Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплĕ ентешĕмĕр, сăвăç-профессионал Михаил Сениэль Çĕнĕ çул умĕн 70 çул тултарчĕ. Михаил Павлович! Сире 70 çул тултарнă ятпа Кивĕ Саврăшри вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем çирĕп сывлăх, тата та ăнăçлă хайлавсем çырмашкăн вăй-хăват, хавхалану сунатпăр. Эсир çырнисене вун-вун çул кăмăлпах вулатпăр. Кулленхи пултарулăх анинче Эсир пире çул уçса пыраканĕ пулатăр. Эпир Сирĕнпе мăнаçланатпăр!
Михаил Сениэль – паллă чăваш поэчĕ. Унăн чăн хушамачĕ-ячĕ – Егоров Михаил Павлович. Хушма ячĕ героним, илемлĕ литературăри сăнар ятне илнĕ. Вăл вун пиллĕкрен те ытларах кĕнеке пичетлесе кăларнă, «Çилçунат», «Ялав», «Тăван Атăл» журналсен премийĕсен лауреачĕ.
Михаил Сениэль 1940 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Вулама ăна амăшĕ пилĕк çулта чухне вĕрентнĕ. Автор «Тантăш» хаçат корреспонденчĕпе калаçнинче çакна палăртать: «Вулама-çырма мана анне эпĕ пилĕк çулта чухне вĕрентрĕ. Сăвва малтан улттă-çиччĕсенче пуçра сăвăлаттăм, каярахпа хут çине çырса хума пуçларăм. 1949 çулта, саккăрта чухне, çырнă икĕ сăвă халĕ те упранаççĕ, çав вăхăтра хут çине чернилпа çырса хунăскерсем, хăçан çырнине те кăтартма манман – типтерлĕ ача пулнă», – аса илет Михаил Павлович. Тĕслĕхрен, 1949 çулта çырнă «Тантăшсем» сăввине илер. Ку сăвă «Коммунизм ялавĕ» (хальхи «Хыпар») хаçатра 1990 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Поэзи кĕтесĕ» рубрикăра кун çути курнă. Сениэль асăннă сăвăра шкулта пĕрле вĕреннĕ чухнехи туслăха сăнланă. Шкул картишĕнче тĕвĕленнĕ юлташлăх «ӳлĕмрен ăçта пулсан та» иксĕлмĕ, тет çамрăк Мишша, çакна ачалла çирĕп шанса тăрать.
Михаил поэт пуласса 1952 çултах систерет. Вăл Пушкинăн «Манăн ĕмĕт» сăввине вуланăçемĕн «поэт пулас килет» тĕллеве çирĕп тытса пыма тăрăшнă.
Çамрăк Сениэлĕн сăвă çырас ăсталăхĕн ӳсĕм çул-йĕрне палăртса пынă май, унăн пултарулăхне, поэтикин хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕшне çеç уçса пама тăрăшăп. Тĕрĕсрех каласан – Михаил Сениэлĕн кун-çулне çырса кăтартнă май, илемлĕ чĕлхипе сăнлăхсем тăвас ăсталăхне тишкерĕп. Паллах, поэт шухăш-туйăмĕсене, кĕрешӳ çулĕсене, шырав меслечĕсене ăнланмасăр пĕр хайлавне те алла тытса тишкерес теместĕп.
Михаил Сениэль Саврăшпуçĕнчи тулли мар вăтам шкултан 1954 çулта вĕренсе тухнă. 1957 çулта Аксу поселокĕнче вăтам шкул пĕтернĕ. Каярах Аксура вĕреннине аса илсе сăвăç «Тунсăхлă вальс» çырнă (М.Сениэль. Савăнăç куççулĕ. Сăвăсем. – Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1984, 54с.). Çак икĕ сакăр йĕркеллĕ çаврăмра автор пирвайхи савнийĕ ун патне килменни, мĕскершĕн-тĕр туслăх татăлни çинчен çырать. Çак ĕç «тӳпе хĕрри вутлă кĕрхи Аксу урамĕнче каç пулнă вăхăтра» пулса иртнĕ. Ку, чăнах, «кичем самант», ăна Сениэль икĕ çаврăмра темиçе хут каласа шухăша çирĕплетет. Анчах астăвар-ха, кĕрхи сивĕ çумăр пĕлĕчĕсем иртеççĕ – çут çанталăкăн çĕнĕ вăхăчĕ çитет – хĕлле. Хĕвел анса пытаннă, каç пулнă – кун та çĕрпе, унтан ирпе ылмашăнать. Нимĕн те яланлăха мар, пулни иртет, «тунсăхлă вальс» та иртет – çĕнĕ пурнăç, юрату килет. Автор чунра йĕр хăварса иртнĕ пулăмсемшĕн кулянать пулсан та малашлăха, ыррине, савăнăçлине шанать.
Сениэль чĕлхи ăнланмалла, вулакана ют мар, сăнлăхĕсем те вырăнлă. Автор туйăмĕсем, чун-чĕре хусканăвĕсем çыншăн вырăнлă, вĕсем пурнăçри чылай пулăмсене ăнланма пулăшаççĕ.
Михаил Сениэль вунă класс пĕтернĕ тĕлелле ик çĕр алла яхăн сăвă-поэма, новелла-калав хайланă. Вĕсене пуçласа Хусанти чăваш хаçатĕнче 1956 çулта пичетленĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне «Аслатиллĕ çумăр хыççăн», «Саврăшпуçĕн, ай-хай, савăк тĕнчи», «Урокра» калавсемпе «Ял ачисем» повесть çырнă. Сăмахран, 1957 çулхи кăрлач уйăхĕнче «Хĕллехи каникулта», çав çулах ака уйăхĕнче «Вырсарни каç», 1958 çулта «Фельетонист суранĕсем» калав-новелла, «Билет сутнă чух» сценка çырнă.
1959 çулта сăвăç Чистай хулинче медицина училищи пĕтернĕ. Медицина училищинче вĕреннĕ вăхăтра Сениэль Чистай паркĕнче пĕччен çӳреме юратнă.
Эп пĕччен – чи хитри.
Талантпа та,
Чун вăйĕпе те маттур та
пуçтах…
Савăнăçпа йăлкăшать
мăшăр куçăм.
Шутламастăп та пуç усма…
Анчах ун лирики пĕччен чух çеç «çунатлă», шухăша ирĕке ярса, савăнăçлă, телейлĕ пулнă темелле. Вара каçхи эстрада, ташă площадки, «парк тулли яш ача» – Сениэле вăтантарнă. Ял ачи пулни, «катемпи пек çи-пуçĕ» мĕскĕн те пĕчĕк çын евĕр кăтартнă. Сăвва Михаил Павлович риторикăллă ыйтупа вĕçлет, «Чистай паркĕ, çакна эсĕ мĕншĕн уçса патăн-ха халĕ», – тет. Лирикăлла герой вăтанать çеç мар, çитмен пурнăç ăна кулянтарать, тарăхтарать, çынсенчен те ютшăнтарать. Çак сăвва вуласан хула ял ачисемшĕн пысăк чăрмав пулнине ăнланса илетĕн.
Фельдшер дипломне илнĕ çамрăк икĕ çул тăван Аксу районĕнчи ялсенче ĕçленĕ. Унтан Михаил Егорова Карл Маркс колхозĕнчи çамрăксен комсомол организацийĕн комитетне секретаре суйлаççĕ. Ăна колхоз правленийĕ шалу тӳлесе тăмалла пулнă, уйăхне пилĕк тенкĕ укçа та утмăл ĕç кунĕ. Поэт виç уйăх ĕçлесе те пĕр пус ĕç укçи илеймест, çавна пула колхоз парторгĕпе тата председателĕпе хирĕçĕве кĕрет. Пуçлăхсем хĕснине тӳсеймесĕр 1961 çулта кӳршĕллĕ Çарăмсан районне тухса каять, унта «По ленинскому пути» вырăсла хаçат редакцине ĕçе кĕрет. Тепĕр çул, çу уйăхĕнче, хаçата хупнă хыççăн, çамрăк поэт Саврăшпуçне таврăнать, çĕрĕн-кунĕн хăйĕн пуласлăхĕ çинчен шухăшлать, унчченхиллех нумай çырать. Хусан университетне кĕме хатĕрленнĕ хушăрах пысăк поэма хайлать – «Уяв ĕшни». 1962-1967 çулсенче Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕллĕ патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Вĕреннĕ чух стройкăра ĕçлекенсен отрядне çырăнса инçетри Казахстан çĕрĕсенче çерем уçса çӳрет, пурнăç тенине витĕрех курса ăнланма пуçлать. Михаил Сениэль çав хушăра стройотряд пурнăçĕ çинчен пĕр ушкăн сăвăсен ярăмне хайлать. Кам студент чухне стройотрядра пулса курнă, çав Сениэлĕн ку тапхăрти сăввисене ăнланма тивĕç.
Хусан университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл (сăвăç) пушшех те ăнăçлă ĕçленĕ. Ку тапхăрта Михаил Сениэль новелла хыççăн новелла шăрçалать. «Тĕллеве çирĕп тытса пытăм» асаилĕвĕнче вĕреннĕ вăхăт çинчен автор çапла калать: «Поэми иккĕ-виççĕрен ытла мар, сăввине ик çĕр алла яхăнах сармакланă. Çухалса пĕтни тепĕр аллă пуль. Калавсем, повесть, драмăллă сценăсем çырнă. Повеçĕ халĕ çухалнă. «Ял ачисем» ятлăччĕ, çирĕм тăватшар страницăллă икĕ тетрадь. Калавĕсемпе пьеса пеккисем упраннă. Хăшĕ-пĕри пичетре те тухнă. Упранса юлнă сăвăсем – ултă автор листи, тăватă пин йĕрке ытла! Ун чухне çапла талпăнса ĕçлени каярахпа йывăра килчĕ, час-часах чирлеме пуçларăм, пуç ыратнипе аптрарăм, сывлăха пула 1964 çулта чутах Хусан университетĕнчен пăрахса каймарăм, Турă сыхларĕ пулмалла, аннепе аттен вĕри кĕллине Турă илтсе хĕрхенчĕ пулĕ. Сывалтăм, вĕренсе те тухрăм, паян кунчченех пурăнатăп. Вун виçĕ кĕнеке пичетлесе кăлартăм… Çырас ĕмĕт татах та пысăк!»
1971 çулта, университетран вĕренсе тухсан, Михаил Павлович Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлет. Вăл вун икĕ çул хушши – малтан илемлĕ сăмахлăх редакторĕнче, унтан ача-пăча сăмахлăхĕн аслă редакторĕнче вăй хурать. Издательствăра ĕçлеме пуçласан яш чухне çырнисене пухса «Каçăн сенкер уйăхĕ çутă» проза кĕнеки кăларнă.
1974 çулта Сениэле, тăватă кĕнеке авторне, СССР Писательсен союзне илнĕ. 1979 çултанпа М.Сениэль – çыравçă-профессиона л.
1987-1989 çулсенче Михаил Павлович Мускавра литература институчĕн аслă курсĕнче ăсталăхне туптанă, халĕ литература ĕçĕпе пурăнать. Сениэль тĕрлĕ жанрпа çырать. Вăл поэт та, прозаик та, публицист та.
Çыравçă-ентеш хайлавĕсене украин, азербайджан, белорус, туркмен, поляк, еврей, тутар, пушкăрт, осетин халăхĕсен чĕлхисемпе те пичетлесе кăларнă. Михаил Павлович Сениэль хăй те чăвашларан ытти чĕлхесене куçарать. Ăна паллă куçаруçăсен шутне кĕртсен те йăнăш пулмасть. Вырăс, тутар, пăлхар, венгр, поляк чĕлхисенчен чăвашла куçарнисене те манма юрамасть.
М.Сениэлĕн тепĕр паллă енĕ – кĕвĕ ăстисем унăн сăввисемпе усă курса юрăсем хайлани. Чи паллисем çаксем: «Н-нари и к-нари» (А.Асламасăн), «Шкул вальсĕ» (Г.Маркияновăн), «Манаймастăп сана», «Хумсем», «Кам мĕн хушать» (Г.Хирбю), «Хĕвелĕм!» (О.Агакован), «Каччă» (А.Васильевăн), «Анне çинчен хывнă баллада» (Ю.Кудаковăн). Владимир Павлович Егоров композитор та, сăвăçăн шăллĕ, Сениэль сăввисемпе юрăсем ăнăçлă хывать. Аксу тăрăхĕнчи чăвашсем вĕсен юррисене питĕ ăшшăн йышăнаççĕ, концерт-уявсенче ентешсен сăвви-кĕввисене итлесе киленеççĕ.
Михаил Павлович Сениэль пурнăçра нумай хура-шурра курнă, çыравçă ĕçне алла илес тенĕ чух ăна «ура хурса тăллантаракансем», хайлавĕсене тĕрĕс тишкермесĕр чăрмантаракансем те пулнă. Автор асаилĕвĕнче «хытă хĕсрĕç» тет. Анчах чăваш çыравçисен XIV съездĕнче вăл çапла каласа тавăрнă: «Господасем! Нимех те тăваймарăр вĕт, пĕтмерĕ Сениэль!», – тенĕ. Паян кун Сениэль пултарулăхĕпе интересленекен çапла калама пултарать: «Çыравçă ăсталăхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕплĕхĕ çултан-çул туптанса пынă. Чăваш литература историйĕнчи вырăнне М.Сениэль хăй шыраса тупрĕ, ăна тивĕç пулчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр нумай ĕçлесе вулакансен ырă сăмахне кĕтсе илчĕ, пултаруллисен шутне кĕчĕ. Ара, талант пур çынна, шанчăка çухатманскере, нимĕнле йывăрлăх та путарса хурайман». Эпĕ те çак сăмахсене каланă пулăттăм. Хамăн ентеш-çыравçă çирĕп кăмăллă, пултаруллă пулнишĕн хĕпĕртетĕп.
Сениэлĕн, темле шалти асамлă ăсталăх пур пулсан та, сăнарлă сăмах йышĕ, сăнарлăх мелĕсем, хайлавсенче тӳрех парăнасшăн пулман. Çавна пула пулас профессионал-поэт нумай вĕренме-çырма тăрăшнă. Паллах, чĕлхене илемлĕ те витĕмлĕ тумалли тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсене (эпитет, танлаштару, сăпатлантару, мăнлату тата ытти те) Михаил Павлович усă куракан чĕлхене 80-мĕш çулсенче пысăк хавхалану сĕмĕ кӳнине палăртмалла. Сăмахран, Юрий Артемьевăн сăмахĕсене илер: «Сăмах мехелне, фраза йывăрăшне туйса ĕçленине М.Сениэль пултарулăхĕнче сăнатăп та чылайранпа, хĕрĕхрисен ăрăвĕпе тăван литература каçалăкне тăнă сăвăç хăй тантăшĕсенчен хăш-пĕрисем суйласа илнĕ çăмăл çул сулăмĕн вăйне çĕнтерме пултарчĕ. Лешсем ылтăн сăмах-кирпĕчсенчен поэма-çуртсем васкасах купаланă хушăра поэт вĕткеленмесĕр, пуçтарăнса ларса ĕçлени сисĕнчĕ. Вăл хăй ку таранччен пултарнине тиркевлĕ сăвăрса, тепĕр хут алларĕ-хакларĕ пулас, ун сăввисем шухăш-туйăм тĕлĕшĕнчен тарăнланчĕç, вĕсене юлашки вăхăтра çынсен чун-чĕрипе шухăш-кăмăлĕнче палăрма пуçланă улшăнусем сăрхăнса кĕчĕç. Хамăр савакан, кулленхи пурнăçăн пысăк мар тапхăрти хивре пăрнăçĕ, эпир малалла шанчăклăрах утма пикенни поэта вăй хушрĕ, хавхалантарчĕ…» (Ю.Артемьев. Ирĕк шухăшсем. 1991. 86 стр.). Юрий Михайлович сăмахĕ тĕрĕсех. Çыравçă ĕçне çиелтен хаклани вырăнлă мар. Маларах Михаил Сениэль пурнăçĕ çинчен калани унăн хайлавĕсен поэтикине, илемлĕ сăнлăхсем тăвас ăсталăхне тĕрĕс ăнланса хак пама пулăшĕ. Çыравçă тĕнче курăмĕпе кун-çулне пĕлсен хăш-пĕр хайлавĕсенчи пулăмсене, тĕп геройсен шăписене ăнланма пулать.
