Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăрманта, паллах, тĕрлĕ кăмпа ӳсет. Çемьелли те, пĕчченни те, хĕрли те, сарри те, анчах та юр айĕнче ӳсмест. Аксу районĕнчи Савгачево ялĕнчи пĕр пахчара вара çăвĕпе те, хĕлĕпе те тенĕ пек хитре тĕслĕ кăмпасем лараççĕ. Шел, паянхи кун юр ытларах çунипе вĕсем хупланнă-ха.
Çак халапри пек пахча хуçи Надежда Ипеева. Вăл кил-хуçалăхра усă курнă япаласене пĕрне те кăларса пăрахмасть. Сăмахран, шăтăк тазран кăмпа шĕлепки пулать, пластик савăтсене пуçхĕрлĕ май çĕре чиксе хурса чечексем валли клумба тăвать тата сукмак хĕррисене илемлетсе тухать.
Пӳртĕнче вара, уйрăмах хĕлле, ятарласа чечексем валли пĕр пӳлĕм уйăрса оранжерея тунă. Унта мĕнле кăна чечек ӳсмест? Кашнине, чечекĕн кăмăлне кура, кирлĕ пек вырнаçтарнă. Урăхла каласан – унта кĕрсен çăтмаха лекнĕн туйăнать.
Надежда Осиповна мĕн пенсие тухиччен библиотекăра ĕçленĕ. Унта та вăл кĕнеке çӳлĕкĕсем хитререх курăнччăр тата сывлăш та уçă пултăр тесе питĕ нумай чечек ӳстернĕ. Чăнах та, кĕнекесенчен мĕн чухлĕ тусан тухать. Уйрăмах кивĕ, нумай алăра пулнă кĕнекесенче тусан пуçтарăнать. Надежда Осиповна библиотекарь пулса ĕçленĕ вăхăтра ял çыннисем нумайăшĕ кĕнеке вуланă. Ватти-вĕтти пурте çырăннă. Эрнене пĕрре те пулсан кĕнеке улăштармашкăн кĕрсе тухнă. Аллерги чирĕпе аптракансене те пĕрре мар тĕл пулатăн. Нумайăшне кĕнеке тусанĕ аллерги парать. Çук, Надежда Осиповна ĕçленĕ тата пурăннă çĕрте нимĕнле аллерги те пулмасть. Вăл яланах тусансене сăтăрса, чечексене шăварса, пĕрĕхсе тăрать.
Ӳсен-тăрана юратаканскерĕн пахчинче те тем те пĕр ӳсет. Мĕн ӳснине каласа та пĕтерме çук. Ак, Çĕнĕ çул иртсенех тепĕр уйăхра вăрлăхсем акма пуçлать. Вара мĕн хĕле кĕриччен пахча ĕçĕ татăлмасть.
Халĕ Ипеевсем упăшкипе арăмĕ çеç пурăнаççĕ пулсан та, канмалли кунсенче ачисем килсен е хăнасем çитсен сĕтел çине консервăланă хăяр, помидор, салатсем тата ытти тутли тухса ларать. Консервăланă апачĕ те хăйне тĕрлĕ, çисе тăранма çук. Хăш-пĕрне «Суварта» тухса тăракан «Верук тĕпелĕ» рецепчĕсемпе усă курса хатĕрлет. Рецептсемпе питĕ кăмăллă, тутлă пулаççĕ тет.
Енчен те кăмпа пирки калас пулсан, çимеллине пахчаран пуçтармасть, вăрмана çӳрет. Вăрмантан вара нихăçан та тенĕ пек пушă килмест. Вĕсене вăл шăршăпа туять тейĕн. Кăмписем те тĕрлĕрен. Пĕрисене тăварлать, теприсене ăшалать е шăнтса хурать.
Çапла, кашни хĕрарăм ĕçре те, килте те тирпей кӳртсе тăрать. Тирпей кӳртнипе çеç мар-ха, хăй тунă ĕçпе çемьене те, çынна та савăнтарать. Урăхла каласан, фантази кирлĕ тата юлхавсăр пулмалла.
 
: 1276, Хаçат: 51 (885), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: