Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА хальхи вăхăтра ача садне вырнаçма 25 пин ача (вĕсенчен 17 пинĕ Хусанта) черетре тăрать. Республикăн тĕп хулинче лару-тăру кăçалах лайăх енне улшăнасси çинчен каланă хула мэрĕ И.Метшин. ТР Президенчĕ Р.Минниханов ача сачĕсене юсама, çĕннисене лартма укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Ача сачĕсен ыйтăвне Хусанта виçĕ мелпе татса пама планлаççĕ: унччен лартма пуçланă садик строительствине вĕçлемелле (вĕсем пурĕ 3), çĕннисене лартмалла (5), урăх организацисене панă унчченхи ача сачĕн 7 çуртне каялла тавăрмалла. Кунсăр пуçне Хусанти Советски, Атăлçи, Ново-Савиновски районĕсенчи ипотекăпа лартакан çĕнĕ çуртсем патĕнче садик валли уйăрнă 22 вырăн пур.
АКТАНЫШ муниципаллă районта пулăçăсем Хĕл Мучи призĕшĕн ăмăртма питĕ кăмăллаççĕ. Унта пăр касса пулă тытассине хăш-пĕри çын сăмахĕ тăрăх кăна пĕлет пулин те ăмăртăва хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал Раштав уявĕнче иртнĕ ăмăртура 20 пулăç пăр çине тухнă. Вĕсен хушшинче хĕрарăм та пулнă, вăл Азякуль ялĕнче пурăнать-мĕн. Пулăçăсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – «пулăллă» вырăна тупасси. Ăмăртăва темиçе номинаципе пĕтĕмлетнĕ: чи нумай, чи пысăк, чи пĕчĕк пулă тытасси, чи пĕчĕк пулăç, хĕрарăм-пулăç тата ытти те.
Ăмăрту вĕçленсен пурне те тутлă пулă шӳрпи кĕтнĕ, Хĕл Мучи пылак çимĕçпе савăнтарнă, çĕнтерӳçĕсене укçан парне парса чысланă.
ЭЛМЕТ Прокуратури ыйтнипе районти 50 водителĕн правине туртса илнĕ. ТР Прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, ку водительсем наркологсем патĕнче учетра тăраççĕ. Суд прокуратурăн çакăн йышши тепĕр темиçе ыйтăвне пăхса тухать. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, районта нарколог патĕнче учетра тăнă 58 çыннăн водитель прави пур.
АНАТ КАМА районĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьене çăлнă. Кушниковăри фермер хуçалăхĕн территорийĕнчи вакунра арăмĕпе упăшки тата 10 уйăхри пĕчĕк ачи пурăннă. Вакуна вĕсем вутă хутса ăшăтнă, электроэнерги вырăнне краççын лампипе усă курнă. Апат-çимĕç туянма вара 25 çухрăмри Шереметьевка ялнех çӳренĕ. Робинзон евĕрлĕ пурăннă çемьене инкек тухман пулсан, тен, асăрхаман та пулĕччĕç. Вĕсен пĕчĕк ывăлĕ хытă чирлесе ӳкнипе медицина пулăшăвĕ кирли çăлнă. Пепкен ашшĕ Шереметьевкăри пĕр пĕлĕшĕ патне мобильлĕ телефонпа шăнкăравласа пулăшма ыйтнă. Вĕсем вара МЧС ĕçченĕсене чĕннĕ.
Юр çийĕн çӳрекен техникăпа çемьене Шереметьевка ялне илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра кивĕ, пушă çурта вырнаçтарнă. Вырăнти ял хутлăхĕ вĕсене пропискăна тăратас ыйтупа ĕçлет.
СПАС. Пăлхар хулинчи Çăкăр музейĕ валли Атăлçи тăрăхĕнчи юсаса çĕнетнĕ пĕртен-пĕр армана тата ун валли Голландире хатĕрленĕ арман чулне çитес вăхăтра Пăлхара кӳмелле. Сызрань специалисчĕсем хальхи вăхăтра ăна ĕçлеттерсе тĕрĕслеççĕ. Никĕсне пĕлтĕр çуллах хатĕрленĕ, музейре армана кăçал çуркунне вырнаçтарма хатĕрленеççĕ.
Хальхи вăхăтра профессиллĕ арманçа шыраççĕ. Паллах, кун пек çынна тупма çăмăл мар, çапах та арманçă ăсталăхне ашшĕ вĕрентсе хăварнă специалиста тупнах. Арман ĕçлеме тытăнсан туристсем тырра авăртса çăнăх мĕнле пулнине, кайран çăкăр мĕнле пиçнине хăйсен куçĕпе курма май пулать. Кун валли музей территорийĕнче ĕлĕкхи майпа çăкăр пĕçернĕ пекарня лартма та планлаççĕ.
 
: 1139, Хаçат: 2 (888), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: