Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çырав вĕçленчĕ, халăхпа диалог питĕ лайăх иртрĕ», – тесе пĕлтерчĕ Патшалăх статистикин федераллă службин Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçи В.Кандилов Раççейри пĕтĕм халăх çыравĕн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне халалланă пресс-конференцире.
Аса илтеретпĕр, 2010 çул историе Раççейре халăха шута илессипе кĕрсе юлчĕ. Çапла, çырав вĕçленчĕ, анчах пĕтĕмлетӳсем часах паллă пулмаççĕ-ха. Мĕншĕн тесен вăл калама çук пысăк ĕç, çĕршывра миçе çын, миçе наци представителĕ пурăннине икĕ-виçĕ кунра та, эрнере те, уйăхра та шутласа пĕтерме çук. Çавах та çыравăн тĕп тапхăрĕ вĕçленчĕ, калас пулать, Тутарстанра вăл япăх мар, 2002 çулхи çыравран чылай лайăхрах та. Çакна В.Кандилов республикăри мĕнпур шайри власть, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсем Патшалăх статистикин федераллă службин Тутарстанри уйрăмĕпе пĕрле тăрăшса ĕçленипе çыхăнтарчĕ.
Октябрĕн 14-25-мĕшĕсене палăртнă çырава ирттерме республика мĕнпур условисем (пӳлĕмсем уйăрнă, виçĕ хулара тӳлевсĕр транспортпа, мобильлĕ операторсем 16 000 тӳлевсĕр симкăпа тивĕçтернĕ) туса пани тата 2002 çулхи çырава хутшăннă çыруçăсенех явăçтарни çырав ĕçне чылай лайăхлатнă. 1182000 çынна стационарлă участоксене чĕнсе паллă тунă. Ку çыравăн çĕнĕлĕхĕ те пур, вăл – административлă çăлкуçсемпе ĕçлени. Тĕслĕхрен, çыруçăсем пурăнмалли çурт-йĕр юлташлăхĕсенчен (ТСЖ), пурăнмалли çурт-йĕр службисенчен кăна 4700 çыннăн даннăйĕсене (хушаматне, ятне, хĕрарăм е арçын пулнине, хăш-пĕрин миçемĕш çулта çуралнине) илнĕ. Çакăн пек утăм тума ку çынсене килĕнче тытма пултарайманнипе çыхăннă, калăпăр, çӳлерех асăннă çынсенчен 3580-шĕ çырав вăхăтĕнче пĕрре те килте пулман (кам командировкăна, кам инçете, урăх хулана кайнă). 1113 çын çеç тĕрлĕ сăлтава пула çырава хутшăнма килĕшмен. Çакă республикăри мĕнпур çын шучĕн 0,03 проценчĕ. Ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн ку цифра 10 хут сахалрах.
Телее, юлашки çыравра йывăрлăхсем питех пулман, наци ыйтăвĕ те тăман. Йытă çыртнă икĕ тĕслĕхсĕр пуçне, кăмăла хуçмалли пĕр тĕслĕх те палăрман. Çакă ТР ШĔМĕн сотрудникĕсем çыруçăсене пысăк пулăшу панипе те çыхăннă.
Çапла, çырав вĕçленчĕ, республикăн мĕнпур çуртăн номерĕ, кашни урамăн ячĕ пур. Çавах та хальлĕхе çыравăн тĕп тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăна паллашма пултаратпăр. В.Кандилов пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 14-мĕшĕ тĕлне Патшалăх статистикин федераллă службин Тутарстанри уйрăмне пурĕ 6,5 миллион штук (80 тонна йывăрăш) çырав хучĕ килнĕ. Вĕсене йăлтах курма та ĕлкĕреймен, шутланă çеç.
Декабрĕн 14-мĕшĕнчен 200 ытла çын виçĕ сменăпа ĕçлесе çыравăн иккĕмĕш тапхăрне, кодировкăна пуçланă. Вĕсем ку ĕçе кăçал апрель уйăхĕн çурриччен пурнăçлĕç. Январь уйăхĕн çурринчен тата 150 çын йĕркепе логика тĕрĕслевне пуçăнаççĕ. Ун чух çыравра пĕр çыннах темиçе хут шута илнипе илменнине, вĕсем ăçта пурăннине тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Мĕнпур ĕçе автоматизациленĕ пулин те çырав листинчи информацие йăлтах пăхса тухма 5-6 уйăх кирлĕ-мĕн. Çакăн хыççăн тин мĕнпур пĕтĕмлетĕве Росстата яраççĕ, унта информацие 2011 çул тăршшĕпех пăхса тухĕç. Çапла вара апрель уйăхĕнче пĕрремĕш пĕтĕмлетӳсем – республикăра миçе çын, мĕн чухлĕн хулара, мĕн чухлĕн ялта пурăннине тата миçе хĕрарăмпа арçын пулнине кăна пĕлĕпĕр. Мĕн чухлĕ наци çыннине тата ытти информаци каярах кăна паллă пулĕ. Тепĕр лайăх хыпар та пур, çырав пĕтĕмлетĕвĕсемпе кирек кам та паллашма пултарать, вĕсене пĕрремĕш хут мĕнпур информаци ресурсĕсене вырнаçтараççĕ.
2011 çулта пире каллех çырав кĕтет, хальхинче экономика тишкерĕвĕ пулĕ вăл. Ун чух пĕчĕк предпринимательствă н мĕнпур субъектне шута илĕç. Юлашки çырав кăтартнă тăрăх, кун пек субъектсем Тутарстанра кăна 180 пин, вĕсенчен 70-80 проценчĕ – ялсенче, 30-40 проценчĕ – хуласенче. Ку юлашки кăтарту мар-ха, мĕншĕн тесен, çырав вăхăтĕнче хăйсем мĕн ĕçленине кашни çынах пĕлтерме килĕшмен, мĕншĕн тесен кун çинчен ыйтма çыруçăсен полномочийĕ те пулман. Халĕ вара Раççейĕн, республикăн Правительствисен распоряженийĕсем пур.
Пĕчĕк бизнес пирĕн республикăра та палăракан вырăн йышăнать, тĕслĕхрен, регионти пĕтĕмĕшле чĕр таварăн 23 процентне шăпах çак субъектсем туса илеççĕ. Вĕсен ĕç укçи те республикăри вăтам ĕç укçинчен чылай пысăкрах. Çавăнпа ку субъектсене çĕршыв ниепле те шута илмесĕр пултараймасть. Пĕчĕк бизнес представителĕсемпе çыравçăсем налог органĕсенче, пенси тата страхлакан фондсенче тĕл пулма тăрăшĕç. Яланхи пекех, экономика çыравне республикăн мĕнпур шайри влаçĕ пулăшасси иккĕленӳллĕ мар. Çапла вара хальхи опытпа кăçал кăна мар, 2015 çула палăртакан ял хуçалăх çыравĕнче те усă курĕç.
 
: 1006, Хаçат: 1 (887)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: