Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Илемлетрĕ хулана,
Уй-хире те вăрмана
Шурă юр, шурă юр,
шурă юр!
 
Шак! шаккарĕ кантăкран,
Кĕме хатĕр алăкран
Çĕнĕ çул, Çĕнĕ çул,
Çĕнĕ çул!
Хытă, харăс чĕннипе,
Пысăк хĕрлĕ миххипе
Хĕл Мучи ак кĕрет,
ак кĕрет.
 
Тараватлă пулнипе,
Хăйĕн ырă аллипе
Парнесем валеçет,
валеçет!!!
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Декабрĕн 29-мĕшĕнче Хусанăн тĕп урамĕсенчен пĕринче Çĕнĕ çула халалласа хитре юрăсем янăрарĕç. Мĕн тĕлĕнмелли, пурте юрлаççĕ тейĕç. Вăл хăйне, кунта чăваш ачисем ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхипе юрăсем шăрантарчĕç. Кунта чăваш елки пырать.
ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев хальхинче те ачасене савăнтарчĕ. Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ пӳлĕме хитре чăрăш лартса Хĕл Мучипе Юр Пикене «лашапа» лартса килчĕ.
Тĕрлĕ халап персонажĕсем уявра хăйсене питĕ ирĕклĕ тыткаларĕç. Ачасем тăрăшса хатĕрленсе килнĕ, чăвашла сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, сценкăсем те лартрĕç. Чăваш кĕввипе мĕнлерех çаптарса ташларĕç-ха тата! Алли-урисем хĕрсе кайнă. Чарма çук. Елкăна ертсе пыракан, Лидия Ярослав, Хусанта нумай пулмасть кăна пурăнма тытăннăскер, хула ачисем çавăн пек маттур пулнине шутлама та пултарайман. Питĕ тĕлĕннĕ. Программăна пĕтĕмпех чăвашла ертсе пычĕ.
Уява пухăннă ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене Хусанти «Салам» ушкăн та юрласа, ташласа савăнтарчĕ. Ачасем вĕсенчен юласшăн пулмарĕç, кашни юррине пĕрле хутшăнса юрлама пикенчĕç. Савăнтарать. Ачасем çак ĕлĕкхи юрăсене итлесе, малашне хăйсем те юрлама пултарасси куçкĕрет.
Çакăн пек уявсем ирттерни ачасене те, аслисене те тăван чĕлхене манма памасть, аталанма, юратма, сума сума пулăшать. Вĕсем килĕсене таврăнсан та темĕнччен чăваш елки çинчен калаçрĕç. Çитес çул та çакăн пекех ирттересси пирки кăсăкланчĕç.
Тавтапуç сире, Çĕнĕ çул уявне чĕннĕшĕн, хаваслăн та ăшшăн ирттернĕшĕн, Хусанта пурăнакан чăвашсене 2011 çула савăнăçлă кăмăлпа кĕме пулăшнăшăн!
 
: 988, Хаçат: 1 (887)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: