Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПРЕЗИДЕНТ ЕЛКИНЕ – 120 АЧА
Пĕтĕм Раççейри Президент елки кăçал декабрĕн 26-мĕшĕнче çĕршывăмăрăн пур кĕтесĕнчен те 5500 ачана пуçтарать. Тутарстанран та Мускава 120 ача каять. Кăçал Президент елки вуннăмĕш хут иртет. Хăнасем валли хальхинче пылак парнесемсĕр пуçне асăну паллисем те хатĕрленĕ. Шăп кăнтăрла пуçланакан уявăн тĕп пайĕ хыççăн конькипе эрешлесе ярăнма пĕлекен ачасем Хĕрлĕ тӳремри пăр çине каяççĕ. Унта ятарласа ачасем валли Раççейĕн паллă фигурисчĕсем мастер-класс ирттереççĕ.
Çĕнĕ çул уявне хутшăннисĕр пуçне ачасене тата пуян культура программи хăтĕрленĕ, вĕсем тĕп хулари музейсенче те пулса курĕç. Тутарстан делегацийĕ Мускава паян тухса кайнă.
НИХÇАНХИНЧЕН ИНТЕРЕСЛĔ
Тутарстанри тĕп елка вара çитес ытларикун, декабрĕн 28-мĕшĕнче, Хусанти «Татнефть-арена» Пăр керменĕнче иртет. Вăл республикăри шкулсенче 7-11 классенче вĕренекен 7 пине яхăн ачана пуçтарать. Республикăри елкăна ача-пăча обществăлла организацийĕсен лидерĕсем, вĕренӳ отличникĕсем, тĕрлĕ конкурссен, фестивальсен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисем, тăлăх ачасемпе ача çурчĕсен воспитанникĕсем хутшăнаççĕ. Кăçал Çĕнĕ çул уявĕ «Хĕл Мучин канмалли кунĕ» ятпа иртет, вăл нихçанхинчен интереслĕрех пулмалла. Кунта юмахсенчи тата мультфильмсемпе киносенчи сăнарсем те, çамрăк спортсменсемпе артистсем те пулĕç. Тутарстан ачисене саламлама «Звезды на льду» проекта хутшăнакансем те килеççĕ. Паллах, Президент та хăй килсе саламлать ачасене.
САЛТАКА ĂСАТАССИ ВĔÇЛЕНЕТ
Тутарстанра призывниксене çара ăсатасси вĕçленсе пырать. Декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн республика плана 85 процент таран пурнăçланă. Çитес эрнере юлнă 1500 çамрăка та салтак атти тăхăнтартаççĕ. Тутарстан Республикин Çар комиссариачĕ призывниксене Сывлăш-десант çарĕсене, Тинĕс-çар флотне, Федерацин хурал хĕсметне ăсатса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кĕрхи призывра Тутарстанран Президент полкне 20 çамрăк лекнĕ.
Сăмах май, кĕрхи призыв вăхăтĕнче салтака çемьеленсе ачаллă пулма ĕлкĕрнĕ 150 çамрăк та кайнă. Çамрăк ашшĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă вăхăтра вĕсен çемйисене патшалăх 7458 тенкĕ укçа тӳлесе тăрать. Татвоенкоматран каланă тăрăх, çемьеллĕ призывниксене хĕсметре тăма килне çывăхрах çĕре яма тăрăшаççĕ.
ЙĔРКЕНЕ СЫХЛАКАНСЕН СЛЕЧĔ
Ытларикун Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче Тутарстанри Обществăлла йĕркене сыхлакан шкул ачисен, студентсен тата çамрăксен йĕркеленĕвĕсен V слечĕ иртнĕ. Ăна Артем Айдинов паттăрлăх кăтартнăранпа 45 çул çитнине халалланă. Унта 450 ытла çамрăк хутшăннă. Республикăри «Форпост» центрăн директорĕ А.Рыков каланă тăрăх, паян Тутарстанра çамрăксен обществăлла йĕркене сыхлакан 923 йĕркеленĕвĕ ĕçлет, вĕсенче пурĕ 10633 çын шутланать. Çав ачасем милицие криминалпа кĕрешме, çул çитменнисемпе ĕçлеме пулăшаççĕ.
Слетра чи пултаруллă çамрăксене ТР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе палăртнă.
 
: 1070, Хаçат: 52 (886), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: