Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раштав каçĕ Тутарстанăн Чăваш наципе культура автономи канашĕн членĕсемшĕн тĕлĕнмелли лару-тăрура иртрĕ.
ЧНКАн хастар ĕçченĕсем, Кама леш енчи районсен ЧНКЦ ертӳçисем, Аксу районĕн ертӳçисем çав каç Аксу районĕнчи «Сувар» кафере пуçтарăнчĕç.
ЧНКА канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев тĕлпулăва республикăри Чăваш наципе культура автономийĕ çулталăкра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, чăвашсен пурнăçне интереслĕрех тăвас тесе тăрăшса ĕçлекенсене тав турĕ. «ЧНКА канашĕнче ĕçлекенсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрĕсен ертӳçисем, чăвашсемпе ĕçлесси вĕсен тĕп ĕçĕ мар пулин те, вăхăчĕ хĕсĕкрех пулнине пăхмасăр, тăван чĕлхене, тăван халăх культурине аталантарас ĕçре чунĕсене парса тăрăшаççĕ», – тесе палăртрĕ Константин Геннадиевич.
Аксу район пуçлăхĕ К.Гилманов чăвашсем çав тери ĕçчен пулни, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнма тăрăшни пирки каларĕ. Районта пысăк ĕçсем ирттернĕ çĕрте яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.
Пурнăçланă ĕçсемпе кăна çырлахмалла мар, ума тата çĕнĕ тĕллевсем лартмалла. Ку тĕлĕшпе кашни тĕрлĕрен сĕнӳ пачĕ. Мĕнле ĕç, ăçта, хăçан, камсемпе ирттерсен халăха пысăк усă кӳме пултарассине сӳтсе яврĕç. Аксура пурăнакан генерал-майор А.Молоствов, тĕслĕхрен, тĕрлĕ районсенчи чăваш ялĕсенче халăхпа тĕлпулусем ирттерме сĕнчĕ.
Районсенчи ЧНКЦсене нумай çул ертсе пыракансем А.Клементьев (Нурлат), В.Мошков (Элкел), П.Плотников (Чистай). В.Юнусова (Анат Кама) çамрăксене хăйсен ĕç майĕ-мелĕсемпе паллаштарчĕç.
Пĕр шухăш-канашлă çынсем хушшинче кăмăллă, ăшă калаçу пынă май чăваш юрри-кĕввисем янăрарĕç. Концерт программине Аксу ЧНКЦ ертӳçине пулăшаканĕ А.Артамонова хатĕрленĕччĕ.
 
: 1037, Хаçат: 2 (888), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: