Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Альших ял библиотекине кĕрсен пĕр вăхăт тĕлĕнсе тăтăм. Чăваш тумĕ тăхăннă тăхăр пĕчĕк чиперкке çыхса лараççĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем кунта чăваш йăли-йĕркисем çинчен урок ирттерме килнĕ. Ку урока вĕсем Ирина Петровна Тимрякова вĕрентекенĕпе пĕрле хатĕрленнĕ пулсан та, паян ăна библиотекарь Венера Саитгареевна Иванова ертсе пырĕ. Çак мероприятие курма ачасен ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ.
Урамра сивĕ хĕл хуçаланать. Çак вăхăтра ĕлĕк чăваш халăхĕ улах ларнă, ал ĕç тунă, юрăсем шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Ача-пăча вăйăра савăнать, тавра курăмне анлăлатать, пурнăçа вĕренет, анлăрах та тарăнрах шухăшлама хăнăхать тата ытти те. Ĕлĕкхи ачасен вăййисем те аслă çулхисен ĕç-хĕлне сăнласа кăтартнă. Вĕсен ака тумалла, тырă вырмалла, лашалла, катаччи чупмалла, сунарла вылянă. Ачасем «Çерем уçса вир акрăм» юрăпа, юрланă май тунă хусканусемпе, куçăмсемпе паллаштарчĕç, улах хĕрĕсем çĕрĕ хумалла та вылярĕç. Çулталăк вăхăтне кура ачасен вăййисемпе юррисем те улшăннă. Хĕле халалласа юрланă юрăсемпе те паллаштарчĕç хĕрпĕрчисем, сăвăсем каларĕç. Чăваш тумтирĕ, тĕрри, савăт-сапи, кил-çурт, ĕç хатĕрĕсем çинчен пĕлнине çирĕплетсе ыйтусем çине хуравларĕç. Венера Саитгареевна юптарса панă «Сӳтĕк сунарçă» юмах кĕçĕн çулхисене те, аслисене те килĕшрĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле чăваш апат-çимĕçĕпе чей ĕçрĕç, библиотекарь аллинчен тĕслĕ кăранташсем парне илчĕç. Ялти Культура çуртĕнче тăван чĕлхене юратма, йăла-йĕркесене пĕлме, вĕсене сыхласа хăварасси çинчен иртнĕ урока вĕçлесе Р.В.Дубова директор халăх юррисене юрласа пачĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен 9 хĕр ачаран малашне фольклор ушкăнĕ йĕркелес шухăшне пĕлтерчĕ.
Венера Саитгареевна çак ялтах çуралса ӳснĕ. Вулав çуртĕнче 13 çул тăрăшать. Альших ял хутлăхĕнчи виçĕ яла кĕнекесемпе тивĕçтерет. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав ятпа ăна ĕçтешĕсем, тăванĕсем саламларĕç. Муниципаллă район администрацийĕ ун ĕçне Хисеп хучĕ парса хакларĕ.
 
: 1203, Хаçат: 2 (888), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: