ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов çак кунсенче Пăва районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ визита вăл Пăвари ветеринари техникумĕнчен пуçларĕ.
Техникум министрăн тимлĕхĕнче пулнинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен çак кун унта республикăри районсенчи ветеринарин тĕп тухтăрĕсем техникумăн юлашки курсĕнче вĕренекенсене производство практикине (3,5 уйăх) хăйсем патĕнче иртме чĕнмешкĕн пуçтарăннă.
Практика вăхăтĕнче район студентсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тата лайăх ĕç укçипе тивĕçтермелле тесе хушать ТР Министрсен Кабинечĕн Ветеринарин тĕп управленийĕ. Çавăн чух çеç çамрăк специалистсем яла ĕçлеме юлĕç.
Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ку енĕпе лару-тăру йăлтах лайăх теме çук. Мĕншĕн тесен агропромышленность комплексĕсен 70 процентĕнче çеç ветеринари специалисчĕсем пур. Сăлтавне те ăнланмалла: çамрăк специалиста тивĕçлĕ çурт-йĕрпе, ĕç укçипе тивĕçтерменнипе вĕсем ялта юласшăн мар. Акă мĕншĕн М.Ахметов министр тĕп ветеринари тухтăрĕсемпе студентсен тĕлпулăвне хăй хутшăнма кăмăл тунă.
Техникум хыççăн вăл районти выльăх-чĕрлĕх фермисене çитсе выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарнипе, çемье фермисемпе харпăр хуçалăхсем мĕнле аталаннипе паллашнă.