«Поэзире, пĕтĕм литературăра чи кирли – пуян чĕлхе. Вăл – тĕп никĕс. Кăна пĕлмен сăвăç çук пулĕ… Чĕлхене хуçа пулмасăр, сăмаха мĕнле кирлĕ çапла (анчах пăсмасăр, хуçмасăр) авкалама вĕренсе çитмесĕр, пирĕн Европа культурин шайне çĕкленнĕ поэзи техникине алла илмесĕр пысăк шухăшлă та илемлĕ, уçăмлă та витĕмлĕ япала çырма çук», – тенĕ Петĕр Хусанкай. Михаил Сениэль аслă поэт сăмахĕсене ăша хывнă пулмалла. Вăл ХХ ĕмĕрĕн вĕçĕнче хăйĕн ăсталăхне, çыравçă чĕлхине туптаса çитерни палăрчĕ. Автор хăйне литературăри пĕр юхăма вырнаçтарчĕ, çул-йĕрне аталантармалли меслетсене шыраса тупрĕ. Унăн сăвви-поэмисем романтизма питĕ кăмăллаççĕ, ытти юхăмсене тиркеççĕ тесе калама çук.
Геннадий Хлебниковпа Виталий Чекушкин Михаил Сениэль пултарулăхĕ çинчен çырнă чухне унăн хăйне май сăнлăхсем туса çырма пĕлнине палăртаççĕ. Ентеш пĕррехинче çыравçăсен черетлĕ пухăвĕнче çамрăк сăвăçсене ӳпкелесе, вĕсен сăнлăхĕсем «ытла та тĕтреллĕ, уçăмсăр» тенĕ сăмахсене çапла каласа хуравланă: «Тĕтрелĕхре çăлтăрсем чăмăртанаççĕ». Ун чухне пĕрисем кулнă, теприсем алă çупнă. Вара асăннă тĕпчевçĕ-литераторс ем поэзи тĕнчишĕн, ытти ӳнер тĕсĕсенчи майлах, тĕтреллĕ сăнлăхсем ют маррине, вĕсем хăйне май илем пулма пултарнине асăннă. Мĕн вара, Михаил Сениэль сăввисенче те тĕтрелĕх, уйăх çутиллĕ е ĕнтрĕк çапнă вăхăт сăнланнă. Автор геройсене шаблона пăхăнтармасть, вĕсене, хăйне евĕр маттур хăватланакан «чăрсăр» çамрăксене ăсталать.
Михаил Павлович пурнăçри пулăма автор хайĕн идеалне кура чăн пулнă пек хавхаланса сăнлать. Вăл поэт-прозаикăн хăйне евĕрлĕ творчествăлла уйрăмлăхĕ пулса тăрать. Сениэль поэзийĕнче çын пурнăçĕ хăйне евĕр çеç шухăш-туйăмпа, илемлĕх мелĕсемпе сăнланнă.
«Михаил Павлович Егоров (Сениэль) поэтикипе илемлĕ сăнлăхсем тăвас ăсталăхне пĕтĕмлетсе тата çакна палăртас килет: ман ентешĕм пурнăçра тĕрĕслĕхшĕн çеç кĕрешсе сăмаха куçран тӳрĕ калакан çын пулнăран илемлĕ сăмахлăх анинче хăвăрт хисеплĕ ят илеймен, хăй профессионал пулса çитмесĕр те тĕрлĕ шырав çулĕпе тӳсĕмлĕн утма чарăнмарĕ, «тар тăкни вĕсен харама каймарĕ, кĕнекисем тĕшĕллĕ», – тесе çырать Ю.Артемьев.
Тĕпрен илсен поэт тăнăç пурнăçшăн çине тăрса кĕрешни курăнать. Чылай сăвăра ĕç, мир, туслăх, тăванлăх кĕввисем çĕкленӳллĕ туйăмпа янăраççĕ, пейзажпа юрату лирики те хăйне евĕрлĕ чĕрĕ, илĕртӳллĕ.
Ентешĕмĕрĕн хайлавĕсене Тутарстан чăвашĕсем, уйрăмах Аксу тăрăхĕнчисем, вулакансем, пысăка хурса хаклаççĕ.
 
: 1054, Хаçат: 1 (887)

Комментарисем:

Валери (2018-01-01 18:33:31):
çухатас мар-ха ...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: