Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çул чи çутă, чи хаваслă уявсенчен пĕри. Ăна ватти те, вĕтти те чунтан кăмăлласа кĕтетпĕр. Паллах, пурнăçра çамрăклах такăннисемшĕн те вăл чи хаваслă уяв. Тутарстан милиционерĕсем пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ ачасене акă ĕнтĕ миçемĕш хут Çĕнĕ çулпа саламласа «Милици Хĕл Мучийĕ» ыр кăмăллăх акцине ирттереççĕ. Кăçалхи акцие уçма Раççейĕн паллă поэчĕ, РФ ШĔМĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн председателĕ Илья Резник тата паллă дрессировщик (хăй калашле, кушак воспитателĕ) Юрий Куклачев килчĕ.
ТР ШĔМĕн мĕнпур подразделенийĕн сотрудникĕ акцие хутшăнса çак ачасем валли пылак çимĕç, тĕрлĕ тетте, тум, канцеляри таварĕсем тата ытти парнесем хатĕрлет. Милици пакунĕллĕ Хĕл Мучипе Юр Пике тĕрлĕ социаллă учрежденисене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене çитсе ачасене Çĕнĕ çул парнипе савăнтараççĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – шăпах çакăн пек çемьесене тупасси, халăхăн милици ĕçченĕсем патне шанăçне ӳстересси. Ахаль çыншăн кун пек акци пĕлтерĕшлех те мар-тăр, анчах хăш-пĕр ачашăн вăл чăн-чăн асамлăх. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр милици Хĕл Мучийĕ пĕр пысăк, чухăн çемьери хоккейпе «çунакан» арçын ачана коньки парнелесен (кун пек парне туянма участковăй сĕннĕ) ача савăннипе йĕрсех янă.
Калас пулать, акци çулран-çул вăй илсе пырать, унта хутшăнас текенсем те йышланаççĕ, кăçал пĕр арçын (кам пулнине пĕлтерме килĕшмен) çак акци валли хăй ятĕнчен кăна 25 пин (!) тенкĕ панă.
Савăнăçлă Çĕнĕ çул уявĕ Хусан çывăхĕнчи Левченко поселокĕнчи тĕрĕс çултан пăрăннă ачасемпе çул çитменнисен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан специализациленĕ шкулĕнче иртрĕ. Тĕлпулăва Раифăри хупă 1-мĕш номерлĕ ятарлă професси училищин воспитанникĕсем те килнĕччĕ. 10-18 çулти 100 ача хутшăнчĕ уява. Çак учрежденисем ахальлисем мар, вĕсем хупă режимлă, апла пулин те унти ачасем питĕ хастар, пултаруллă. Левченко поселокĕнчи ятарлă шкулта, тĕслĕхрен, ачасем валли брейк-данс, пукане театрĕ, дзюдо, футбол, бокс, хоккей, тăмран тĕрлĕ япала ăсталама, йывăçран каскалама вĕренмелли, тата ытти кружоксем ĕçлеççĕ. Кăçалтан пуçласа ачасем Хусанти цирк шкулне те вĕренме çӳреççĕ иккен. Сăмах май, тĕнчипе паллă кушак воспитателĕ Юрий Куклачев ку шкулăн çывăх юлташĕ. Унăн кĕнеки тăрăх ачасемпе «Ырăлăх урокĕсем» ирттереççĕ. Халĕ акă унăн пуçарăвĕпе ачасем цирк шкулне те çӳреме пуçланă. Çитес çулхи май уйăхĕнче вĕсем Хусанти циркра хăйсен номерне кăтартĕç.
Халăха, ача-пăчана вун-вун ырă сăвăпа хаваслă юрă парнеленĕ автора – Илья Резника – ачасем питĕ хапăл туса йышăнчĕç, хăйсем ăсталанă япаласем парнелерĕç, пултарулăхпа паллаштарчĕç: тĕрлĕ юрăсем юрларĕç, брейк-данс ташларĕç, циркри хăнăхусене кăтартрĕç. Раифăри ятарлă професси училищин воспитанникĕсем, пулас салтаксем, вара çар искусствин пĕр пайĕпе тĕлĕнтерчĕç, юрăсем юрларĕç. Уяв хуçисем И.Резникăн юррисемпе хатĕрленĕ попуррие юрлама тытăнсан, автор вырăнта лараймарĕ, вĕсемпе юнашар тăрса хăй те юрласа ячĕ. Унтан ачасене, зала пухăннисене пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ. Хальхи литературăн çăлтăрĕ ачасемпе пĕр чĕлхепе калаçни пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ. Сăлтавне те ăнланмалла, И.Резникăн ачалăхĕ хăйĕн те çăмăлах пулман-мĕн, атте-анне ăшшине туйса ӳсменнине пытармарĕ вăл, воспитанниксене ниме пăхмасăр пурнăçра хăйсен çулне тупса тӳрĕ кăмăлпа пурăнма сунчĕ. Кунсăр пуçне кашни ача паллă автора хăйне хумхантаракан ыйту пама пултарчĕ. Залра мĕн чухлĕн алă çĕклени тăрăх Илья Резника ача-пăча мĕнле кăмăллани паллă пулчĕ. Питĕ интереслĕ иртрĕ тĕлпулу, çав самантра хамăр та юмаха лекнĕ пекех туйăнчĕ. Илья Резник çак учрежденисен библиотекисене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Милици Хĕл Мучийĕ те пушă алăпа килмен. Ачасене Çĕнĕ çулпа ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ А.Демидов полковник саламланă хыççăн, Хĕл Мучи Левченко поселокĕнчи ятарлă шкула музыка оборудованийĕ, Раифăри хупă 1-мĕш номерлĕ ятарлă професси училищине компьютер тата çак учрежденисенчи мĕнпур ачана пылак çимĕç парнелерĕ.
Хаклă хăнасем Хусанта тепĕр кун та ачасене саламларĕç. И.Резник милици Хĕл Мучийĕпе пĕрле хулари усрав тата милицире учетра пулнă çемьесенчи ачасене хаклă парнесемпе савăнтарчĕç.
 
: 1181, Хаçат: 52 (886), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: