Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Темиçе çул каялла отпуск вăхăтĕнче кӳршĕ облаçра пурăнакан тăвансем патне хăнана кайнăччĕ. Нумай çул пулманччĕ кунта. Мана курма ытти тăвансем, хăтасем, тăхлачăсем пуçтарăнчĕç. Кăштах хĕрнĕ хыççăн аслă кĕрӳ тепĕр кунне ирех çырмана пулла кайма сĕнчĕ.
– Аван, лайăх шухăш ку. Пăр ларсанах вакăран çăрттан тытма питĕ юрататăп эпĕ. Ыран шăпах канмалли кун, питĕ лайăх канăпăр уçă çанталăкра, – савăнса кайрĕ тепĕр кĕрӳ – Петĕр.
Чăнах та, тепĕр кунне ирех чӳрече айĕнче автомобиль сигналĕн сасси илтĕнчĕ. Часах Петĕр хăй те пӳлĕме кĕрсе тăчĕ; пит-куçĕ сивĕпе хĕрелсе кайнă, хăй хаваслă. Вăл пулă тытмалли хатĕрсене ĕнерех хатĕрлесе хунă иккен, çывăхри пулă ĕрчетекен совхоза кайса пулă илĕртмелли апат (подкормка), çавăн пекех наживка – вĕтĕ пулăсем: ырашпăтри, хĕрлĕ пуç малекĕсене – туянса килнĕ. Çавăнпа та пуçтарăнма вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ – сехет çурăран эпир çырмара ваксем касса вĕсем патне ларнăччĕ ĕнтĕ. Петĕр манпа юнашарах вырнаçрĕ. Мана кĕрӳ каснă вакă тĕлĕнтерчĕ; виçĕ шăтăк юнашар пăраласа вăл чылай сарлака вакă туса хунă иккен.
– Эпĕ вакăран çăрттан тытма юрататăп. Ытти пулăсем пачах та интереслентермеççĕ мана. Çавăнпа халĕ те çăрттан тытма хатĕрлентĕм. Çак çăткăн пулă варринчен, урлă хыпать, çавăнпа та вакăран тухаймасса та пултарать, – ăнлантарса пачĕ вăл эпĕ тĕлĕннине кура. Çавăнтах ку енĕпе хăй пухнă опытпа паллаштарма пуçларĕ. Шăла е уланкă тытнă чухнехи пек мар, кăшт урăхларах вăлталаççĕ иккен çăрттана. Çак пулă хыпсан алă такам çапса янă пек туять хăйне, унтан вăлта сасартăк йывăрланса кайнине сисетĕн. Паллă ĕнтĕ, çакăн хыççăн лескана çиçĕмле туртăнтарса пулла хăвăрт туртса кăлармалла. Çăрттан ытла та пысăк пулсан ăна пĕчĕк пакурпа çаклатса пăр çине кăларса ывăтмалла. Пакурпа çăрттана пуçĕ патĕнчен çаклатаççĕ, унсăрăн пулă вакă урлă выртма пултарать. Ун чухне вара ăна кăларса пăрахма йывăр пулĕ. Çак ĕç 3-15 çеккунтра пулса иртет. Çутă курсан çăрттан пуçĕпе тăтăшах сулкалашма тытăнать. Кун пек чухне лескана пушатмасăр пулла хăвăртрах кăларса пăрахмалла. Судакпа шăла пулă пек йышпа çӳремест çăрттан, пĕччен пулă вăл. Пĕрне тытрăн пулсан ку вакка пăрахмалла, урăх вырăн шырамалла. Вакă каснă хыççăн çур сехет иртнĕ пулсан унта ан та лар, пĕрех çăрттан пымасть, урăх вакă кас. Пăр хулăнăшĕ 150-200 миллиметртан кая мар пулсан 3,5 – 5 метр тарăнăшĕнче çеç пулă аван хыпĕ. Пăр 100 миллиметртан çӳхерех пулсан вăлтана 5 – 7 метр тарăнăшне ярсан аван. Пăр хулăнăшĕ 200 миллиметртан иртсен çеç хуть мĕнле тарăнăшне те, çур метртан пуçласа, вăлта яма юрать. Çакна çинçе пăр айĕнче çăрттан пулăçа лайăх илтнипе, хăш-пĕр чухне курнипе те ăнлантараççĕ. Çăрттан тытмалли чи лайăх тапхăр – хĕвел тухнă тата аннă вăхăт. Каярах (хĕвел тухсан) е маларах (хĕвел аниччен) çăрттана блеснапа тытма йывăр – живецпа (пĕчĕк пулăпа) усă курмалла. Çăрттан тытнă чухне вăлтана çавăрса тăни, тарăнăшне тăтăш улăштарни усă кӳрĕ. Ытти пулăсене çакă хăратать пулсан çăрттана астарать çеç. Кашни вакăра блеснана 15 хутран кая мар кăлармалла. Çăрттан юлхавлăн, вăйсăр хыпни блесна йывăç турачĕсене лекнине аса илтерет.
Çакăн пирки каласа пĕтерчĕ çеç Петĕр, сасартăк сисчĕвленчĕ. Унтан вăлтине хăвăрт çӳлелле туртрĕ. Çав вăхăтра сулахай аллипе пакурне ярса тытрĕ. Часах пăр çинче тӳрех икĕ пулă çапкалашрĕç: живец вырăнне вăлта йĕппине тирнĕ ырашпăтрине вăтам судак хыпса янă иккен, ăна çийĕнчех кӳлепи урлă метра яхăн çăрттан пырса хыпнă. Вĕçерĕнсе ĕлкĕреймен вăл, пакур пулăшнипе пăр çине тухса выртнă. Чăннипех те тĕлĕнтерчĕ çакă мана. Петĕр вара кулать çеç:
– Ку нимĕн те мар вăл. Эпĕ пĕррехинче çак юхан шыврах харăсах пилĕк пулă тытнăччĕ: пысăк çăрттан туртса кăлартăм та ун ăшĕнчен, килте хырăмне кассан, уланкă тухрĕ, уланкă хырăмĕнчен – каллех çăрттан, чылай пĕчĕкреххи, паллах. Уланкă хырăмне çакланиччен вăл пĕчĕк судак çăтса янă пулнă. Судакĕ хăй ман вăлта йĕппинчи ырашпăтрине хыпнă пулнă иккен, – тет Петĕр.
Те суять, те тĕрĕсне калать, пĕлеймерĕм. Мана, хам ĕмĕрте вунă хутчен те пулла кайса курманскере, улталама та йывăр мар-çке. Çапах та çавăн чухне пулла кайни ĕмĕр асăмра юлчĕ.
 
: 1118, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: