Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН Раççейре хĕле чи лайăх хатĕрленнĕ 10 регион йышне кĕнĕ. Хутмалли сезон пуçланнăранпа ÇКХ системинче авари, чрезвычайлă лару-тăру пулнипе пулманнине, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн, котельнăйсен хатĕрлĕхĕн паспорчĕ, топливо (тĕп тата резерври), авари е чрезвычайлă лару-тăру инкекне пĕтерме пурлăхпа техника базин запасĕсем пуррине кура хакланă. Çапла вара 83 регионтан Тутарстан 10-мĕш вырăн йышăннă. Малти вырăнсене Мускав, Омск облаçĕсем, Мускав хулипе Пушкăртстан Республики тухнă.
ХУСАНТИ харпăрлăхри «Егоза» ача садне Раççейре харпăр ача сачĕсен хушшинче чи лайăххи тесе йышăннă. Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕ çакăн пек хисепе «Ача сачĕсем – ачасене» пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнса çĕнсе илнĕ. Конкурсра «Егоза» шкулчченхи вĕрентӳре инновацилле опыта сарнипе, педагогсемпе управлени коллективĕсем ăнăçлă ĕçленипе пĕрремĕш вырăна тухнă.
***
Хусан урлă иртекен, аякка каякан поездсем малашне «Хусан» станцире мар, «Восстани» станцире чарăнма тытăнаççĕ. Çакă Хусанти тĕп вокзалтан хула çум поезчĕсем çӳренипе составсене ирттерсе ярасси йывăрланнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра «Восстани» станцире туса пĕтермен вокзалăн кивĕ çуртне сӳтеççĕ, ку ĕçе январь уйăхĕн çурринче вĕçлемелле. Ун вырăнне пассажирсене тухма тата ларма вăхăтлăха пысăках мар павильон туса хураççĕ. 2012-2013 çулсенче вара вокзалăн çĕнĕ çурчĕ ӳссе лармалла. Çак вăхăтчен «Казань» (малашне унăн условнăй ячĕ «Казань первая» пулĕ) станцин вокзал çуртне те реконструкцилесе пĕтермелле.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ районĕнчи каччăсем Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăни çĕнĕлĕх мар, кашни çул тенĕ пекех район каччисем моряк тумне тăхăнаççĕ. Кĕрхи призывпа ку районтан салтака кайнă каччăсенчен те 6-шĕ Севастополь хулине лекнĕ, вĕсем «Самум» карап çинче çар тивĕçне пурнăçлĕç. Хальхи вăхăтра ентешсем çар вĕрентĕвĕн чаçĕнче. Декабрĕн 29-мĕшĕнче присяга йышăнчĕç. Çĕнĕ Шуçăм район пуçлăхĕ карап командирĕпе Д.Дыскинпа телефонпа çыхăнса ентешсене Çĕнĕ çулпа саламласа ăнăçу суннă.
АНАТ КАМĂРИ «Комета» пасарĕнче пĕр уйăх ытла аш-какай ярмăркки пынă. Унта сутнă аш-какая Тутарстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кӳнĕ. Кăçал хĕлле пуçланнăранпа кăна хулара кун пек 8 ярмăркка иртнĕ, çак вăхăтра хула çыннисем фермерсенчен 65 тонна аш-какай туяннă. Хакĕ пасартинчен чылай пĕчĕкрех пулнă, калăпăр, сысна, ĕне, сурăх, лаша ашне килограмне 150 тенкĕпех туянма май пулнă.
АРСК районĕнчи Ново-Кырлай ял хутлăхĕнчи 3 тата ытларах ĕне тытакан 5 харпăр хуçалăха ĕне сумалли установкăсем панă. Пĕчĕк хуçалăхсен аталанăвĕ мĕнле пынине тĕрлĕ ял хутлăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çакăн пек мероприятисенче район ертӳçисем кашнинче харпăр хуçалăхсене ĕне сумалли установкăсем парнелеççĕ.
НУРЛАТРИ районăн тĕп больницинче декабрь уйăхĕн вĕçĕнче гемодиализ амбулатори уйрăмĕ уçăлнă. Кунта Аксу тата Нурлат районĕнчи пĕвер чирĕпе аптăракан çынсене медицина пулăшăвĕ парĕç.
 
: 1017, Хаçат: 1 (887), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: