОВА.
Çĕпрел районĕ,
Çĕнĕ Упи ялĕ.
 
Пирĕн патшалăх хăйĕн çыннисем çинчен шутламасть мар, паллах. Тĕрлĕ çăмăллăхсемпе гарантисем парать. Çав шутрах çурт-йĕрпе те тивĕçтерет.
Хăш-пĕр категориллĕ çынсене патшалăх çурт-йĕр илме тĕрлĕ майсем тупса парать. Çакăн пек категорие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе ветеранĕсем, вăрçă инваличĕсен тата вилнисен çемйисем кĕреççĕ.
Çак категорие кĕрекен çынсемшĕн РФ Президенчĕ ятарлă Указ кăларнă. РФ Президенчĕн 2008 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тухнă «1941-1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» 714№ Указĕпе килĕшӳллĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вăрçа хутшăннисен, инвалидсен, вилнисен çемйисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕçе хăвăртлатма хушнă.
Анчах та, хваттер илмешкĕн пĕр указ çеç çителĕксĕр, ытти законсене те пăхăнма тӳр килет.
Патшалăх тата муниципаллă çурт-йĕр фончĕн пурăнмалли пӳлĕмсене социаллă майпа тара илекен килĕшӳпе параççĕ (РФ Çурт-йĕр кодексĕн 49-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ).
Хваттер е укçа, паллах, пурне те парăнмасть. Çак категорие пурăнмалли вырăн пулманнисем е çитменнисем кĕреççĕ. Кун пирки РФ çурт-йĕр кодексĕн 51-мĕш статйинче каланă. Çитменнине тата тепĕр закона та пăхăнмалла. Унта çурт-йĕр паракан норма учетне палăртнă. Кашни республикăра, облаçра хăйне тĕрлĕ. Сăмахран, Самар облаçĕнче 14 тăваткал метр пулмалла, Тутарстанра вара 12 çеç.
Редакцине янă çырура Валентина Ятманова амăшне пĕр çемьене кĕртнипе пăшăрханать, унпа килĕшмест, амăшĕ унăн çемйи мар тата хушамачĕсем те урăх тет.
Хисеплĕ Валентина Егоровна, енчен те аннĕр сирĕн патăрта пропискăра тăрать пулсан тата унтах пурăнать-тĕк, вăл Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшӳллĕн, сирĕн çемйĕр пулса тăрать. Эсир пурăнакан çуртра çын пуçне 12 тăваткал метр тухать, çавăнпа та сире хваттер пама сăлтав çукки çинчен çыру ярса пĕлтернĕ.
РФ Çурт-йĕр кодексĕн 54-мĕш статйинче çакăн çинчен пĕтĕмпех ăнлантарса панă. Шел пулин те, сирĕн аннĕре патшалăх хваттер парайманнин сăлтавĕ законра.
 
: 1074, Хаçат: 2 (888), Категори: Юрист хуравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: