Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 43-48, 50№№.)
– Пиçсех кайрăм иккен эпĕ, – Емель çамки çине тапса тухнă тар пĕрчисене çанă вĕçĕпе шăлса илчĕ. – Çимун, – терĕ вара юлташне куçран тăрăнса. – Санăн чуну пур-и?.. Çук-и?..
– Мĕн тума сана ман чун кирлĕ? Шуйттана сутасшăн мар пулĕ те…
– Ара, санăн чуну пур-и тетĕп-çке? Манăн ăна пĕлес килет.
– Халиччен манăн чун пуррине эсĕ пĕлмен те-им?
– Эпĕ ун çинчен мар.
– Апла тата мĕскер çинчен сӳпĕлтететĕн? – юлташĕн ĕçсен чĕлхи вăрăмланнине вăл тахçанах пĕлет-ха, çавăнпа та унпа ытла пуплешсе сăмах тутине ярасах темерĕ Çерçи Çимунĕ, пуçелĕкне майлаштарса хучĕ те тĕпелелле иртрĕ.
– Эп ара… леш… Улюш çинчен… Эсĕ ăна тупсанах… çук… чавса кăларсанах хăвăн чысна çухатрăн…
– Мĕн кирлĕ мара шапăлтататăн?
– Ăçтан çыхланса санпа… Çук… Эпĕ ун пек пурăнаймастăп… Çылăх ку… Илтетĕн-и, Çимун? Çылăх… Пӳлĕхçĕ пире каçарас çук…
– Çынна пурнăç пани хăçан çылăх пулнă тет? Аташан кирлĕ мара. Çывăр… Лăпăртатса ан вырт… – вăрçса илчĕ Çерçи Çимунĕ.
– Çук. Ун пек мар… Манăн чĕре çунать… Варука курмассерен чĕре çунать… Вут хыпать чуна… – Емель тăрса ларма тесе туртăнчĕ те каялла леплетрĕ, талăкĕпех куç хупманскере кăрчама ăна пиле кайрĕ курăнать – тӳннĕ-тӳнмен вăл çывăрса кайрĕ, пӳлĕм шăпланса юлчĕ.
– Манăн та чĕре çунать, санăн çеç мар, – терĕ Çерçи Çимунĕ пырса мелсĕр выртнă юлташĕн пуçелĕкне майлаштарнă май. – Кирлĕ, кĕтнĕ ача марччĕ вăл. Çавăнпа васкаса çĕр айне чиксе хучĕç те…
* * *
…Çĕр каç Валентинпа Анюта кăвак хуппи киличченех пĕрле çӳрерĕç. Уяв хыççăн каччăсемпе хĕрсем мăшăрăн-мăшăрăн, юрла-юрла килĕсене саланнă вăхăтра вĕсем, Çерçи Çимунĕн сад пахчийĕнчи çĕмĕрт йывăççи айĕнче лараканскерсем, йăпшăнса юлчĕç. Юлташ хĕрĕсемпе каччăсем епле чĕнсен те сас-хура кăлармарĕç. Пĕр-пĕрин аллинчен тытса пĕр-пĕрин чун ăшшипе киленчĕç. Çамрăк ĕмĕр. Мĕн пулсан та, мĕнле килсен те эсĕ чи хакли! Чи çывăххи!.. Сан пек çутă та ăшă, шухă вăхăт урăх нихăçан та пулас çук. Эс – пĕрре. Пĕрре – ĕмĕрлĕхех. Çавăнпа та санăн кашни саманту, кашни тапхăру – тупра. Ăна çухатас, хуратас килмест. Сая ярса карта урлă та пăрахма кирлĕ мар. Килен!.. Савăн!.. Алхас!.. Выля!.. Çамрăк чух. Кайран, çулсем иртсен, каялла тавăраймăн, пĕр çухатсан – тупаймăн…
– Сивĕ мар-и сана, Анюта? – çири курткине хывма пикенчĕ каччă.
– Çук, – терĕ хĕр амаланса асамлăн. – Мана нихçанхинчен те ырă. Канлĕ. Тăван анне те ун пек ачашласа курман пуль, – хĕр питне çиле хирĕç тăратрĕ. – Туятăн-и?
– Мĕскер?
– Еплерех ырă техĕм илсе килчĕ вăл пирĕн пата!
Чăн та, халиччен типĕ, пыра кăтăкласа тăракан сывлăш тăрук нӳрлĕхпе тулса пуянланма та ĕлкĕрнĕ иккен. Кун-каçа хĕрӳ хĕвел айĕнче пиçĕхнĕ ӳте вăл кăтăкла-кăтăкла уçăлтарчĕ. Чун кĕртрĕ.
– Çумăр нӳрлĕхĕ, – терĕ Валентин, хĕрĕн аллине хăйĕн чĕрçи çине хучĕ. – Тен, клуб патне анăпăр. Эп ăçтарах пурăннине кăтартăп. Килĕшетĕн-и?
– Атя, – Анюта каччăн ытамĕнчен хăтăлса сиксе тăчĕ.
Аякра, Аслă урам хыçĕсенчи валаксенчен, çын хăлхи аран илтмелле шыв шăнкăртатса юхать. Вĕсемпе тупăшса, çывăрма та пĕлмеççĕ-им, шапасемпе шыв мăкрисем каçхи ырлăха савса хăйсен уявне ирттереççĕ: мăр-р-рих!.. кăва-кăва!.. тăр-р-р! сĕрлет каçхи Таркăн. Чăваш уявĕ малалла тăсăлать…
Аслă урам анаталла аннăçемĕн кăшт пĕрĕнет. Икĕ айккипе тăсăлса выртакан çырмасем хĕсеççĕ ăна. Клуб, урама урлă лараканскер, шăп та лăп çав сăмсахра вырнаçнă та ĕнтĕ.
Каччăпа хĕр клубăн сылтăм кĕтессинчи лавкка хыçĕпе çырманалла анчĕç, кӳлĕ хĕррине тухрĕç. Аяла анмарĕç вĕсем, сылтăмри кĕпер çине кĕмесĕр шкул пахчи хĕррипе умри утравлă сăмсах енне утрĕç.
– Ак çак пирĕн ĕлĕкхи шкулччĕ, – терĕ Валентин клуб хыçĕнчи сӳтсе пăрахнă çурт вырăнне кăтартса. – Эпĕ унта вĕреннĕ. Ĕлĕкрех ку çурт ялта çĕрме пуянăн пулнă тет…
– Мĕнле çĕрме пуянăн?
– Куппăр Микулĕн… Пĕлетĕн-и ун пек çынна? – терĕ вăл Анютăна куçран пăхса.
– Çук.
– Çук?.. Хăвăн мăн аслаçуна та палламастăн-им?
– Манăн мăн асатте?
– Ара çав… Вăл кукамун ашшĕ пулнă вĕт… Кукаму та çак çуртрах çуралнă, ӳснĕ те. Анчах та вăтăрмĕш çулсенче вĕсене Советсен тăшманĕ тесе хĕсĕрлеççĕ те çуртне туртса илеççĕ, ашшĕпе аслă ывăлне Çĕпĕре ăсатаççĕ...
– Кукамине те ăсатнă-и?
– Çук. Вăл ялти чи чухăн Тимĕрçĕ Ваççине качча тухса çăлăнса юлать…
– Эпĕ пĕлмен те… – терĕ хĕр каччă çумне йăпшăнса. – Вара кайран вĕсем ăçта пурăннă?
– Мунчара…
Пĕр хушă каччăпа хĕр чĕнмесĕр тăчĕç.
– Халĕ сирĕн шкулăр ăçта вара? – Анюта Валентин енне куçне ывăтрĕ.
– Ав, – сăртлă сăмсах енне сĕлтрĕ вăл. – Унта ĕлĕк садикчĕ. Халĕ юсаса тирпее кĕртрĕç те…
– Эсĕ вара ăçтарах пурăнатăн?
– Эпĕ-и?
– Эсĕ...
(Малалли пулать.)
 
: 1002, Хаçат: 51 (885), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: