Ачасен хĕллехи канăвне усăллă та хаваслă ирттерес тĕллевпе шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Матакри вăтам шкул (Çĕпрел районĕ) çумĕнчи «Хĕллехи халап» лагере тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем январĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕшĕччен çӳрерĕç.
Лагерĕн пысăках мар коллективĕ (ертӳçи Т.Барышова, воспитательсем Л.Шингарева (6-мĕш класс ертӳçи), А.Шумилова (9-мĕш класс ертӳçи), физкультура учителĕ А.Шингарев) кану программине питĕ интереслĕ йĕркеленĕ. Кашни куна тĕрлĕ темăна халалланă: «Витаминия» çĕршывĕнче», «Хĕл Мучин мастерскойĕ», «Раштав елки» тата ытти те. Паллах, хĕллехи каникул-тăк, лагерьти кану та шкулти классенче кăна иртмест. Хальхинче те акă ачасем уçă сывлăшра нумай уçăлса çӳренĕ, вылянă, çывăхри вăрмана йĕлтĕрпе кайнă. Юртан чи хитре кĕлетке ăсталассипе конкурс та пулнă.
Вĕçен кайăксем пирки те манман шкул ачисем, ара, çак пĕчĕк чунсене хĕллехи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар-çке, апат тупма хĕн. Çакна шута илсе ачасем вĕсем валли пĕчĕк сырăшсем ăсталаса йывăçсем çине çакнă. Раштав уявĕ пирки те уйрăммăн каламалла. Ăна паллă тумасăр мĕнле ирттĕр-ха? Ачасем ку енĕпе сахал мар тăрăшнă, Раштав открыткисемпе кăшăлне хатĕрленĕ, тĕнчери тĕрлĕ халăх ăна мĕнле паллă тунипе паллашнă. Çĕн çул çинчен юрăсемпе сăвăсем вĕреннĕ. Чи интересли – шкул умĕнче ӳсекен чăрăшсенчен пĕрне капăрлатни, уяв кун юрăсем юрласа ун йĕри-тавра çаврăнни.
Урамра уçă сывлăшра выляса кĕрсен шкулта та вăхăт питĕ иртереслĕ иртнĕ ачасен. Вĕсене кунта хĕллехи викторинăсем, сĕтел çи вăййисем, интереслĕ мультфильмсем кĕтнĕ.
Яланхи пекех лагерь «Алло, эпир талантсем шыратпăр!» концертпа тата «Хаваслă старт» вăййипе вĕçленнĕ. Пĕр сăмахпа, хĕллехи канăва ачасем тепĕр каникулччен аса илмелĕх те пур, унăн кашни кунне сăн ӳкерсе çирĕплетсе пынă-çке.