Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Агрыз районĕнчи шалти ĕçсен сотрудникĕсем районта кун пек преступлени пулнине астумаççĕ-тĕр. Ун тăрăх хуть кино ӳкер, пĕр сăмахпа, кунта трагеди те, шӳт те.
Ĕç-пуç кăçал ноябрĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Агрыз хулинчи пĕр уйрăм çуртра пурăнакан 54-ри хĕрарăм каçхине 11 сехет тĕлĕнче килĕнче хăй хыçĕнчех сас-чӳ илтĕннипе çаврăнса пăхать те – палламан çамрăк арçынна курах каять. Лешĕ нимĕн те ăнлантарса тăмасть, паллах, кил хуçи арăмне питĕнчен темиçе хутчен шаплаттарать, унтан... мăшкăллать. Хăй каланă тăрăх, вăл ку хĕрарăма 2 çул сăнать иккен. Çавăнпа гаражра «ВАЗ-2110» машина ларнине те аван пĕлет. Машина уççине пама хушать. Уççа аллинчен тыттарсан преступник хĕрарăма пальто пиçиххийĕпе çыхса лартать. Ун хыççăн пӳрте ухтарма тытăнать. Ылтăн хăлха çаккипе вăчăрана, мобильлĕ телефона, тĕрлĕ статуэткăсемпе шăрçасене (кусем те хаклă япаласем тенĕ ахăр) илсе машинăн салонне хурать.
Анчах машинăпа гаражранах çил пек вĕçтерсе тухса каяс ĕмĕчĕ кăна пурнăçланаймасть унăн. Автомобилĕн хыçалти пайĕ гараж çумĕнчи канава анса кайни чарать. Хурçă ута чышса кăларма кил хуçи арăмне чĕнме шутлать вăл, анчах лешĕ ку вăхăт тĕлне пиçиххие салтма кăна мар, пӳрте шалтан питĕрсе илме те, милицие чĕнме те ĕлкĕрет. Çапла преступник нимсĕрех тарса хăтăлать. Хальхи вăхăтра ăна шыраççĕ.
 
: 1044, Хаçат: 51 (885), Категори: Криминал

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: