Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн тăрăхра çĕнĕ çемье çавăракансен юрăллă-ташăллă, такмаклă уявĕ питĕ савăнăçлă та илемлĕ иртет. Çавăнпа та пулĕ туй курма яланах халăх пуçтарăнать. Кил хуçисем куракансене сума суса сăра ĕçтерес йăла та ялсенче сĕвĕрĕлсе пĕтмен-ха.
Çапла пĕр кĕрхи тĕттĕм каç тăват-пилĕк çамрăк кӳршĕ яла туй курма тухса утаççĕ. Сивĕпе хытса кайнă пылчăк кумккисене пăхмасăр, кĕске вăхăтра икĕ çухрăма кая хăварса, ура тапса туй юрри юрлакан халăх пухăннă çурт умне çитсе тăраççĕ. Урамра ытти çынсемпе пĕрле пăртак хăна пулнă хыççăн, пирĕн авланмасăр юлнă каччăсем хăюлланса картишне кĕреççĕ. Хăйсенчен лайăхпа, ĕçке пăсмасăр килĕсене кайма ыйтнине пăхмасăр «антăхнă карланкăсем» майĕпен пăлтăралла та кĕреççĕ. Çĕнĕ çынсен тăванĕсем çакна тӳссе тăраймасăр чĕнмен хăнасене вăйпах кăларса яма тытăнсан тĕрткелешӳпе çапкалашу тапранса каять.
Каччăсенчен пĕри – Ваççа – ытти юлташĕсенчен чеелĕхĕпе уйрăлса тăнă. Ĕç-пуç епле çаврăнса каяссине сиссе вăл картишĕнчи йытă йăвине кĕрсе выртать. Пысăках мар йытă хăй пӳртĕнчен кăмăлсăррăн, нăйкăшса тухать. Хапха алăкне шалтан питĕрсе илсе чĕнмен хăнасене çавăрса илсе тӳнккенĕ вăхăтра пирĕн Ваççа йытă йăвинчен пуçне кăларса сăнчăрти Барбоспа пĕрле: «Хам! Хам! Хам!» – тесе вĕрсе выртать. Ют ял ачисене кăларса янă хыççăн та йытă вĕрме чарăнманнипе тарăхса кил хуçисем ăна йăвине хупса хурасшăн пулса патне пырсан Барбос йăвинче кукленнĕ çын ларнине асăрхаççĕ. Сĕтĕрсе кăларнă вăхăтра вăл вĕçерĕнсе кайса уçă хапхаран тухса тарать.
Çилпе ăмăртса тăван ялĕ еннелле чупать пирĕн Ваççа. Çур çула çитсен сывлăш çавăрса илес шутпа чарăнать. Юлашкинчен туйлă ял еннелле çаврăнса пăхсан, уйăх çутинче хăйĕнчен инçех те мар хура мĕлке асăрхать. Хăйне хăвалаççĕ тесе шухăшласа малалла тата пысăк хăвăртлăхпа тапса сикет. Ваççа епле хытă чупсан та çаврăнса пăхмассерен мĕлке унран юлманнине курать. Хăй ялне çитсен вăл йĕрлесе чупакана аташтарса хăварас тесе пахча хыçĕсемпе, пушă плантсемпе килне çитет. Пӳрт умĕнчи крыльци çине канма ларать. Пуçне çĕклесе тинкеререх пăхсан, хайхи мĕлке ун умне тухса тăрать. Хăранипе çамки çине персе тухнă сивĕ тарне шăлма тытăнсан ун аллине çĕлĕкĕнчен çакăнса тăракан çип çакланать. Йытă йăвинче хĕсĕнсе выртнине, хăй çур шит çипрен хăраса аслă çулпа чупнине куç умне килтерсе сасăпах ахăлтатса кулса ярать.
«Хăравçă салтака шăши те така пек курăннă» тесе ахаль каламан-тăр çав. Çак пулăм хыççăн пирĕн Ваççа туй курса çӳреме пăрахнă.
 
: 1151, Хаçат: 52 (886), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: