Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенчи вĕрентӳ системинчи çĕнĕлĕх – шкулсене оптимизацилесси – обществăра нумай шăв-шав çĕклерĕ. Вăрттăнлăх мар, пурте ырласа йышăнмарĕç ăна. Хăшне хăнăхнă йăларан пăрăнасси, теприне штата кĕскетсен (кун пек чух вăл пулатех) ĕçсĕр юласси, виççĕмĕшне ачасене урăх шкулсене куçарасси хăратрĕ. Чăн та, кирлехчĕ-ши пире оптимизаци? Çĕршыври демографи лару-тăрăвне пăхас пулсан пĕр иккĕленмесĕрех оптимизаци, уйрăмах ялти шкулсенче, кирлех тенĕ пулăттăм эпĕ. Наукăпа техника куллен аталаннă саманара ачасен пĕлĕвĕ те тарăн пулмалла-çке. Анчах вунă е тата та сахалрах ачаран тăракан шкулти пĕлӳ шайĕ паянхи саманана тивĕçтерейĕ-и? Паллах, çук.
Тури Услон районне кĕрекен Кирово поселокĕнчи шкула реорганизациленĕренпе иккĕмĕш çул. Вĕренекенсен шучĕ питĕ сахал пулнăран (çирĕм ача) ăна пуçламăш шкул статусне хăварнă. Аслă класра вĕренекенсем малалла Тури Услонти гимназире пĕлӳ пухаççĕ. Поселок çуллен ӳссе пырать пулин те, халĕ 102 килĕ, пуçламăш шкула каякан ачасен шучĕ пĕр алăри пӳрнесем чухлĕ те çук кунта, пурĕ те тăваттăн кăна. Пĕрремĕш класс та пулмĕ, мĕншĕн тесен пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăм тăвакан кăçал çук.
Икĕ хутлă шкул çуртне паян шкулах темелле-ши тата? Мĕншĕн тесен вăл кунта пурĕ те 115 тăваткал метр, пурĕ виçĕ пӳлĕм, кăна йышăнать. Ытти – хваттерсем. Хутса ăшăтакан çурт усăсăр ан лартăр тесе унта ютран килнĕ çынсене пурăнма янă. Шкул коллективĕ те пысăк мар: виçĕ вĕрентекен, оператор, хуралçăпа техничка. Шел, шкул директорĕпе О.Николаевăпа курнăçма май килмерĕ, вăл района кайнă терĕç. Шкулпа пире И.Веселова вĕрентекен паллаштарчĕ. Пысăках мар пӳлĕмсене кĕртсе кăтартрĕ. Вăхăтĕнче Кировăра та ача-пăча сахал пулман-ха, шкул ял варринчех ларнă. Çак икĕ хутлă шкул çурчĕ вăхăтĕнче ача сачĕ пулнă. Вăл хупăнсан унта шкула куçарнă, çĕнĕ вырăнта ачасем темиçе çул кăна вĕренеççĕ-ха.
Шел, чăн чăваш ялĕ пулнă Кирово поселокĕнче халĕ чăваш чĕлхи янăраманпа пĕрех. Тăван чĕлхепе калаçмаççĕ кунта çамрăксем, килте те ытларах вырăсла хутшăнаççĕ. И.Веселова та акă чăваш хĕрех, анчах чăвашла ăнланать пулин те, калаçмасть. «Ачаран хăнăхтарман пире»,– терĕ вăл кун пирки. Тĕрĕссипе, Ирина Анатольевна ялти учительсен ĕç династине малалла тăсакан. Унăн кукашшĕ, амăшĕ çак ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. Камăн-камăн та, унăн чăвашла пĕлмеллех пек туйăнать те вĕт. Тепĕр тесен, шкулта вĕрентмен пулсан ăçтан пĕлтĕр-ха вăл? Çитменнине тата Кирово чăвашĕсем вырăсланас юхăм ĕнер кăна пуçланман, вăрçă хыççăн çулран-çул вăй илсе пынă. Çавăнпа паянхи çамрăксене те, шкула та айăплама кирлех мар пуль.
1990 çулсен пуçламăшĕнче шкулта та пĕр хушă чăваш чĕлхине вĕрентсе пăхнă-ха, анчах предмет илеймен, çулталăкранах пĕтернĕ ăна. Тен, кунта чăваш чĕлхин учителĕ çукки те витĕм панă? Çамрăк ăру тăван чĕлхене пĕлменнипех ял библиотекинчи чăваш кĕнекисем çӳлĕксем çинче тусанланса выртаççĕ. И.Веселова (вăл учитель кăна мар, библиотекарь те) каланă тăрăх, кĕнекесем кунта сахал мар, çитменнине тата çĕннисене районтан çуллен тенĕ пекех кӳреççĕ. Оптимизаци хыççăн Тури Услон тăрăхĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентесси пушшех те иккĕленӳллĕ. Кирово, Канаш пек чăн-чăваш ялĕсенче те тăван чĕлхене вĕренесшĕн мар пулсан, ытти ялсенче ăçтан аталантăр-ха вăл.
 
: 1330, Хаçат: 35 (713), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: